Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2008 çулта Шупашкарта И.Я. Яковлев ятне сăваплă çынсен ретне тăратас пирки сăмах хускатнă. Пархатарлă ĕçе Шупашкар митрополийĕ пуçарнă, ку енĕпе Мускаври çынсем те вăй хураççĕ. Çак ĕç мĕнле шайра-ши/ Кун пирки эпир Ульяновскри Çветтуй Сывлăш Апостолсем çине аннă ячĕллĕ чиркĕвĕн (ăна халăхра Чăваш чиркĕвĕ теççĕ) настоятелĕпе Владимир аттепе (Владимир Валерьевич Маняков) калаçрăмăр.
 
-Владимир атте, эсир кунта ĕçлеме килсен хăвăр чунăрта мĕнле Яковлева уçрăр/
- Маларах эпĕ И.Я. Яковлев чăваш алфавитне туса хатĕрленине, халăха çутта кăларнине пĕлеттĕм. Кунта вара тарăнрах пĕлме пуçларăм, Иван Яковлевич Турра чунтан ĕненекен çын пулнине ăнлантăм. Турă пирĕн халăх валли Яковлева хăех ярса панă пуль. Ку унăн чăваш халăхĕ валли çырса хăварнă Халалĕнче те уйрăм палăрса тăрать.
Акă мĕн çырать вăл унта: «Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненӳ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлăлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать* инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать* ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненӳ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар* Ăна ĕненсе тăмасан çĕр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать. Тĕнчене пултарнă çӳлти Турра ĕненсе тăрăр. Ырă ĕçе те, усал ĕçе те чăн Аслă тӳрĕлĕх татĕ, – Турă суд тăвĕ, – вăл суд тӳрĕ, вăл суд питĕ хăрушă».
Çакна эпĕ тĕлĕнмелле тĕрĕс те ăслă сăмахсем тесе шутлатăп. Çакăн хыççăн И.Я.Яковлева питĕ хисеплеме тытăнтăм, вăл маншăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн пурнăçне чăваш халăхĕн ырлăхĕ, пуласлăхĕ валли панă. Тĕрĕссипе, килте ун хăйĕн ачисене воспитани пама та вăхăчĕ сахал пулнă, вĕсене унăн мăшăрĕ – вырăс хĕрарăмĕ Екатерина Алексеевна – ăс панă, пăхса ӳстернĕ. Иван Яковлевич вара пĕтĕм вăй-хăватне, чун-чĕрине чăваш шкулне тытса тăнă çĕре янă, ăна влаçрисем хупасран питĕ шикленнĕ. Çавăнпа та кунĕн-çĕрĕн вăл шкул ачисемпе аппаланнă. Тен, çавăнпа та хăйĕн ачисем чăвашла калаçман.
- И.Я. Яковлева Раççейре кампа танлаштарма пулать, унăн ĕçĕсем камăнни евĕрлĕрех/
-Ун пек çын тĕнчипе те сахал! Чылай халăха çутта кăларнă çын çак ĕçпех сăваплисен шутне кĕме тивĕçлине пĕлтерет. Ун пеккисем 10 çынран ытла мар. Çитменние, вăл чăвашсене Христос патне илсе пынă, сапаланса, ыттисемпе пĕрлешсе, çĕтсе каясран хăтарса хăварнă. Библие чăвашла куçарни мĕне тăрать тата! Ăна пула паян хамăр чĕлхепе кĕлĕсем вулама пултаратпăр. Хăй чĕлхипе кĕлĕ вулама пултаракан халăхсем, тĕрĕссипе, нумаях мар. Сăмахран, марисен, мордвасен çук. Яковлев тăрăшнине пула пирĕн чĕлхе паян хут çинче пур, хут çинче пуррисем вара – культурăллă чĕлхесем! Вĕсем çухалмаççĕ!
Яковлев пек çынсем нумаях мар. Кирилпа Мефодий вырăс çырулăхне йĕркеленĕ – вĕсем сăваплă çынсен хушшинче. Тата пирĕн Яковлева – Иннокентий Иркутскийпе, Николай Японскийпе танлаштарма пулать.
-Яковлев хăйне Чĕмпĕр чăваш шкулĕн çĕрĕнче пытарма каласа хăварнă теççĕ.
-Çапла, вăл хăй валли чиркӳ çумĕнче шăтăк чавса хăварнă тенине те илтнĕччĕ эпĕ. Анчах пирĕн Патриархăмăр кун-çулĕ начар вĕçленнĕ. Ăна революци хыççăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен хăваласа кăлараççĕ, хăй йĕркеленĕ ĕçĕнчен хăтараççĕ. Мĕншĕн тесен вăл революци майлă пулман, хăйĕн шкулне хупасран сыхланнă. Ачисем вара ăна 1922 çулта хăйсем патне Мускава илсе каяççĕ. Тен, ун пек туман пулсан ăна тĕрмене хупма е персе пăрахма та пултарнă. Вăхăчĕ пăлхануллă, шанчăксăр пулнă вĕт – тем те сиксе тухма пултарнă! Ун чухне никама та шеллемен! Чиркӳ çыннисене персе пăрахнă тĕслĕхсем сахал-им/
-Халăхăмăра çутта кăларакан çынна сăваплисен шутне кĕртес тесен кашни çыннăн мĕн тумалла/
- Иван Яковлевичăн пĕтĕм пурнăçĕ – сăваплă çынсен шутне кĕртме юрăхлисен тĕслĕхĕ. Çапах вăл вилнĕ хыççăнхи тĕлĕнтермĕшсем те кирлĕ ун пек тума. Ку ыйтăва Мускаври Патриархире çеç татса пама пултараççĕ. Пирĕн вара вĕсем валли ырă тĕслĕхсем, тĕлĕнтермĕшсем пулнине хут çине çырса чиркĕве е Ульяновск епархине памалла. Сăмахран, çын йывăр чирпе чирленĕ. Пульницаран çакна çирĕплетекен хут кирлĕ. Çак çын чиркӳре е Яковлевăн Мускаври Ваганьково масарĕнчи вилтăпри çинче унран пулăшу ыйтса кĕлĕсем вулать, ун хыççăн чĕрĕлет. Çакă тĕлĕнтермĕш пулать те ĕнтĕ. Урăхла каласан медицина пулăшайман чухне И.Я.Яковлевăн вăй-хăвачĕпе сывалнă тĕслĕхсем кирлĕ. Ун пеккисем темиçе пулмалла. Çапла вара ку ĕçе кашни çын хутшăнма пултарать. Ман шутпа, Яковлев сăваплă çынсен ретне тăма тивĕçлĕ çын, ку ĕçе пирĕн хастартарах хутшăнмалла.
Юлашкинчен çакна каласшăн. И.Я.Яковлевăн чăваш халăхне панă Халалне вуласах тăрăр, хамăра Христос патне илсе пынă çыншăн кĕлĕ тăвăр, унран пулăшу ыйтăр. Вăл каласа хăварнă пек – Турра ĕненсе пурăнăр, чиркĕве çӳрĕр!
 
: 703, Хаçат: 51 (1349), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: