Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вунтăватă çулхи Михаил Рахманов Павловкăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 2-мĕш тĕп шкулта 8-мĕш класра ăс пухать, «пиллĕк» паллăпа çеç вĕренет вăл. Спортпа питĕ туслă. Шкул командисенче волейболла, баскетболла, теннисла вылять. Хĕлле йĕлтĕрпе чупать. Шахмат секцине çӳрет. Шахматла выляма ăна ашшĕ вĕрентнĕ.
 
- Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче ытти çулсенчи пекех олимпиадăсене хутшăнма хатĕрлекен шкул командине илчĕç. Ноябрь уйăхĕнче физкультурăпа иртнĕ район олимпиадинче хама кăтартмалла пулчĕ. Ун валли çав тери тăрăшса хатĕрлентĕм. Тĕрлĕ спорт вăййисене - волейбол, баскетбол – еплерех ирттермеллипе çыхăннă çивĕч ыйтусем нумайччĕ. Тĕрĕс хуравласа эпĕ Павловка район шкулĕсенчи ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Мана Лидия Петровна Гусева вĕрентекен хатĕрлерĕ. Унтан тепĕр олимпиадăна хутшăнма тиврĕ. Вăл географипе иртрĕ. Хамăр класс, шкул чысне хӳтĕлес тĕллевпе манпа çине тăрсах хамăрăн класс ертӳçи, географи вĕрентӳçи Вера Владимировна Замараева вăй хунине палăртса хăварни вырăнлă. Тăрăшни сая каймарĕ – эпĕ районта каллех иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Çав уйăхрах истори предмечĕпе (вĕрентӳçĕ – Александр Владимирович Шорников) иртнĕ ăс-хакăл ăмăртăвне хавхаланса хутшăнтăм. Юратнă предметпа район ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Декабрĕн 11-мĕшĕнче Павловкăра литературăпа (вĕрентӳçĕ – Валентина Ивановна Рябова) олимпиада йĕркелерĕç. Вырăс литературипе пĕрремĕш пулнине илтсен питĕ савăнтăм, мĕншĕн тесен эпĕ вулама, хайлавсене тишкерме, çырма юрататăп. Аттене, аннене шăнкăравласа хамăн телее вĕсемпе пайларăм. Ман ӳсĕмсемшĕн вĕсем питĕ савăннă пек туйăнчĕ. Район шайлă ăмăртусенче Павловка шкул вĕренекенĕ мала тухни вĕренӳ учрежденийĕшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те чыслă-сумлă. Павловкăра чăваш ачисем сахал. Пирĕн шкулта, тĕслĕхрен, 5-6 ача çеç. Шел, чăваш чĕлхипе вĕрентекен пулманран эпир пурте вырăсла çеç калаçатпăр. Анчах та эпĕ тăван чĕлхене ăнланатăп. Атте мана чăвашла юрăсем итлеттерет, сăмахсем вĕрентет. Çулла «Поволжская глубинка» фестивале хутшăнма тӳр килчĕ. Савăнсах чăваш концертне итлерĕм. Мана Ульяновск облаçĕнче, Раççейре пурăнакан тĕрлĕ халăх тумĕсем, йăли-йĕрки, юрри-сăвви кăмăла кайрĕ, - тет Миша.
Михаил Рахмановăн хĕллехи каникулта шахматла выляссипе район ăмăртăвне хатĕрленмелле. Кун валли Павловкăра пур майсем пур – виçĕ утăмра «Мечта» ятлă çĕнĕ спорт комплексĕ вырнаçнă. Унта пултаруллă чăваш ачи алла-аллăн тытăçма тата ытти мелсене вĕренме çӳрет. Бокса алла илме чăваш тренерĕ Анатолий Петрович Сидоров хăнăхтарать.
- Пирĕн, район олимпиадисенче мала тухнисем, кĕçех область шайĕнче иртекен ăмăртусене шкул чысне хӳтĕлеме каймалла. Унта ытти пултаруллă, хастар тантăшсемпе паллашма, ăс-хакăл вăйне виçме май пурри мана çунат хушать, - тет спорта тата тĕрĕс ăслăлăхсене юратакан каччă.
 
Павловка районĕ.
 
: 584, Хаçат: 50 (1348), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: