Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 19-мĕшĕнче Ирçелĕнчи вăтам шкул 125 çулхи юбилейне паллă тунă. Пĕлӳ çуртне тĕрлĕ çулсенче кунтан вĕренсе тухнисем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, шкулшăн тунсăхланă ентешсем, савăнăçне ирçелсемпе пайлама кăмăл тунă хăнасем пухăннă.
Паян шкулта 67 ача вĕренет, 22 вĕрентекен (коллективра пурĕ 38 çын). Туслă йыша Валерий Михайлович Горбунов ертсе пырать. Ирçел шкулĕн ачисем УОЧНКА, Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш уйрăмĕ, вĕренӳпе ăслăлăх министерстви йĕркелесе ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ.
Учительсем алăстисен куравне йĕркеленĕ, стендсем тунă, шкул историйĕпе çыхăнтарса буклет кăларнă. Ури çинче çирĕп тăракан ентешĕсен вăйĕпе тата укçи-тенкипе классене çĕнетнĕ, юсанă. Ялти художникăн Николай Иванович Егоровăн картинисенчен хатĕрленĕ курав, пултаруллă чăваш арăмĕсем – Любовь Николаевна Тантай, Полина Дмитриевна Кашкарова тата Раиса Никифоровна Корнилова – вĕтĕ шăрçасенчен тунă турăшсен хăтлавĕ, чăваш тумĕ-эрешĕ, шкулти этнографи музейĕн экспоначĕсем, учительсем пĕçерсе килнĕ чăваш апат-çимĕçĕ, ылтăн алăллă çынсен ĕçĕсем тĕлпулăва килнисене кăсăклантарнă.
Уяв умĕн хăнасене паянхи шкулпа, классемпе паллаштарнă. Ачасен вăйĕпе экскурси йĕркеленĕ. Чыслав вара шкул историйĕпе ӳкернĕ кинофильм (режиссерĕ – ОБЖ вĕрентӳçи И.В.Горбунов) кăтартнипе пуçланнă – 125 çул каялла сентябрĕн 23-мĕшĕнче И.Я.Яковлев тăрăшнипе уçăлнă самантран тытăнса паянхи кунччен.
Чăнлă районĕнчи депутатсен канашĕн председателĕ Ирина Фролова шкула юбилей ячĕпе саламланă. Мухтава тивĕçлĕ учительсене Тав хучĕсемпе Грамотăсем парса хавхалантарнă. Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Сергей Морозовăн Хисеп грамотине директорăн вĕренӳ-пе тата ăспару енĕпе ĕçлекен çумĕсем Татьяна Михайловна Кашкаровапа Галина Александровна Стаканова тивĕçнĕ, регион пуçлăхĕн Тав хутне – пуçламăш классен вĕрентекенĕ Любовь Николаевна Горбунова. Шкул директорне Валерий Михайлович Горбунова «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» сумлă ят панă. Тĕрĕссипе, шкул коллективĕнчи пĕр çын та парнесĕр, грамотăсăр юлман. Ачасене пĕлӳ парас çĕрте тӳрĕ кăмăлпа, пархатарлă ĕçленĕшĕн Ульяновск облаçĕнчи Саккунсем кăларакан Пухăвăн, Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерствин, Чăнлă районĕн администрацин, вĕренӳ пайĕн, депутатсен канашĕн Грамотисене тивĕçнĕ. Чăнлă районĕн вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Николай Левендеев хастар шкул ачисене пуçарулăхшăн Грамотăсем парса чысланă.
Шкул юбилейĕнче чи сумлă вырăна педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, хисеплĕ вĕрентӳçĕсем – Юлия Гордеевнапа Виктор Васильевич Фадеевсем, Полина Дмитриевна Кашкарова, Вера Георгиевна Стаканова, Тимофей Степанович Азанов тата ыттисем - йышăннă. Ялти ветерансен канашĕн председателĕ пулнă май Т.С.Азанов пурин ячĕпе те чуна витермелли ăшă сăмахсем каланă. Саламлакансем нумайăн пулнă çав каç. Ытларахăшĕ Аслă Нагаткинран килнĕ сумлă хăнасем тата Ирçел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнисем: Тимĕрçен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.В.Мартынов, Ирçел ял администраторĕ Н.П.Матук тата ыттисем те.
Шкул коллективĕн тата ачасен вăйĕпе хатĕрленĕ концерт уява илем кӳнĕ. В.М.Горбунов ертсе пыракан хор чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă, вĕренекенсем юрри-ташшипе, сăвви-куллипе тĕлĕнтернĕ. Ку пĕлӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă, паян Аслă Нагаткинри Культура çурчĕн директорĕнче вăй хуракан И.Н.Сидоров тăван шкулне картина тата илемлĕ юрăсем парнеленĕ, залти çынсене юрлаттарнă.
Уяв режиссерĕ – Г.А.Стаканова завуч, юрă-кĕвĕпе илем кӳрекенсем – Т.Т.Топтыгинапа О.А.Мещанинова вĕрентӳçĕсем* ертӳçĕсем – Н.М.Сайгушевапа Н.Л.Фадеев вĕрентекенсем тата шкул ачисем – Виктория Адамова (3-мĕш класс), Валерия Красновапа Виктория Садовникова (8-мĕш класс), Степан Алемесов (11-мĕш класс). Вĕсем пурин кăмăлĕ те хаваслă пултăр тесе нумай тăрăшнă.
Тăван шкула хаклă парнесем тăвакансем çинчен те ырă сăмахсем каламалла. Вĕсем: «Родники» хуçалăх ертӳçи Николай Сайгушев, çаплах Павел Азанов, Ольга тата Юрий Малофеевсем, Юрий тата Николай Трифоновсем, Николай Малофеев, Александр Фадеев, Алексей Катербузов, Сергей Моисеев, Николай Оброков, Николай Мурзайкин, Александр Кашкаров, Тамара Сайгушева, Валентина Кашкарова, Надежда Малофеева, Анна Дьяконова, Ольга, Анастасия тата Наталья Кашкаровасем, Геннадий Ермилов, Елена Буркина, Людмила Ярмухина тата ыттисем те.
 
: 229, Хаçат: 50 (1348), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: