Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ольга Киверова Майна районĕнчи Чӳ-рекел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет.
Пĕрремĕш класран тытăнсах унăн дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Юлашки çулсенче вăл - отличница.
-Эпĕ математика тата географи предмечĕсене питĕ юрататăп. Хаваспах чăваш литературипе культури кружокне çӳретĕп. Шкулти ансамбльте юрлатăп. Уйрăмах чăваш юррисем килĕшеççĕ.
Тĕрлĕ мероприятисенче сăвăсем калама кăмăллатăп. Пушă вăхăтра аннене хуçалăхра пулăшатăп. Кайран вара алла кĕнеке тытатăп. Классиксене вулама питĕ юрататăп. Уйрăмах А.С. Пушкинăн повеçĕсем кăмăла каяççĕ. Хăшĕсене икшер хут вулатăп, хальхи вăхăтра А.С. Грибоедовăн «Горе от ума» произведенине шĕкĕлчетĕп, - каласа парать Ольга.
Ольга Киверова пуçламăш класранпах «Канаш» хаçатпа тачă çыхăну тытать. Унăн хайлавĕсем хаçат страницисенче пĕрре кăна мар пичетленнĕ.
Чӳрекел шкулĕнче тăхăр класс пĕтерсен вăл професси илес тесе вĕренме кайма шутлать.
 
: 724, Хаçат: 50 (1348), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: