Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Хисеплĕ вулакансем, ентешсем!
Акă вăхăт кустăрми 2015 тата 2016 çулсен чикĕ юппинчен те иртсе кайрĕ, çĕнĕ тапхăра кĕтĕмĕр. Кашни вăхăтăн хăйĕн палли, хăйĕн ĕçĕсем. Пирĕншĕн, «Канашра» ĕçлекенсемшĕн тата ăна вулакансемшĕн, иртнĕ çул хаçатăн 25 çулхи юбилейне паллă тунипе асра юлчĕ. Эпир ăна Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче тулли залра ирттертĕмĕр. Пĕлтĕрхи декабрĕн 30-мĕшĕнче вара хаçат тухма тытăнни 26 çул тулчĕ ĕнтĕ.
Пире аслă шкулта вĕреннĕ чухне пĕр доцент шӳтлесе çапларах калатчĕ: «Университет сирĕн çинче тытăнса тăрать. Студентсем пулмасан – университет та пулмасть. Тавах сире вĕренме килнĕшĕн. Мухтав студентсене!»
Пирĕн çыхăнусем те çапларах, «Канаш» хаçат та вулакансем пуррипе тытăнса тăрать. Унăн шăпи сиртен килет, хаклă ентешĕмĕрсем. Ăна никам та çырăнса илмесен – вăл тухаймасть. Телее, эпир пĕр-пĕрне кирлĕ, пирĕн хаçата çырăнса илме кăмăл тăвакансем 1300 çемье-ха. Çавна пула хаçат сывă-ха, эпир алла-аллăн тытăнса малалла талпăнатпăр. Çавăнпа эпир те: «Мухтав «Канаш» хаçат вулаканĕсене!» - тесе каласшăн. Эсир пирĕн -- чи хаклă тупра!
Пурнăç малалла шунă май эпир те улшăнса пыма тăрăшатпăр, сире юлашки хыпарсемпе, тулли статьясемпе, илемлĕ калавсемпе тата сăвăсемпе тивĕçтерессишĕн куллен вăй хуратпăр. Хăш чухне канмалли кунсенче те, уявсенче те килте пулаймастпăр, ăçта та пулин мероприятие кайма тӳрĕ килет – ку пирĕн ĕçĕн пĕр пайĕ. Эпир уншăн ӳпкелешместпĕр, никамран та ылтăн-кĕмĕл ыйтмастпăр, сирĕн кăмăлăра тултарассишĕн çеç ĕçлетпĕр. Эсир кăмăллă пулсан пирĕн те чун савăнать. Эсир редакцие килсе, телефонпа шăнкăравласа е çыру ярса тав туни вара пирĕншĕн – чи пысăк хак пани, вăл чĕрене çупа сĕрнĕ пекех. Эпир ăнланатпăр: вĕçĕмсĕр мухтамалăх шая çитмен-ха эпир (унта никам та çитеймест пуль!). Мухтаттарас шухăш та çук пĕртте пирĕн! Пире ăнланни, хаçата çырăнса илни вара унран та хаклă! Пирĕн ытти çынсем пекех хамăр ĕçе лайăх пурнăçламалла -- çавă çеç. Кашни çын хăй вырăнĕнче лайăх ĕçлесен пирĕн çитĕнӳсем те ытларах пулĕччĕç, пурнăç та чылай малалла кайĕччĕ.
Эпир хамăр ĕçре май тупнă таран яланах çĕнĕ çулсем, меслетсем шыратпăр. Пĕлтĕр 2-мĕш çурçуллăхра хаçата 12 страницăпа кăларса тăтăмăр, телевидени программине те тулли патăмăр. Пирĕн пуçлăхсен шучĕпе, ку ĕçе малалла çакăн пек тăсма чăваш усламçисем пулăшмаллаччĕ. Чăнах та, калаçнă чух хăшĕ-пĕри çапла тума шантарчĕ. Ĕçĕ вара палăртса хунă пек пулаймарĕ. Кăçал çавăнпа хаçата каллех 8 страницăпа кăларса тăмалла пулать, пур енчен те хĕссе килекен кризис текенни пире те айккинче хăвармасть.
Пĕлтĕр Раççейре Литература çулталăкĕ пулчĕ, анчах вăл иртсе кайни вулама пăрахмаллине пĕлтермест-ха. Эпĕ хамран килнĕ пулсан кашни çулах Литература çулталăкĕ тăвăттăмччĕ. Çакă вуланин пĕлтерĕшне ӳстерĕччĕ. Вуламалла пирĕн, ялан вуламалла! Хаçат-журнал вуламалла, кĕнеке вуламалла! Нумай пĕлӳ илмелли, пурнăç таппипе пĕр тан утса пымалли тĕп меслет ку. Хуть те мĕнле çĕнĕ технологисене алла илсен те (халь ăна нанотехнологи теме пуçларĕç) хаçат-журнал, кĕнеке хакĕ ним чухлĕ те чакмасть. Уйрăмах çакна çамрăксене ăнлантармалла.
Тăванăмăрсем, пире сиртен пулăшу кирлĕ. Сирĕн чи пысăк пулăшăвăр вăл – «Канаш» хаçата çулран-çул çырăнса илсе вуласа тăни! Эпир сире уншăн пурне те чун-чĕререн тав тăватпăр! Малалла та çапла пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнасса шанатпăр.
Пурне те Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх та телейлĕ пурнăç сунатпăр!
 
: 291, Хаçат: 1 (1350), Категори: Редактор сaмахe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: