Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ çул «Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче темиçе конкурс ирттерчĕ: пĕри – сăн ӳкерчĕксен ăмăртăвĕ, ыттисем – вулакансен пултарулăхĕпе çыхăннă.
Пултарулăхпа çыхăннисем: «Вăй выляççĕ шевлесем» (сăвă-калав ăмăртăвĕ) тата «Никама та манман, нимĕн те манăçман» (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă хайлавсем).
«Вăй выляççĕ шевлесем» конкурса эпир профессиллĕ писательсен хайлавĕсене кĕртмерĕмĕр. Кун пек туни тĕрĕс те тесе шутлатпăр. Шевлеçĕсем конкурса 21 сăвă-калав ярса пачĕç. Авторсем – Нина Васильева (Чăнлă районĕ, Каша ялĕ), Василий Журавлев, Петр Кашеев, Виталий Архипов (Ульяновск хули), Саша Павлов (Самар облаçĕ).
Саша Павловпа Виталий Архипов сăвăсем янă, ытти авторсен вара калавсем те, сăвăсем те пур.
Калавсен тематикине, пултарулăхне палăртса редакци пĕрремĕш вырăна Василий Журавлева пама йышăнчĕ. Шел, вăл 2015 çулта çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Дипломне тата парнине мăшăрĕ е ачисем килсе илме пултараççĕ. Кĕтетпĕр!
Иккĕмĕш вырăна Нина Васильева, виççĕмĕшне Петр Кашеев йышăнчĕç.
Поэзири пултарулăха хакласа редакци çапла пайларĕ: пĕрремĕш вырăна Василий Журавлев тивĕçрĕ, иккĕмĕшне – Саша Павлов, виççĕмĕшне – Нина Васильева.
«Никама та манман, нимĕн те манăçман» конкурса аслисемпе ачасен 30 ĕçĕ хутшăнчĕ: Валентин Макаровăн, Петр Андриховăн – 4-шар, Николай Розовăн, Петр Рахмановăн – 3-шер, Николай Кадебинăн, Нина Васильеван 2-шер, Петр Долговăн, Геннадий Улюкинăн, Александра Ярускинан, Валентина Алееван, Светлана Утриванован, Николай Кирюшинăн – пĕрер материал.
Пĕрремĕш вырăна Петр Андрихов, иккĕмĕшне Николай Кадебинпа Валентин Макаров, виççĕмĕшне Николай Розов тивĕçрĕç.
Шкул ачисенчен те çырусем илтĕмĕр. Конкурса Вероникăпа Ольга Киверовасем, Данил Лахмистров (Майна районĕнчи Чӳрекел), Иван Горохин, Татьяна Кашкарова, Снежана Маханова, Софья Мыгыш, Виктория Мостякова (Чăнлă районĕнчи Ирçел), Анна Алякина (Анат Тимĕрçен) шкулĕсенче вĕренекенсен ĕçĕсем хутшăнчĕç. Авторсенчен кашни пĕрер материал ярса пачĕ. Вăрçă пирки кĕнеке тăрăх кăна пĕлекен çамрăк ăру çыннисем аслашшĕ-асламăшĕнче н, кукашшĕ-кукамăшĕнче н ыйтса пĕлсе сочиненисем çырнă. Нумайăшĕ йăх историне тĕпченĕ. Мăн аслашшĕсемпе кукашшĕсен вăрçă вăхăтĕ-нчи паттăрла ĕçĕсене çырса кăтартнă: хăшĕ – вăрçă хирĕнчи паттăрлăхне, хăшĕ – тылри выçăллă-тутăллă пурнăçпа пурăнса та фронтшăн ырми-канми ĕçленине. Материала вара паянхи пурнăçпа, Украинăри вăрçăпа çыхăнтарни, сăнӳкерчĕк ярса пани, паллах, ĕçе пуянлатать. Пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн çакă паллă пулчĕ: кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Николай Горохин йышăнчĕ, Софья Мыгышпа, Виктория Мостякова – иккĕмĕш, Татьяна Кашкаровапа Снежана Маханова – виççĕмĕш* аслă классенче вĕренекенсем хушшинче Анна Алякина çĕнтерчĕ, Данил Лахмистров, Вероникăпа Ольга Киверовасем – иккĕмĕш.
Çĕнтерӳçĕсене пурне те чун-чĕререн саламлатпăр. Дипломпа парне сире кĕтеççĕ. Вĕсене февральте парăпăр. Малашне те «Канаш» хаçат редацийĕ йĕркелекен конкурссене хастар хутшăнма чĕнетпĕр.
 
: 671, Хаçат: 1 (1350), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: