Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ.
Чăвашсем Кăшарничченех савăннă. Сурхури уявне ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Ăна ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă, килтен киле çӳресе пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ çимерен сĕтел пуçтарнă. Пухăнса тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ, юмăç пăхнă.
Кăçатă ывăтни
Хĕрсем хапха енне çурăмпа тăраççĕ те кăçатине хывса хапха урлă ывăтаççĕ, кăçатă кунчи хăш еннелле кăтартать – хĕр çав енне качча каять.
Тĕкĕрпе пăхни
Ăна çур çĕрте ирттернĕ. Хĕр икĕ тĕкĕр хушшине ларать, çурта çутать те тĕкĕр çинче пулас мăшăрĕн сăнне шырать.
Кам малтан качча каять/
Хĕрсем сĕтел тавра лараççĕ. Кашнин аллинче пĕр вăрăмăш çип татки. Çипе пĕр харăс тивертсе яраççĕ. Камăн малтан çунса пĕтет - çав малтан качча каять. Çийĕнчех сӳнчĕ е çуррине те çунса çитеймерĕ пулсан – кăçал качча каяймасть.
Хĕр-и е ывăл-и/
Çĕрре шыв тултарнă стакана хураççĕ. Йĕпе çăм пусмана тирсе илеççĕ те çиппинчен тытса васкамасăр хĕрĕн алли тĕлне антараççĕ. Йĕп е çĕрĕ пĕр вырăнта çаврăнма тытăнчĕ пулсан – хĕр пуласса, маятник пек суллансан – арçын ача, пач хускалмасть пулсан – ача пулмасса.
Пуян-и е чухăн-и/
Пĕр савăта е кăçатă ăшне тĕрлĕ япала хураççĕ. Хĕрсем куçне хупса пĕрер япала илеççĕ. Кĕл лексен – начара, сахăр - пылак пурнăçа, çĕрĕ – качча каясса, сухан – куççуле, черкке – хаваслă пурнăçа, ылтăн çĕрĕ – çителĕ-клĕ пурнăçа.
Автанпа
Пĕр турилккене тырă хураççĕ (е укçа) теприне – шыв, виççĕмĕшне – тĕкĕр. Пӳлĕме чăхă тата автан илсе кĕреççĕ. Автан тĕкĕр патне пырсан пулас мăшăр – илемлĕ, укçа е тырă патне пырсан – пуян, шыв патне пырсан - ĕçкĕç, чăхă патне пычĕ пулсан – аяккине чупаканни.
Шăрпăкпа
Шăрпăк курупкин икĕ енне икĕ шăрпăк вырнаçтараççĕ те тивертсе яраççĕ. Шăрпăксем пĕр-пĕрин енне авăнчĕç пулсан – каччăпа хĕр пĕрле пуласса.
Упăшка мĕнли пулать/
Хĕрсем урама тухаççĕ те йытă мĕнле вĕрнине итлеççĕ. Хăрăлти сасăпа вĕрет пулсан – ватта юлни лекет, янăравлă пулсан – çамрăкки.
Савни мĕн ятлă/
Кăмăллакан каччăсен ячĕсене хут таткисем çине çыраççĕ, кашнине писевпе пĕветнĕ тутапа чуптăваççĕ те минтер айне хураççĕ. Хăшĕ тĕлĕке кĕрет, çав мăшăрĕ пулать.
Ăвăс çуртапа
Курка тĕпĕнче çурта ирĕлтермелле. Турилккери сĕт çине çурта ирĕлчĕ-кне (ăвăс) майĕпен ярса: «Хĕрт-сурт, килсем алăк умне сĕт ĕçме»,- темелле. Ăвăса сăнамалла: хĕрес евĕрлĕ пулсан – чир-чĕр е ырă мара, чечек евĕрлĕ пулсан – юрату тупасса, тискер кайăк евĕрлĕ пулсан хирĕçмелли тупăнать. Çăлтăр евĕрлĕреххи – телее, этем кӳлепи евĕрли – шанчăклă юлташ тупасса.
Çĕрĕ кустармалла
Çĕрре урайне пăрахаççĕ, вăл алăк енне кусса кайрĕ-тĕк: хĕр – качча каясса, яш-кĕрĕм – инçе çула тухасса.
Чĕрĕ çăмартапа
Çăмартана йĕппе шăтармалла та майĕпен шыв янă стакана юхтармалла. Çăмарта шурри çаврака выртрĕ пулсан – качча каясса* карап, пуйăс – инçе çула тухасса* шурри тĕпне анчĕ пулсан – ырă мара.
Пуленкепе
Хĕрсем тĕттĕмре пĕрер пуленке суйласа илеççĕ. Мĕнлереххи лекет – каччă çав евĕрлĕ пулать. Пуленке çинчи турат куçĕсем миçе ача пулассине калаççĕ.
 
: 367, Хаçат: 1 (1350), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: