Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область правительстви юлашки çулсенче Ульяновскри патшалăх университетĕнчи медицина факультетне пĕтернĕ специалистсем хăйсен профессийĕпе ĕçлемен тĕслĕхсем нумайланса пынине палăртнă. Анчах облаçри ача-пăча инфекци пульницине кăçал кăна виçĕ çамрăк тухтăр ĕçлеме килнĕ: Е.А. Культина, С.В. Моисеева тата К.А. Кудряшова.
Вĕсем виççĕшĕ те педиатри специальноçне алла илнĕ.
- Университетра вĕреннĕ вăхăтрах мана инфекци чирĕсем интереслентеретчĕç. Пирĕн ĕçре кăна сиплевĕн тухăçлăхне тӳрех курма пулать. Инфекци пульницине йывăр чирлĕ ачасем лекеççĕ. Тĕрĕс сиплесен вунă кунра сывалса çитеççĕ. Çакна тухтăрпа ытти медицина ĕçченĕсем курса тăраççĕ, - каласа парать Светлана Моисеева.
Ксения Кудряшова вара ача-пăча инфекци пульницине 6-мĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме килнĕ. Дипломне те вăл инфекци чирĕпе çыхăнтарса çырнă, интернатурăра кунта пулнă.
- Кунта килсенех коллектив питĕ килĕшрĕ: тухтăрсемпе медицина сестрисем килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕрне-пĕри пулăшаççĕ. Хам ĕçе эпĕ питĕ юрататăп. Сывалса çитнĕ ачасен куçĕсем çиçнине курни, савăнса тав тунине илтни кăна мĕне тăрать! Эпĕ сывлăшпа ерекен пыр-карланкă чирĕсен иккĕмĕш уйрăмĕнче ĕçлетĕп. Пирĕн заведующи отпуска е ытти ĕçпе кайсан хăй вырăнне мана хăварать. Çавăн пек шанни мана ĕçре пушшех хавхалантарать, - каласа парать Ксения Анатольевна.
- Эп нихăçан та поликлиникăра чирлисене йышăнса ларма ĕмĕтленмен, ялан стационарта ĕçлĕп тенĕ. Ача-пăча инфекци пульници – манăн ĕç вырăнĕ тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Ачасене юрататăп, вĕсемпе часах пĕр чĕлхе тупатăп, - тет çамрăк тухтăр Е.А.Культина.
 
: 625, Хаçат: 50 (1348), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: