Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2015 çулăн пуçламăшĕнче эпир «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» фотоконкурс ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ. Конкурса хутшăнакансем сахал мар пулчĕç.
18 автор мĕнпурĕ 25 ĕç ярса пачĕ. Вĕсен хушшинче иртнĕ ĕмĕрте чăваш тумĕсемпе ӳкерĕннĕ хура-шурă сăнӳкерчĕксем чылай пулни савăнтарчĕ. Мĕнлерех пуян хушпу-тухьяллă, тевет-çухаллă, тĕрĕллĕ кĕпе-саппунлă, тирпейлĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем çак сăнӳкерчĕксенче!
Редакци конкурса янă кашни сăнӳкерчĕке тĕплĕн пăхса тухрĕ, пĕтĕмлетӳ турĕ.
Тĕслĕ (цветной) сăнӳкерчĕксенчен Çĕнĕ хулара пурăнакан Елена Уресметова ĕçĕсем пахалăхĕпе те, шучĕпе те уйрăлса тăраççĕ. Ăна пĕрремĕш тесе палăртрăмăр.
Иккĕмĕш вырăна «Канаш» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Петр Рахманов ĕçĕсем йышăнчĕç, виççĕмĕшне – Петр Андрихов (Чăнлă районĕ, Анат Тимĕрçен ялĕ) тата Сергей Портнов (Сăр районĕ, Архангельски ялĕ) пайларĕç.
Авалхи сăнӳкерчĕксенчен Владимир Ярухинăн (Ульяновск хули) ĕçĕсем кăмăла кайрĕç. Иккĕмĕш вырăна – Нина Васильеван (Чăнлă районĕ, Каша ялĕ) ĕçĕсем йышăнчĕç, виççĕмĕшне – Мария Алексеева (Чăнлă районĕ, Чăвашкасси ялĕ) тата Елена Вражкина (Чăнлă районĕ, Кивĕ Улхаш ялĕ) пайларĕç. Çĕнтерӳçĕсене редакцире парнесем кĕтеççĕ.
Хаклă вулакансем, «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» конкурса çитес çула та тăсма шутларăмăр. Сиртен малашне те сăнӳкерчĕксем кĕтетпĕр.
 
: 641, Хаçат: 51 (1349), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: