Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче ялсенчи клубсенче пурнăç вĕресе тăнă: спектакльсем лартнă, юрă-ташă ушкăнĕсем аталаннă. Пултарулăх ĕçне ялти ватă-вĕтĕ хутшăннă. Ялсем тăрăх çӳресе хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Çав çулсенче Чартаклă районĕнчи Малаевкăра пурăннă Зоя Иванова та пушă вăхăтне интереслĕ ирттернĕ. Вăл пĕр уявран та юлман. Ялта тата тепĕр Зоя – Зоя Александровна Михайлова – пурăннă. Вăл ялти клуб заведующийĕн тивĕçне пурнăçланă. Икĕ Зоя тенĕ вĕсене ялта.
-Эпĕ пĕр-пĕр уява хутшăнаймасан: «Зоя, сансăр уяв илемĕ çук, атя, тархасшăн, ял ыйтать, - тетчĕç мана. Чăнах та, килте темле ĕç пулсан та чăваш кĕпипе капăрлăх тăхăнса ял уявне тухаттăм,- каласа парать Зоя Николаевна арчинчен чăваш тумĕпе капăрлăхне кăларса.
Çаксене йăлтах вăл хăй аллипе ăсталанă: клеткăллă кĕпине хăй тĕртнĕ пиртен çĕленĕ. Хушпу-тевет таврашĕн хăйĕн историйĕ.
-Ку хушпăва эпĕ пенсие кайсан тин ăсталарăм. Малтан капăшне шурă пиртен çĕлерĕм. Вак укçине ăçтан илес/ Ылтăнăм-кĕмĕлĕм çук. Пенси укçине илме кайсан: «Пĕр уйăх укçине 5 пуслă çутă укçапа парăр-ха тархасшăн»,- терĕм. Тĕлĕнчĕç, çапах та пачĕç. Упăшка шăтарма пулăшрĕ. Унпа хушпу, тевет, çуха турăм. Юлнă укçаран тепĕр хушпу çĕлерĕм, укçа çитмерĕ. Ку хутĕ-нче çур пенси укçине вак укçапа пама ыйтрăм. Çапла манăн икĕ капăрлăх пуххи пулса тăчĕ,- кула-кула каласа парать 79 çулхи ăстаçă. Пĕр пуххине вăл юлташне парнелет. Пĕрне тăван-хурăнташпа пĕрле пуçтарăнсан тăхăнать.
Ăçта çуралса, ăçта ĕçлесе пурăннă-ха çак сапăр хĕрарăм/
- Манăн ачалăх Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче иртнĕ. Эпир пилĕккĕн ӳснĕ. Манăн икĕ тете, икĕ шăллăм пулнă. Аслă тете Николай Семипалатинскра Юрий Гагарин космонавтпа пĕрле вĕренчĕ. Реактивлă самолетсемпе вĕçетчĕ. Вăл илемлĕ те яштак пӳллĕччĕ. Космодромра ĕçленĕ чух вăл Алексеев хушамат илчĕ. Халĕ вăл çук ĕнтĕ, вилнĕ. Унăн ачисемпе мăнукĕ-сем Алексеевсен йăхне тăсаççĕ.
Пĕр хĕр пулнипе хĕрарăм ĕçĕ йăлтах ман çие тиенетчĕ. Анне чирлесе тăнипе эпĕ тĕртнĕ, арланă, çыхнă, кантăр хутнă, тылланă, кисĕппе тӳсе çемçетнĕ. Колхозра та ыттисемпе тан ĕçленĕ. Тăватă класс пĕтерсен урăх вĕренме каяймарăм, мĕншĕн тесен урана тăхăнмалли çукчĕ,- аса илет чăваш хĕрарăмĕ.
Хĕр пулсан романтика ăна та ют çĕре туртать. Вăл тантăшĕсемпе Казахстана тухса каять. Унта стрелочника вĕренсе тухса чукун çул çинче ĕçлет. Часах хĕре сигнальщик тивĕçне шанса параççĕ. Икĕ çул пурăнать вăл ют çĕрте. Таврăнсан Чăваш Енри Канаш чукун çул станцине вырнаçасшăн пулать, вырăн çуккипе яла таврăнать. Таврăнсан шутламан-туман çĕртен качча каять.
-Ĕçрен таврăнтăм та – пирĕн пата Виçпӳрт Шăмăршăран ют çынсем килнĕ. Илья Иванов ятли тантăшĕсемпе мана лартрĕ те кайрĕ. Вăрларĕ пулать ĕнтĕ. «Сана питĕ аван хĕр терĕç,- терĕ кĕскен. Çапла эпир унпа 50 çул ытла пурăнтăмăр. Пилĕк ача çуратса ӳстертĕмĕр. Малтан Виçпӳртре пурăнтăмăр. Пăянам 45-ре кăначчĕ ун чух. Эпир унпа тантăшсем пек туслăччĕ. Упăшка манран виçĕ çул аслăрахчĕ.
Мана колхоз Шăмăрша тракториста вĕренме ячĕ. Унччен тракторпа çӳреттĕм, анчах правасăр. Арçынсенчен пĕрре те юлмастăм. Манăн упăшка комбайнерччĕ. Вырма вăхăтĕнче ун пулăшаканĕнче çӳрерĕм. 1972 çулта мана çĕнĕ «Нива» комбайн пачĕç. 1986 çулччен ĕçлерĕм унпа. Ман çинчен «Коммунизм çути» хаçатра темиçе те çырнăччĕ. Операци хыççăн пăрахрăм - пенсие тухрăм,- пĕр мухтанмасăр каласа парать Зоя Николаевна.
Вăл Шупашкарти хĕрарăм трактористсен съездне те хутшăннă. Ăна лайăх ĕçленĕшĕн гитара парнеленĕ.
Пенсие кайсан çемье Украинăна куçса каять. Аслă хĕрĕ Украина çыннипе çемье чăмăртаса унта тĕпленнĕ пулнă. Унта çитсен вĕсем совхоза сысна фермине ĕçлеме вырнаçаççĕ. Ют çĕр тăван мар çав. Пилĕк çултан Ивановсем Виçпӳрте таврăнаççĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Чартаклă районĕнчи Уçăрккана качча кайнă пулнă. Ашшĕ хăтана курма килсен хăйĕн те куçса килес кăмăл çуралать. Çапла Ивановсем Малаевкăра пурăнма тытăнаççĕ.
-Пирĕншĕн çĕнĕ пурнăç пуçланчĕ. Пенсире пулин те мĕн ватăличчен бригадăра ĕçлерĕмĕр: чĕкĕнтĕр çумларăмăр, сысна ферминче тăрăшрăмăр. Пушă вăхăтра çунатсем хушса клуба чупаттăмăр. Мĕнле кăна уяв ирттерместĕмĕр эпир ялта! Пĕрре эпир Чартаклăра Владимир Шаманов кĕпĕрнаттăра та çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕччĕ. Тепре тата Мемцентрта юрлама тиврĕ. Çавăнта мана «Еткер» телекăларăмăн редакторĕ Олег Мустаев ӳкерсе илчĕ. Чи кăсăкли – кайран эпĕ кĕнчеле арласа ларни телекăларăмăн заставки пулса тăчĕ,- çĕкленӳллĕ кăмăлпа каласа парать Зоя Николаевна.
Паллах, унăн пурнăçĕ хаваслă самантсенчен кăна тăман. Упăшки йывăр чирлесе ултă çул вырăнпа выртнă. Юлашки сывлăшĕ тухиччен пăхать ăна вăл. Пилĕк çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕрет.
-Мĕн тумалла/ Эпĕ Малаевкăри çурта сутса хулара пĕр пӳлĕмлĕ хваттер туянтăм. Пĕчченех пурăнатăп. Телее, манăн Мария хĕр Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнать. Куллен шăнкăравласа тăрать, килсе çӳрет. Кунта та юлташсем пур ман. Малаевкăри Зоя юлташăмпа вара телефонпа куллен çыхăнса тăратпăр. Хулана килсен вăл ман патăма кĕмесĕр каймасть, хам та кайкаласах тăратăп. Темшĕн, пĕрре те ватăлас килмест,- тет шӳтлесе.
Шăпах çав самантра алăка шаккарĕç. Юрлама юратакан тусĕ Светлана килчĕ. Сăмах çăмхи малалла тăсăлчĕ пирĕн. Иккĕшĕ мана илемлĕ юрă юрласа пачĕç, «Канаш» хаçат çырăнчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 725, Хаçат: 50 (1348), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: