Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çырусем, çырусем, çырусем... Ялан кĕтнĕ тăваткал хутсем теттĕмĕр. Анчах пурнăç куллен улшăнса пырать. Çырусен пĕлтерĕшĕ те майĕпен çухалать. Алăра кĕсье телефонĕ пур чухне ручка тытса тăванĕ патне çыру çырма васкакана тупма йывăр паян. Кнопка çине пусса çыннăн чĕрĕ сассине илтме кăмăллăрах куран. Тата пурнăçа компьютер, Интернет çăмăллăх кӳрет. Çакна кура юлашки вăхăтра пирĕн редакцие те çырусем ытларах электрон почти урлă килме пуçларĕç.
 
Паян çирĕм ултă çул çитрĕ «Канаш» хаçат тухма тытăннăранпа. Çак вăхăтра редакцие килнĕ çырусене регистрацилемелли виççĕмĕш хулăн кĕнеке пĕтет. Пĕрремĕш кĕнекене уçса пăхсан чун савăнать: малтанхи çулах 1123 çыру килнĕ вулакансенчен. Чи нумаййи вара 1997 çулта илнĕ – 1239 çыру. Пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май кăтарту пĕчĕкленсе пычĕ. 2004 çултанпа «Канаш» 500 çыруран ытларах илмен. Эпир вĕсемшĕн те савăнатпăр. Мĕншĕн тесен обществăлла корреспондентсен ĕçĕсем пирĕн хаçата илемлĕрех те чĕрĕрех тума пулăшаççĕ. Вырăнтан килнĕ кашни хыпар, сĕнӳ, таврапĕлӳ ĕçĕ, калав е сăвă пирĕншĕн хаклă. Эпир сире, вулаканăмăрсем, вĕсемшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Иртсе каякан 2015 çула илсен, 400 ытла çыру килчĕ. Авторсен хушамачĕсене – эсир вĕсен материалĕсене хаçатра вуланă пулсан та – тепĕр хут çырса пĕлтерес килет. Акă вĕсем: К.Адамов, Ю.Адъютантов, Т.Азанов, А.Азанова, В.Алеева, А.Алексеев, А.Алякина, М.Аляпкин, А.Архипов, В.Архипов, В.Архипова, Ю.Артемьев, Г.Антонова, В.Андрихова, П.Андрихов, Г.Антонова, Н.Антонова, М.Арсеньев, З.Афанасьева, Аскольд де Герсо, А.Белов, А.Белова, М.Борисова, А.Богатов, С.Борисова, Н.Васильева, Ю.Володина, И.Гаврилова, М.Горячев, Н.Горохин, В.Горбунов, В.Горячева, Л.Данилов, С.Дедушкина, Н.Дементьев, П.Долгов, А.Дмитриев, С.Дьяконов, П.Дьяконов, О.Дьяконова, Н.Дьяконова, А.Зайцев, Л.Завьялова, М. Захарова, Р. Егорова, Е.Егорова, Г.Елисеева, Н.Еремеев, А. Иванова, О. Иванова, И. Иванюкова, С.Ильдейкина, Л.Идиятуллова, Г.Желтухин, В.Журавлев, Н.Казаков, Е.Казакова, Н. Кадебин, Г.Калмыкова, Н.Карлин, П.Кашеев, Т.Кашкарова, В.Киверова, И.Кирпичников, Н.Кирюшин, Т.Козлова, Ю.Костина, Г.Кондратьев, С.Кочнева, А.Краснов, Л.Краснова, Ю.Кудаков, В.Кузнецов, А.Кулакова, Н.Куракина, Н.Кушты, О.Лапшина, Ю.Ларионова, Н.Литвинова, В.Лудина, Ю.Надиванова, Г.Никитина, А.Никонорова, М.Никифорова, Д.Майрина, Р.Макарова, В.Макаров, С.Маханова, О.Мельникова, А.Мердеев, А.Михайлов, А.Мордовкин, С.Морозов, В.Мостякова, В.Муравьев, С.Мыгыш, Д.Орлов, А.Оргина, Н.Осипова, А.Павлов, М.Павлова, Е.Парамонова, О.Пагудина, А.Петрова, Т.Петрова, А.Пешне, Д.Пенчалов, А.Подколзина-Алеева , З.Портнова, П.Рахманов, С.Ржата, В.Родионов, Н.Розов, Н.Романов, Н.Романова, А.Русаков, О.Лапшина, Данил Лахмистров, Денис Лахмистров, Н.Литвинов, Н.Садовников, П.Салин, Е.Сарандаева, В. Селендеев, О.Сенюшина, Б.Сергуненков, Е.Сергеева, В.Симаков, В.Сваев, Н.Сладков, П.Смирнов, К.Стаканова, А.Степанова, Ю.Степанов, В.Станьял, Н.Стюкова, М.Судаков, В.Тарават, И.Тарасов, Г.Тищенко, И.Трофимова, В.Трофимова, З.Угарина, С.Ульянова, А.Ухтияров, А.Уфаркин, А.Хмыт, В.Хролка, В.Черкасова, Р.Чернова, А.Шабалкин, И.Шмойлов, Т.Школенок, И.Щеголькова, С.Усливанова, А. Ермилов-Юман, Я.Эльмукова, Г.Юмарт, А.Юркина, Ю.Юркина, М.Яковлева, М.Ямщикова, Л.Ярославская, П.Ярославская, А.Ярускина, В.Ярухин.
Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, чи хастар обществăлла корреспондента – Петр Рахманова – палăртса хăварас килет. Вăл облаçри чи аякри районсене çитсе ентешĕмĕрсемпе паллашать, вĕсене хаçат çырăнтарать. Питĕ пысăк ĕç тăвать редакцишĕн тата чăвашсемшĕн!
Çаплах облаçри таврапĕлӳçĕсем пирки ырă сăмах калас килет. Петр Андрихов Тимĕрçен историйĕпе паллаштарать: авалхи пурнăçĕпе, уявсене еплерех паллă тунисене çырсах тăрать. Николай Кирюшин çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă май вулакансене çулçӳревĕсем пирки пĕлтерсех тăрать. Николай Казаков, Николай Кадебин, Петр Долгов, Василий Селендеев таврапĕлӳçĕсене те ку енĕпе палăртмалла.
Вулакансем ытларах калав-повеç вулама кăмăлланине эпир пĕлетпĕр: кашни командировкăра пире кун пирки калаççĕ. Валентина Тарават, Петр Кашеев, Нина Васильева вулакансен кăмăлĕ-сене ку енĕпе тивĕçтереççĕ. Профессиллĕ поэт-çыравçăсен - Анатолий Юманăн, Михаил Сертен, Валентина Тараватăн ĕçĕсем хаçатăмăра тĕрлĕ енлĕ илемлетме пулăшаççĕ. Саша Павлов, Мелания Никифорова сăввисем те вулакансен чунне пырса тивеççĕ. Юлашки вăхăтра Петр Кашеев пурнăçри пулăмсене çырса кăтартнă кĕске хайлавĕсем чылай пичетленчĕç. Авторăн малашне те çырмалли планĕсем пур-ха. Кĕтетпĕр.
Çамрăк авторсем пирки уйрăм каласа хăвармалла. Эсир – пирĕн пуласлăх. Майна районĕ-нчи Чӳрекел, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен, Вăта Тимĕрçен, Ульяновскри Луговой, 46-мĕш шкулĕсенче вĕренекенсенчен кăçал çырусем илтĕмĕр. Вĕсен хушамачĕсене çӳлерех асăннă ĕнтĕ. Малашне вара чăваш хаçачĕн страницисенче çамрăк авторсен ячĕсем нумайланса пырасса шанатпăр.
Никам та тӳрех тухтăр е вĕрентекен, çыравçă е журналист пулса çуралмасть. Нумай чухне професси суйласа пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма ачана учитель пулăшать. Эсир, хисеплĕ вĕрентекенсем, хăвăр шкулти кашни вĕренекенĕн пултарулăхне куратăр. Вĕсене малалла аталанма çул уçасси – сирĕн аллăрта! Тен, шăпах эсир вĕрентекен ача – пуласлăхри пысăк журналист е çыравçă! Çăмăллатăр çамрăкăн çулне! Ярса парăр вĕренекенсен хайлавĕсене е хăйсене редакцие яма калăр. Халĕ ку ĕçе пит çăмăл майпа – электрон почти урлă - пурнăçлама пулать вĕт. Конверт кайса илсе почта тăрăх çӳремелле те мар. «Канашăн» тата унта ĕçлекен журналистсен электрон адресĕсем вара хаçатăн кашни номерĕнчех пур.
2015 çул вĕçне çитсе пырать. Шел, ку çул та пирĕншĕн çухатусăр пулмарĕ. «Канашăн» чи хастар та парăннă тусĕсем – М.А. Аляпкин, М.А.Селендеева, В. К. Журавлев, А.А. Ашкеров – кĕтмен çĕртен пирĕнтен уйрăлса кайрĕç. Паллах, вĕсен хайлавĕсемсĕр хаçат самай чухăнланчĕ.
Хаçатра ĕçлекенсен тимлĕхĕнче яланах пулакан тепĕр ыйту - çырăнтару! Эпир сире, хаклă вулаканăмăрсем, 2016 çулта та «Канаша» вуласа киленме сунатпăр. Хăвăр вуланипе кăна мар, юлташăрсемпе тăванăрсене те парне туса чăваш хаçатне çырăнтарса пама ыйтатпăр. Çакăн пек мелсемпе усă курса «Канашăн» тиражĕ ӳсессе, пире çак ĕçре эсир пулăшасса шанатпăр.
«Канаш» хаçатăн тиражĕ вăл – Ульяновск облаçĕнче пурăнакан мĕнпур чăвашăн пичĕ! Эпир хамăра хамăр, пиншер çул упранса паянхи куна çитнĕ, атте-анне вĕрентнĕ чĕлхене, тăван культурăна мĕнле хисепленине кăтартакан тĕкĕр!
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Каллех Çĕнĕ çул çитрĕ. Хальхинче - 2016 çул. Вăл кăçалхинчен лăпкăрах та тухăçлăрах пултăрччĕ. Тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăрччĕ! Сире, вулаканăмăрсене, сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Пире ан манăр, çырусем çырсах тăрăр. Кĕтетпĕр!
 
 
Çĕнĕ çул ячĕпе, ентешĕмĕрсем!
 
: 457, Хаçат: 51 (1349), Категори: Cырусен тишкерeвe

Комментарисем:

АскольдДе Герсо (2017-09-26 19:27:00):
Хисепле редакци!Хальхи сулхине те сиренпе тача сыхану тытма хатерĕЧаваш челхине сулле шайра тытмалла пултар

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: