Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илья Васильевич Настин 1897 çулта Чăваш Кăлаткă ялĕнче чăваш çемйинче çуралнă. Аслă вăрçа 1941 çулхи октябрь уйăхĕнче Кăлаткăпуç районĕн çар комиссариатĕнчен тухса кайнă. Стрелоксен 905 полкĕн салтакĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне (2-мĕш степень) тивĕçнĕ.
1945 çулхи май уйăхĕнче Берлинти Принценштрассе районĕнче тăшман юлашки вăйне пухса пирĕн пехотăна хирĕç тăрать. Илья Настин пĕр çапăçура чеелĕх тата паттăрлăх кăтартать. Вăл вилĕмрен хăрамасăр, хăйне палăртмасăр пĕр çурта йăпшăнса кĕрет, тăваттăмĕш хута улăхать, винтовкăпа тĕл персе 8 пулеметчика тата 5 автоматчика тĕп тăвать. Çапла майпа пирĕннисене малалла кайма çул уçать. Тăшмансен баррикада çинчи пулеметне те пĕр гранатăпах аркатать вăл. Анчах ăна нимĕç снайперĕ асăрхать те персе амантать.
Йывăр аманнă ентеш хăй вырăнĕ-нчен пăрăнмасть, хамăр салтаксем килсе çитиччен çапăçать. Çакăнта паттăрлăх кăтартнăшăн Илья Настин патшалăх наградине тивĕçет. Госпитальте сипленнĕ вăхăтра вăрçă чарăнать. Кăлаткăпуçсем паттăр та хăюллă ентешне манмаççĕ, унпа мухтанаççĕ.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 584, Хаçат: 50 (1348), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: