Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăç улшăнса пыни куç умĕнчех. Лавккасене пырса кĕрсен мĕн кăна курмастăн паян. Кил хуçалăхĕнче усă курмалли ĕç хатĕрĕсене курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Пĕр çыннăн ĕмĕрĕнче кăна мĕнленрех улшăнусем пулчĕç те!
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче хĕрарăм ĕçне çăмăллатакан техника питĕ сахалччĕ, пачах пулман тесен те юрать. Кĕпе-тумтир çумалли машинанах илер. Паянхи лавккасенче мĕнлине кăна курмастăн! Суйла та туян. Çакă пире савăнтарать, тĕлĕнтерет.
Аслăрах çул-ӳсĕмлисем мĕнле ĕç хатĕрĕсемпе усă курнă-ха/
60-70 çулхисем лайăх астăваççĕ-ха çакăн пек сăмахсене: пулле, ийĕ (ăйă), кисĕп, кĕвенте, килĕ, кĕпе валашки, сĕлтĕ, тукмак, тăла.
ПУЛЛЕ – йывăçа чавса валашка е ытти япала тумалли ĕç хатĕрĕ. Вăл пуртă евĕрлĕрех, анчах касмалли пайĕ тăрăхла мар - урлă тăрать тата касмалли пайĕ çавракарах. Пуллепе тĕрлĕрен кункăрасем тунă чух та усă курнă.
КУНКĂРА – выльăх-чĕрлĕхе шыв ярса ĕçтермелли йывăç савăт. Çак вăрăм валашкана улăм хунă, вĕри шыв ярса пĕçернĕ те çăнăх сапса выльăха çитернĕ. Кункăра тăршшĕ тĕрлĕрен пулнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай чух ăна 4-5 метр тăршшĕ ăсталанă.
Пĕчĕкреххисемпе (2 метр тăршшĕ) кĕпе-тумтир çунă чухне усă курнă. Унта таса шыв ярса кĕпе-йĕм чӳхенĕ, кивнĕ, çемçетнĕ. Уйрăмах тăла (сукно) тунă вăхăтра кункăрапа усă курнă.
ИЙĔ (ĂЙĂ). Пуллепе ĕçленĕ хыççăн çавракарах валашкан шалти пайне ийĕпе тикĕслесе якатнă.
КИСĔП – чăлха, тăла тата пысăкрах япаласене çумалли, тӳмелли ĕç хатĕрĕ. Кисĕпе юман йывăçран тума тăрăшнă. Вăл кĕвентерен йывăртарах та сулмаклăрах. Хĕрарăмсемпе пĕрле кисĕп тытса арçынсем те ĕçленĕ, хĕрарăмсене пулăшнă.
КИЛĔ – пысăкрах япаласене, тăла таврашне хурса кисĕппе тӳмелли хатĕр. Килĕ умне ушкăнпа тăнă. Кисĕппе тӳнĕ май юрă-такмак шăрантарнă.
 
КĔВЕНТЕ, КĔПЕ ВАЛАШКИ – çак икĕ япала пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăрать. Кĕпе-тумтире валашкана хурса икĕ кĕвентепе тӳнĕ. Япаласене çунă чухне пĕччен те, иккĕн те ĕçленĕ. Пĕри – тӳнĕ, тепри – шыв ярса тăнă. Кун пек чухне ĕç кал-кал пынă. Çумалли сахал чух пĕчченех ĕлкĕрнĕ. Кĕвентисен тăршшĕ тĕрлĕрен пулнă, анчах пĕр метр çурăран кая мар.
 
СĔЛТĔ ШЫВĔ. Кĕпе-йĕм çума тата мунчара çăвăнма ял çыннисем сĕлтĕ шывĕ тунă. Вăл шампунь вырăнне пулнă. Çемçе шыв кĕпе-йĕме лайăх шуратнă, çӳçе тасатнă, çемçетнĕ.
Сĕлтĕ шывне юхтарма кивелнĕ, шăтăклă витре кирлĕ пулнă. Витре тĕпне улăм хунă, ун çине улăм кĕлне сапнă. Кайран унта вĕри шыв янă та тепĕр савăт çине сăрăхтарнă. Сĕлтĕ шывĕ супăнь вырăнĕнче те пулнă.
Тата çакна каласа хăвармалла. Кĕпе валашкин тата килĕ ăшĕсене, кĕвентепе кисĕп вĕçĕсене яка та тикĕс тунă, унсăр çӳхе тата черчен япала кивнĕ чух çурăлма пултарнă. Кун çинчен платниксем, пуртă ăстисем нихăçан та манман.
 
ТУКМАКА та мантарса хăвармалла мар. Тукмакăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Унпа тĕрлĕрен ĕç тунă чухне усă курнă. Вăл утюг вырăнĕнче пулнă. Кĕпе-тумтире çуса типĕтнĕ хыççăн япаласене чĕркенĕ, меллĕ хурса тукмакпа шакканă, çапса якатнă.
Çӳлте асăннă ĕç хатĕрĕсене халĕ музейсенче çеç курма пулать. Малашне те çапла пулĕ.
 
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 227, Хаçат: 50 (1348), Категори: Йăла-йĕрке

Комментарисем:

Jaxon (2016-06-30 16:34:57):
I seeĔ I suosppe that would have to be the caseĕ

Monkey (2016-07-02 02:33:42):
I'm so glad that the intneret<Ӳa> allows free info like this!

Brandice (2016-07-02 14:42:03):
That takes us up to the next levelĕ Great
ponstigĕ<Ӳa>

Satch (2016-07-04 20:53:49):
Super inaitmfrove writing/ keep it upĕ http,ӲӲvjfjoybltzĕc om [urlçhttp,ӲӲyooygksc evĕcom]yooygkscev[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲpvjecec nĕcom]pvjececn[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: