Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку Çĕнĕ çула Валентина шанăçпа кĕтсе илме хатĕрленет. Ан тив, çак туйăм вăрах каникул хыççăн сапаланса кайтăр унталла-кунталла... Паян чи тĕппи – Çĕнĕ çула çĕкленӳллĕ кăмăлпа кĕресси.
Раштавăн 30-мĕшĕнче Валя тухтăр патне сывлăхне тишкерни мĕн кăтартнине пĕлме каймарĕ. Тĕрĕссипе, каясси килмерĕ. Мĕнпур инкекĕ кăкăрĕнче мăкăль тупнă хыççăн пуçланчĕ унăн. Çавăнтанпах чунĕнче çил-тăвăл, тарăху, вĕчĕрхенӳ хуçаланчĕ. Кăкăрти усал шыçă мĕн иккенне аван пĕлет вăл – амăшĕ сасартăк чирлесе ӳксен унăн мĕн-мĕн урлă тухма лекнине, асапланăвне хăй куçĕпе курма тивнĕччĕ ăна. Çук. Гальăн халь ĕçе кайнă пек тухтăрсем тăрăх çӳресси, çĕçĕ айне выртасси, химиотерапи мĕнне пĕлесси килмерĕ. Хăйне сусăр çынна çавăрас темерĕ вăл. Тепĕр тесен вăтăр çулхи илемлĕ хĕре чирлĕ çын тесе кам калайĕ/ Куçкĕ-скирен те ав вăтанарах çеçкене ларнă хӳхĕм чăваш хĕрĕ пăхать. Епле шыçă/ Шухăшласан – вăл пурăнма та пуçламан-ха.
Вальăн веçех аван. Шыçă хăй тĕллĕнех пĕтĕ ак. Ăна ытлашши тимлĕх çеç уйăрмалла мар. Çапла шухăшларĕ вăл ир те, каç та çăвăннă хушăра хăра-хăрах мăкăле аллипе хыпашласа тупнă май. Анчах та инкек пĕтме мар, ӳсме пуçларĕ. Хăйне аванах туять-ха вăл хальлĕхе: пуçĕ çаврăнмасть, ыратнине, вăй-халĕ пĕтнине туймасть. Çапла килте те, ĕçре те никама каламасăр, пĕччен куляна-кулянах раштав уйăхĕ çитиччен пурăнчĕ. Иртсе кайĕ-ха терĕ. Сасартăк кăкăрĕ хĕрелме пуçларĕ. Вара Валентина тинех тухтăр патне кайма йышăну турĕ. Ăна тухтăр ультрасасă, биопси çырса пачĕ. Хăй патне раштавăн 30-мĕшĕнче килме хушрĕ.
Çитет! Кун çинчен урăх шухăшламĕ вăл паян! Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленмелле. Кĕçех юлташ хĕрĕсем килсе çитĕç. Пурте пĕрле сĕтел çи пуçтарма хаваслăрах та. Пĕр-пĕрне çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарĕç, мăшăрсăр пулнине пăхмасăр телейлĕ, савăнăçлă пулма тăрăшĕç. Хĕрĕсем маттур. Пурнăçра кашнинех хăйнеевĕр тĕрĕслев витĕр тухма, пĕччен юлма тивнĕ пулин те чун çирĕплĕхне çухатман. Кулянса ларни ним уссине те парас çуккине те аван ăнланаççĕ тантăшсем, шанăçпа пурăнаççĕ. Кулма-шӳтлеме те манман хĕрарăмсем: пĕри – кăра çилĕллĕ упăшкинчен уйрăлнă, тепри – пĕчченех ача ӳстерет, виççĕмĕшĕ сакăр çул юратнă арçынни çемйине пăрахма ĕнентернине шанса пурăннă. Галя тесен вара – вăл пĕрре те качча кайман. Унăн ни ачи, ни мăшăрĕ, ни чăн-чăн юратăвĕ çук. Пĕччен пурăннин сăлтавĕ те унрах пуль. Вăл ĕçри хĕрарăмсем пек арçынсене мăйĕнчен уртăнмасть, куç пăвма пĕлмест. Çирĕп кăмăллă пикене ĕç пар. Апла пулин те шанăçне çухатмасть-ха вăл, ниме пăхмасăр Турă çырнине тĕл пулма ĕмĕтленет.
Пĕррехинче пĕлĕшĕсем ăна çине тăрсах пĕр арçынпа паллаштарма хăтланса пăхрĕç. Пике малтанласа килĕшнĕ пекчĕ. Ыран тĕлпулăва каймалла тесен – каялла турĕ. Мĕнпур шăпине татса паракан тĕлпулу кам-тăр ывсă çине хурса, кашни утăмне шутласа панипе мар, ăнсăртран пулмалла тесе шутларĕ. Кафене каймарĕ.
Тата кирлех-ши ăна юрату тени/ Сывлăхĕ пултăр! Вăл яланлăхах тăлăххăн пурăнма хатĕр – амăшĕ пек хăрушла чирлесе çеç ан кайтăр. Çĕр çинчи чи хаклă та юратнă çыннине нимĕн те, никам та пулăшайманнине пĕлсен иккĕшĕ темĕнччен ыталанса йĕнĕччĕ. Химиотерапи те, пайăрка терапийĕ те, хаклă йышши эмелсем те пурнăçне çăлса хăвараймарĕç амăшĕнне. «Усал шыçă тымарĕсем шала кайма ĕлкĕрнĕ», – терĕç тухтăрсем. Халь ак хăй вĕçсĕр-хĕрсĕр тарăн авăр хĕрринче тăрать.
Хыттăн янăраса кайнă телефон сасси шухăша кайнă пикене ыйхăран вăратнă пекех пулчĕ. Вăрах сасă ахрăм евĕр хваттерти пӳлĕмсем тăрăх «чупса» çаврăнчĕ. «Кам саламлама маннă-ши/» - тĕлĕнчĕ вăл телефон кĕпçине хăлхи патне тытнă май. Валя дисплей çине пăхса илчĕ – палламан номер.
- Валентина-и/ - илтрĕ кăмăллă арçын сассине.
- Çапла, - хуравларĕ пике.
- Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп!
- Тавтапуç. Тем сасăран паллаймарăм-ха.
- Тухтăр.
- Мĕнле тухтăр/
- Ĕçе тин çеç пуçăннă тухтăр. Мана мар пулсан урăх кама Çĕнĕ çул каç дежурствăна кăлараççĕ/ Ларатăп кунта. Чирлисен историйĕсене тишкеретĕп. Халь ак Сирĕнне пăхса ларатăп та - ĕнер Эсир тухтăр патне мĕншĕн килменнине тавçăрма, тĕшмĕртме тăрăшатăп. Сирĕн веçех йĕркеллине шăнкăравласах ыйтса пĕлме шухăшларăм.
- Манăн вара веçех аван-ши/ Ман пурте йĕркеллĕ пулма та пултараймасть пуль кăкăрта шыçă пур чухне/ – кăшкăрма патнех çитрĕ хĕр.
Малтанласа темле асамлăх кӳрекен калаçу ăна кӳрентерме пуçларĕ.
- Сирĕн анализсенче, тухтăр çырса панинче, Валентина Сергеевна, тавах Турра, начаррине нимĕнех те курмастăп. Шыççăр сирĕн – пахи. Пĕр йывăрах мар операци – вара пĕтĕмпех майлашăнĕ. Эсир малашне те халиччен пурăннă пекех пурăнма пуçлăр. Ку шăнкăрав манран парне пултăр. Çĕнĕ çула çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илĕр.
Хулăн сасăллă арçын сасси илтĕнми пулчĕ. Вăл сывлăх сунса телефонне хучĕ пулас.
Валя çав самантра куçне хупрĕ те стена çумне тĕршĕнчĕ. Нивушлĕ пĕтĕмпех хыçала юлчĕ-ши/ Куляннисем, пăлханнисем вĕçленĕç-ши/ Кану кунĕсем хыççăн вăл утса мар, вĕçсе кайĕ пульницана. Тухтăрсен пур сĕнĕвне те шута илĕ, вĕсене Турă сăмахне итленĕ пек итлĕ.
Веçех аван пулсан – чунра та мĕнлерех аван-çке!
Халех, халех шăнкăравласа тав тăвас çамрăк тухтăра, кăрарах калаçнăшăн каçару ыйтас! Телефонĕ çинче çырăнса юлнă номерпе шăнкăравлас!
- Калаçăр, итлетĕп, - хуравларĕç ăна леш енче.
- Эпĕ-ха ку – Валентина. Сирĕн ятăра ыйтса пĕлме юрать-ши/
- Эсир кулма пултаратăр. Эпĕ Валентин.
-Çапла-и/ - тĕлĕнчĕ вăл. Сасси чĕтревлĕн илтĕнчĕ. Куçĕ шывланчĕ - куççулĕ пит çăмарти тăрăх шăпăртатса юхса анчĕ. – Эпĕ Сире ырă хыпаршăн тав сăмахĕ каласшăн, йĕплĕ калаçнăшăн каçару ыйтасшăн. Ку хушăра тамăкри пек пурăнтăм. Ман анне икĕ çул ракпа кĕрешрĕ. Вăл асапланнине, вăйсăрланнине, халсăрланнине куртăм. Халь вара мана та унăн шăпи кĕтнине ĕненме пуçларăм. Алă усăнчĕ. Çакăн чухлĕ хĕн-асап тӳсме хал çитерейнĕ пулăттăм-ши эп/ Тухаяттăмччĕ-ши эп усал шыçă серепинчен/ - куççулĕпе чыхăна-чыхăна каларĕ пике.
-Çитет ĕнтĕ, çитет, йĕме кирлĕ мар. Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илмелле. Ман пĕр ыйту пур – ман ятпа та пĕр черкке шампански ĕçсен епле-ши/ - йăвашшăн калаçрĕ арçын тухтăр.
- Дежурнăй тухтăрсем уявсенче пĕр чĕркке те эрех ĕçмеççĕ тенине шанас килмест паллах, - шӳтлеме пăхрĕ Валя.
- Ĕçре – çук. Аван юлташсемпе ĕç хыççăн пăртак юрать. Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ ятпа шампански тутанса пăхсан темех пулман пулĕччĕ те – ман уйрăмра пенсионерсем çеç юлнă.
- Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ хыççăн Сирĕн патăра пыма та пултаратпăр эпир хĕр-тантăшсемпе. Кăмăлăр пулсан... – вăтанарах каларĕ пике.
- Эпĕ хирĕç мар. Юлташусем хирĕç пулмĕç-и/
- Çук, паллах. Вĕсем çул çӳреме юратаççĕ. Уйрăмах хăюланса çитсен.
- Миçен вара вĕсем/
- Эпир тăваттăн.
- Кĕтетĕп эппин.
Телефон кĕпçине хурсан Валя куçкĕскирен пăхрĕ. Ăна хирĕç йĕнипе шыçăннă сăн-пит, сăрĕ юхса аннипе вараланнă пит çăмартисем, тăртаннă куç пăхать. Анчах ку Вальăшăн ним те мар. Халь вăл çăвăнĕ те çĕнĕрен сăрланĕ. Хӳхĕм çынна хитреленме нумай вăхăт кирлĕ-и/ Чи тĕппи - Çĕнĕ çул каç парнеленĕ тĕлĕнтермĕше чĕре витĕр кăларасси. Ăна туясси...
 
: 592, Хаçат: 51 (1349), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: