Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Савнипе икĕ çул пĕрле пурăнатпăр. Вăл 35 çулта, манран вунă çул аслă. Пĕрле ача та çитĕнтеретпĕр ĕнтĕ. Анчах савнийĕм хут куçарттарасси пирки пĕртте калаçмасть. Хам сăмах хускатсан мăшăрланнин уссине курмастăп тет. Малашне мĕнле пурăнмаллине те пĕлместĕп.
Ирина Г.
Ульяновск хули.
Каччăпа хĕр хутшăнăва официаллă майпа регистрацилемесĕрех пĕрле пурăнни пĕрне-пĕри тĕрĕслениех пулать. Халь кун пек гражданла бракпа нумайăшĕ пурăнса пăхать. Шăп çакăн пек чухне мăшăр туйăмăн çирĕплĕхĕ палăрать. Çавăнпа çулталăк пĕрле выртса-тăнă хыççăн, туйăмсене пурнăçри йывăрлăхсемпе çирĕплетсен çамрăксем мăшăрланма заявлени параççĕ. Çапла пулмалла та. Енчен те арçын çырăнма васкамасан малашне çав çын “тарçи” пулса вăхăта ирттерме кирлех-ши? Ытларах чухне арçынна хут куçарттармасăр пурăнни тивĕçтерет. Хĕрсен вара шанчăклăх туяс килет, çавăнпа вĕсем çемье чăмăртама васкаççĕ.
Иринăн пĕрле пурăнакан арçынтан ача пур. Арçынни те çамрăках мар ĕнтĕ. Çапах та вăл яваплăхран хăракан çын. Эсир ăна ача парнеленине те хаклама пĕлмест. Хут куçарттарасси пирки урăх сăмах пуçармасан та юрать. Мĕнле пурăннă çаплах пурăнăр. Хăвăра юратăр. Ун чухне сирĕн çине ыттисем те урăхларах пăхĕç. Пăшăрханмалла мар, лайăха çеç шанмалла.
 
: 1030, Хаçат: 42 (1134), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: