Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Настя Садовникован амăшĕ мордва, ашшĕ чăваш.
Ялта çуралса ӳснĕ пулин те хĕрача чăвашла таса калаçаймасть, çапах та чăваш чĕлхипе культурин кружокне тата «Шăпчăксем» ансамбле хавхаланса çӳрет. Унта ăна чăваш чĕлхине вĕренме май пурри савăнтарать.
- Аннепе атте килте пирĕнпе, йăмăкпа иксĕмĕрпе, ытларах вырăсла калаçаççĕ. Чăвашла вĕренме мана юрăсем юрлани нумай пулăшать, - тет Настя.
Настя Садовникова пĕрремĕш класранпах «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренет. Юратнă предмечĕсем унăн – математика тата вырăс чĕлхи. Çак предметсемпе Раççей тата область шайĕнчи тĕрлĕ конкурса кашни çулах хутшăнать хĕрача. Яланах пысăк баллсем пухать. Пушă вăхăтра вара Настя ӳкерет.
-Хам астăвассах алла кăранташ тытса ӳкереттĕм. Лидия Федоровна Ярославская сĕннипе ӳкерчĕксене тĕрлĕ конкурссене ярса патăмăр. Сочиненисене «Канаш» хаçата ятăмăр. Вĕсем пичетленсен шутсăр савăнтăмăр.
Мана хамăр шкулта питĕ килĕшет. Учительсем те аван пирĕн, уроксем те интереслĕ, ачасем те туслă, мероприятисем те нумай. Чӳрекел шкулĕ пирĕншĕн – иккĕмĕш тăван кил. Çавăнпа та вуннăмĕш класа ют яла каяс килмест манăн. Медицина енĕпе професси илес кăмăл пур. Тен, тухтăр пулăп, - каласа парать Настя.
 
: 606, Хаçат: 50 (1348), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: