Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинри Чебановсен ăшă та хăтлă килĕнче Алевтина Ивановнапа унăн юратнă мăшăрĕ – чăвашсен паллă сăвăç-çыравçи, драматургĕ, публицисчĕ Анатолий Чебанов – çинчен калаçатпăр.
Пултаруллă çыравçă пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăранпа çулла пилĕк çул çитет. Анатолий Софронович пурăннă пулсан чăваш халăхĕ валли тата нумай пысăк ĕç çырса хăварнă пулĕччĕ. Анчах та ĕçлеме юратакан, хăйĕн сывлăхне шеллемен писателĕн хĕрӳ чĕри çак тиеве чăтайман, пĕр кĕтмен çĕртен тапма чарăннă. Анатолий Чебанов сăнарĕ пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Унăн хайлавĕсене эпир юратса вулатпăр.
- 1971 çулта Анатолий Софроновичăн ашшĕ вилнĕ хыççăн эпир çемйипех Çĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнчен Шăхаль ялне куçрăмăр. Унта-кунта ĕçлекелерĕмĕр. Ун чухне эпир упăшкапа иксĕмĕр те аслă пĕлӳллĕ специалистсем пулнă. Пĕррехинче Анатолий Софронович Кунтикав ялĕнчи ял хуçалăхĕн председательне Евгений Игнатьевич Галкина тĕл пулнă. Ертӳçĕ ăна хуçалăхра зоотехник кирли пирки каланă. Арçын йыхрава йышăннă – кĕçех Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне çул тытрăмăр. Кунтикавсем пире хапăл тусах йышăнчĕç. Эпĕ правленире бухгалтерта ĕçлерĕм, мăшăр – зоотехникра. 1976 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕнче Аслă Нагаткинра сысна комплексне туса пĕтерсе хута ярсан çемйипех район центрне пурăнма куçрăмăр. Ял хуçалăх управленийĕн урамĕнче кивĕ çурт туянтăмăр. Çитес çул ăна сутрăмăр, кирпĕч çурт хăпартма вăй çитертĕмĕр. Анатолий Софронович фермăра тĕп зоотехникра вăй хума пуçларĕ. Çулталăк хушшинче урăх регионсенчен ăратлă выльăх-чĕ-рлĕх туянчĕç. Фермăра ун чухне сысна шучĕ 24 пин те пурччĕ пуль – витесем кĕрлесе тăратчĕç. «Кунне темиçе хут çаврăнатăп, обход тăватăп. Ывăннине туймастăп», - тетчĕ. Вырăнти хуçалăх ун чухне «Память Ильича» ятпа çӳретчĕ, ертӳçи Валерий Шурыгинччĕ. Вăл 1995 çулччен ĕçлерĕ. Ĕçне юрататчĕ вăл. Унти ăнăçусемпе кулленхи пулăмсем çинчен мана хавхаланса каласа пама ухатаччĕ. Уйрăмах çывăх та шанчăклă юлташĕ-семпе – тĕп зоотехникра вăй хунă чухне ферма заведующийĕпе Н.М.Наумовпа, выльăх тухтăрĕ-пе П.М. Парамоновпа туслăччĕ, пĕрле тăрăшса ĕçлетчĕç, канашлама юратни пирки калатчĕ. Эпĕ 1977 çултан пуçласа 30 çул Аслă Нагаткинри ял хуçалăхĕнче бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçланă. Упăшкана ăнланма, хавхалантарма тăрăшнă. Анатолий Софроновича вĕçĕмсĕрех çыру ĕçĕ илĕртнине кура хам та çĕкленӳллĕ кăмăлпа çӳреттĕм. Вăл пушă вăхăт тупăнсанах çырма тăрăшатчĕ. Эпĕ ун хайлавĕсен пĕрремĕш вулаканĕччĕ. 1980 çулта мăшăрăм Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлекен Валерий Яковлевпа паллашнă. (Ун чухне театрăн тĕп режиссерĕ Виктор Родионовччĕ.) Валерий Николаевич «Праски инке хĕр парать» камите театр сцени çинче лартсан аван пуласси, вуласа хак пама килĕшни пирки каланă. Хавхаланса ӳкнĕ Анатолий тата тепĕр камит çырма пуçларĕ. «Мыскаран мăйраки кукăр» пьесăна вĕçлесе ярса пачĕ. Ăна Шупашкарти драма театрĕн сцени çинче пĕр çул лартрĕç. Виççĕмĕш пьеса – «Кĕтмен хăнасем». В.Н.Яковлев режиссер «Праски инке хĕр парать» камите (тĕп рольне режиссер мăшăрĕ Нина Михайловна Яковлева вылярĕ) Шупашкарти драма театрĕн сцени çинче пĕр чарăнмасăр 17 çул лартрĕ. 1995 çултанпа унăн тăсăмĕ - «Праски инке мăнукне авлантарать» куракансене савăнтарать. Вăл халь те пырать пысăк сцена çинче. Анатолий Чебановăн пьесисене Раççейĕн ытти хулисенче те – Мускавра, Санкт-Петербургра, Хусанта, Ульяновскра, Ярославльте, Самарта, Анат Камăра, Çыр Чаллинче, Стерлитамакра, Йошкар-Олара – лартнă. Хайлав сюжечĕсене, çын кăмăл-туйăмне автор вĕресе тăракан пурнăçран илнĕ. Кĕске хайлавĕсенче тарăн ыйту хускатать. Хайлавсен тĕп сăнарĕсене ĕненмелле калăплать. Паттăрсене халăхран илет, вĕсене кулăшла самантсене çаклатать, сăнарлă калаçу мелĕсемпе пуянлатать. Чи пĕлтерĕшли вара – кулăшла пулăм мар, паянхи пурнăçăн кукăр-макăрне курма, асăрхама пĕлни. Анатолий Софронович чăваш халăх культурине, йăли-йĕ-ркине питĕ аван пĕлетчĕ, çыннисене хаклатчĕ, юрататчĕ.
Сысна комплексĕнче çичĕ çул тĕп зоотехникра тăрăшнă хыççăн Анатолий Софроновича Чăнлă районĕнчи ял хуçалăх управленине хатĕрлев ĕçĕсен инспекторне куçарчĕç. Унта вăл 15 çул ĕçлерĕ. Ун чухне ялсенче фермăсем пысăкчĕ, район центрĕнче çу завочĕ пурччĕ. Упăшкапа ĕçтешĕсем хуçалăхсене тĕрлĕ тĕрĕслевсемпе тухса çӳретчĕç. Киле килсен ĕçрен юлнă кашни саманчĕпе пĕлсе усă куратчĕ – çыратчĕ, çыратчĕ. Драматургири унăн çĕнĕ сумлă ĕçĕ – Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă кĕске пьесăсен ярăмĕ. Шухăшланă тăрăх, вăл 10 томран тăмаллаччĕ. 7 кĕнеки кун çути курчĕ. Унта чăваш культурин паллă çăлтăрĕсем хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупрĕç. Çав шутрах К.В. Иванова халалланă 9 пьеса («Юмахçă», «Виççĕмĕш сыпăкри тăвансем», «Куçаруçă», «Паха хайлав», «Сăвăçсем», «Асран кайми тĕлпулу», «Таса ĕмĕтлĕ юрату», «Пăтранчăк вăхăт», «Хĕрлĕ ялав айĕнче»). Тал-Мăрса çинчен «Урхамахсăр юланутçă» икĕ пайлă драма, Николай Полоруссов-Шелепи çинчен «Парăм» пьеса, Федор Павловпа Степан Максимов çинчен пьесăсемсĕр пуçне сонетсем, Ваççа Аниççи çинчен «Пирвайхи чĕкеç» ятлă поэма, пирвайхи писатель Иван Юркин çинчен пьесăсем тата поэма, Çеçпĕл Мишши çинчен пьеса, Геннадий Волков академикпа унăн амăшĕ çинчен «Парне» ятлă пьеса. Кунсăр пуçне ярăмра Ульяновсен çемйи çинчен тăватă пьеса, вĕсенчен пĕри – нумай актлă «Йывăр хуйхă».
Мăшăрăм пултаруллă драматург çеç марччĕ, литературăн ытти жанрĕсемпе те ăнăçлă ĕçлерĕ. Вăл халăх хушшинче анлă сарăлнă сăвă-юрă, сунăм хайлавĕсен авторĕ, талантлă прозаик, юптаруçă, поэт-сатирик пулнипе мăнаçланатăп эпĕ.
Виличчен кăшт маларах малашне пьесăсем çырмăп-ха, сăвăсемпе ытларах ĕçлĕп тетчĕ. Анчах вĕсене кăларса, мĕнпур ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе ĕлкĕреймерĕ.
Анатолий Софроновичăн пултарулăх çул-йĕрĕнче пĕрремĕш планра хăйĕн юратнă ĕçĕ тăратчĕ – сăвă-пьеса çырасси.
Чăнлă районĕн администраци пуçлăхне Х.В.Рамазанова кĕнекесем кăларма пулăшнăшăн пысăк тав! Çак çурта Ханяфи Валиевич çыравçа пултарулăх ĕçĕнче вăй хума пур майсем пулччăр тесе пачĕ. (Ывăл авлансан леш çурта çемйипе юлчĕ.)
Ашшĕне ачасем – ывăлпа хĕр - тем пек юрататчĕç. Сăпайлă, ăслă, ĕçчен, пит тирпейлĕ, йĕркеллĕ çынччĕ, эрех ĕçместчĕ, пирус туртмастчĕ, тĕпренчĕкĕсене ытараймастчĕ. Пĕрле ĕçлекенсемпе яланах аван пулнă. Кунтикавсене курсан, сăмахран, тăвансене курнă пек туйăнать тетчĕ. Мĕн тесен те пилĕк çул ĕçленĕ-çке. Хуçалăх ертӳçисемпе те, ытти ĕçлекенсемпе те ăнăçрĕ пире. Туслă йышпа вăй хума тиврĕ. Хуçалăха малтан Е.И. Галкин ертсе пыратчĕ, кайран – Г.А. Шленкин. Геннадий Алексеевич ярасшăн марччĕ хăйĕн ĕçне аван тĕшмĕртекен зоотехника. Эпир шухăшланине пурнăçа кĕртесех терĕмĕр. Аслă Нагаткин тем тесен те район центрĕ терĕмĕр. Ун чух Кунтикавран Ульяновска килмелле пулсан та малтан станцие тухмаллаччĕ – хула таврашĕнче çӳрекен пуйăспа килмелле-каймаллачч ĕ. Çын нумайччĕ, ирхине кайнă та каçхине çаврăнса килнĕ. Автобуссем çӳрекен çула кайран кăна турĕç.
Çырас-хайлас тĕлĕшпе Анатолий Софронович Юрий Кудаков композиторпа, Виталий Никитин-Станьял таврапĕлӳçĕпе, Николай Дмитриев артистпа шав çырусем çӳрететчĕ. Веронийăпа Станислав Толстовсемпе тачă çыхăну тытатчĕ. Малтанласа килех килсе çӳретчĕç вĕсем. Анатолий Никитина, Надежда Заводскована хăйĕн сăввисене паратчĕ. Анатолий Софроновичпа чăвашсен паллă композиторĕсем хăйсем куллен çыхăнатчĕç, çĕнĕ юррисем валли хайлавсем ыйтатчĕç. Ун сăввисемпе Ф.Лукин, Ю.Григорьев, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, А.Никитин, С.Толстов, П.Романов, В.Дмитриев, Г.Алексеев, А.Галкин, Н.Заводскова 200 яхăн юрă хывнă. Пурнăçра тем пек сăпайлă та ырă кăмăллă, тимлĕ Анатолий Софроновича Чăваш Ен Композиторсен ассоциацийĕн йышне илнĕччĕ. Унăн сăввисем тăрăх хывнă илемлĕ юрăсене аслă ăру çыннисем çеç мар, çамрăк ăру та юратса итлет. Чăваш наци радиовĕпе телевиденийĕнче те тăтăш янăраççĕ вĕсем. Станислав Толстов мăшăрăн сăввипе кĕвĕленĕ «Сарă тюльпансем» ( Александр Васильев юрăç репертуарне илем кӳрет вăл) ыттисем пекех халăх юратнă юрă пулса тăчĕç. Турă пани пысăкчĕ. Пурте ун пек пулаймаççĕ.
Паян килте Анатолий Чебанов патне чăваш тĕнчинчи пултаруллă çынсем – Илпек Микулайĕ, Алексей Талвир, Нинăпа Валерий Яковлевсем, Геннадий Волков, Вера Никифорова тата Ренат Харис янă çырусем тирпейлĕн упранаççĕ. Мăшăрăн сăввисене Александр Сидоров çыравçă чăваш чĕлхинчен вырăсла куçарнă. Петр Ишутовпа тачă çыхăну тытатчĕç вĕсем. Петр Ильич Анатолий Софроновичăн пĕр актлă пьесисене вырăсла куçарса «Добрая душа» кĕнеке кăларчĕ. Чаплă куçаруçă мăшăрăн тусĕччĕ.
Анатолий Софроновичшăн Аслă Нагаткинра пурăнакан тус-тăванĕн – Анатолий Федорович Ермилов-Юманăн – сăмахĕ питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ. Пурăннă чухне час-часах кӳрше каçса канашлатчĕ шурсухалпа, чăваш литературинче тарăн йĕр хăварса пыракан çыравçă-сăвăçпа, критикпа, питĕ сăпайлă та анлă чĕреллĕ çынпа. Анатолий Федоровичăн кашни сĕнĕвне, тӳрлетĕвне шута илетчĕ. «Эпир, аташсем, литература тĕпелĕнче темле ыйтупа та шăкăлтатса калаçма ĕлкĕретпĕр», - тетчĕ вăл. Çакнашкал усăллă тĕлпулусенчен ăшă кăмăлпа таврăнатчĕ. Анатолий Юман «Чăваш Улăпĕ çинчен сериал» (А.Чебанов драматургăн çĕнĕ ĕçĕсем) ятпа тĕпчев ĕçне çырса хатĕрлерĕ. Тишкерӳ 2009 çулта кун çути курнă «Творчество писателя» кăларăмра тухрĕ. Сăмах май каласан унтах - чăвашсен паллă критикĕн Кирилл Кирилловăн «Праски инке мыскарисем», Иван Саландаевăн «Пултарулăхĕ иксĕлми, кăмăлĕ – ытарайми», Александр Богатовăн «Их время придет», Александр Петровăн «И.Я.Яковлев сăнарĕ – чăваш драматургийĕнче», Виталий Юмартăн «Он во всех жанрах литературы мастак», Фаина Романован «Народно-зрелищно представление», Алина Студенцован «Иван Яковлев – Чăваш Улăпĕ» (А. Чебанов пултарулăхĕнчи патриарх сăнарĕ) статйисем кĕнĕ.
Шкулта 5, 6-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех çырма тытăннă тесе каласа паратчĕ Анатолий Софронович.10 класс пĕтерсен Пăвара механика вĕреннĕ чухне укçа çитменнипе районти хаçат редакцине сăвăсем кайса панă пулнă. Пичетлесен кăшт гонорар паратчĕç тесе асилетчĕ. Йышлă çемйинче чи асли пулнă – пурĕ виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ. Ашшĕ, Софрон Дмитриевич, пит ăслă çынччĕ, ылтăн алăллăччĕ. Малтан механизатор, кайран бухгалтер, çĕвĕç, кăмака тăвакан, ăста платник пулнă. Кăмака çинче çĕвĕ машинисем тăнă. Ати Аслă вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçнă. (Паян сăнĕпе те, ăсĕ-тăнĕпе те аслашшĕ пек – пирĕн Валерик ывăл.) Арăмĕ, Анатолий Софроновичăн амăшĕ, Вера Кузьминична, кĕпе-тум çĕленĕ, апат пĕçернĕ, шанчăклă мăшăрĕпе тĕреклĕ, туслă çемье тытса пурăннă. Ашшĕ çинчен кĕнеке çырса кăларчĕ мăшăр.
Анатолий Софронович салтака кайиччен çерем çĕрсене уçма кайнă – çамрăка Казахстана Пăвара вĕреннĕ хушăра янă. Çара çавăнтанах илнĕ. Салтак тивĕçне Молдавире пурнăçланă вăл. Тетĕшĕ те Николай Софронович çĕнĕ çĕрсене парăнтарнă çĕрте пулнă. 2004 çулхи пушăн 12-мĕшĕнче мăшăрăма «50 лет со дня начала освоения целинных земель» асăну паллине пачĕç.
1993 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче А.С. Чебанова чăвашлăх аталанăвĕнче, литература анинче ырми-канми тăрăшнăшăн Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне пачĕç. Ытти сумлă наградăсем те нумай унăн, 28 кĕнеке авторĕн. Тата пысăк ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатчĕ. Вилес умĕн - 2009 тата 2010 çулсенче – тата икĕ кĕнеке кăларма мехел çитерчĕ: «Çыравçă пултарулăхĕ» (хăйĕн пултарулăхне, çитĕнĕвĕсене ытти çыравçăсем хак пани) тата «Каçхи шуçăм» (кун-çул кĕнеки). Вулакансем хаклаççĕ мăшăр хайлавĕсене, юратса вулаççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 720, Хаçат: 50 (1348), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: