Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ çул – йышпа паллă тумалли уяв. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмасан уяв инкеке çаврăнма пултарать. Массăллă уявсемшĕн çак учрежденин пуçлăхĕ яваплă пулмалла.
Çĕнĕ çул уявне хатĕрленнĕ чух çаксене шута илмелле:
1. Уяв ăçта иртесси пирки хушу хатĕрлемелле. Унта ăнсăртран пушар сиксе тухсан халăха тухма саппас алăксене палăртмалла.
2. Йĕркешĕн яваплине çирĕплетмелле. Вăл çак учрежденин администраци çынни пултăр.
3. Администраци çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж ирттермелле.
4. Уявччен çурт-йĕре йĕркене кĕртес пулать.
5. Саппас алăксене питĕ-рмелле мар, вĕсем çине табличкăсем çирĕплетмелле, вĕсем аякранах курăнччăр.
6. Уяв вăхăтĕнче кашни алăк умĕнче çын тăмалла.
7. Пӳлĕм кантăкĕсене чаршавпа хуплама, çутта сӳнтерме юрамасть.
8. Уявра пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма чармалла.
9. Пушар сӳнтермелли хатĕ-рсем вырăнта пулччăр.
10. Чӳречесем çинчи решеткесем уçăлмаççĕ пулсан вĕсене илсе пăрахмалла.
Пӳлĕм çак йĕркесемпе килĕ-шсе тăмасть пулсан – унта халăха пухма, уяв ирттерме юрамасть.
 
: 524, Хаçат: 50 (1348), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: