Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ашшĕ-амăшĕ чылай чухне ывăл-хĕрне хăй наци çыннипе çемье çавăрмалли пирки калать. Вĕсен кĕрĕвĕ-кинĕпе чăвашлах пуплес килет-ши е сăлтавĕ урăххинче-ши?
Çамрăк чухне юрату вĕренĕ вăхăтра наци пĕлтерĕшĕ темех мар. Юратăвăн нимĕнле чикĕ те çук. Анчах тепĕр наци çыннипе çемье çавăрнă çынсем ватлăх енне сулăнсан пурнăçĕнче пысăк йăнăш тунă тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн? Хамăр юн туртăмĕ вăйланать-ши е тăван чĕлхепе калаçайманни пăвать. Атте-анне чĕлхи пурĕпĕр чуна çывăхрах. Ахальтен мар ватлăх кунĕсенче Иван Яковлевич Яковлев пĕлнĕ мĕнпур ют çĕршыв чĕлхисене манать, чăвашла кăна калаçаять.
Катя та эрмен каччине юратса пăрахсан туйăмĕ ĕмĕрлĕхе тесе шаннăччĕ. Руслана хăйсене мĕскĕнрех тытакан чăваш каччисемпе танлаштарма çукчĕ: тĕлпулăва час-часах чечек çыххипе килетчĕ, кинона, театрсене, кафене хаваспах илсе çӳретчĕ, юратнине пур майĕпе те палăртатчĕ. Анчах хулара хĕрĕ мĕнле пурăннине курма килнĕ амăшĕ Катьăн суйлавне ырламарĕ. “Хура халăхпа пурнăçна çыхма ан та шутла. Вĕсем малтан пурте лайăх. Кайран шыраса та тупаймастăн”, - терĕ. Амăшĕн сăмахĕсем хĕре йăнăш пек туйăнчĕç. Мĕн ăнлантăр-ха вăл юратура?
Пĕррехинче, вĕренӳрен таврăннă чух, Катя савнийĕ хăйĕн ентешĕсемпе пĕр вырăс хĕрĕнчен тăрăхланине курчĕ. Руслан Катьăна асăрханă пулсан, тен, хăйне урăхларах тытнă пулĕччĕ пуль?
Кайран, тĕл пулсан хĕр качча хăй урамра мĕн курнине каласа пачĕ. Руслан çакăншăн пĕртте именмерĕ, пушшех, кăкăрне мăнаçлăн каçăртса: “Вĕсем çынсем-и”,- терĕ. Катьăн чĕрине пăр катăкĕ касса татнă пекех пулчĕç çак сăмахсем. Вăл унпа урăх калаçмарĕ. Тепĕр кун та вăл Руслан патне тухмарĕ. Тепĕр кун та… Руслан ăна общежити умĕнче кĕтсе тăрса чечек çыххипе чĕркуçленсе те ларчĕ. “Эс мĕнлине вăхăтра Турă кăтартрĕ мана. Йăнăш тăвиччен”,- терĕ хĕр.
Халĕ каччă сăпайлă та ырă чăваш хĕрĕпе туслă. Лайăх ăна унпа, лăпкă. Малашлăхĕ пирки те иккĕленмест вăл.
 
: 992, Хаçат: 42 (1134), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: