Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать. Ăшă кунсем тытăнчĕç. Юр ирĕлсе шыва çаврăнать. Çулталăкăн çакăн пек илемлĕ вăхăтĕнче пирĕн кĕçĕн хĕр тăваттă тултарать. Уява ун патне юлташĕсем, аккăшĕсемпе тетĕшĕсем килессе лайăх пĕлет вăл. Çавăнпа вăрансанах хăйĕн юратнă кĕпине тăхăнса ячĕ, хаклă хăнасене кĕтме пуçларĕ. Хăнисем нумай кĕттермерĕç. Аслисем ачисемпе çитрĕç.
Ачасемшĕн уяв пуçланчĕ. Хваттерте савăнăçлă кулă-калаçу чарăнма пĕлмерĕ. Çитĕннисем те вĕсенчен юлмарĕç: пĕрле юрăсем юрларĕç, вăйăсене хутшăнчĕç.
Ачасем ывăна пуçланине сиссен эпĕ вĕсене урама тухма сĕнтĕм. Пĕчĕккисем хаваспах килĕшрĕç, аслисенчен вара эпĕ кăна хатĕр иккен. Мĕн тăвăн – хускатаканни хамах вĕт. Мана ултă ача (виçшер хĕрачапа арçын ача) шанса кăларса ячĕç.
Кăштах уçăлса çӳренĕ хыççăн ачасене парка илсе кайса Мускавран килнĕ куçса çӳрекен цирк кăтартма шут тытрăм. Çичĕ билет туянтăмăр та шала кĕтĕмĕр. Мĕнле кăна чĕрчун çук кунта! Кашни хăйĕн пысăкăшĕпе, хăтланăвĕпе тĕлĕнтерет. Пĕрре пăхса çаврăнтăмăр та - ачасем «Без проигрыша» текен лотерея вăййи выляттаракан вырăна чарăнчĕç. Куçĕсем çиçеççĕ. Билет илсен мĕн те пулин выляса илен-çке-ха! Анчах вĕсем пĕлмеççĕ-ха: виçĕ тенкĕ паран та (1990 çулхи укçа хакĕ) вăтăр пуслăх выляса илен.
Виçшер билет туянса патăм. Чăнах та, пĕри те парнесĕр юлмарĕ – пĕрин пăсмалли, теприн упăте сăнӳкерчĕкĕ, виççĕмĕшĕн вафли, тăваттăмĕшĕн пĕчĕк кăвакал тата ытти ăпăр-тапăр тухрĕç.
-Тете, атя тата тепре вылятпăр, - каллех ыйтрĕç ачасем лотерея вăййи килĕшнипе.
-Циркран тухатпăр та çак укçапа сире лайăхрах япала туянса парăп. Çитменнине, кунта выляса илнине тухас умĕн парса хăвармалла пулать, - юптарса каларăм ачасен кăмăлне хуçас мар тесе.
Пĕчĕкскерсем манпа килĕшрĕç. Цирк вĕçленчĕ. Тухмалли алăк патне çитсе пыратпăр. Вăл кунта пĕрре кăна, йĕри-тавра тимĕр решетке. Хама шанса панă ачасене шутлатăп – пĕри тухмасть. Пĕчĕк Алюш çуккине эпĕ часах сисрĕм. Чĕрере темĕн яшлаттарса чиксе илчĕ, шанса панă ачана çухатса хăварнă-çке-ха эпĕ! Шырама тытăнтăмăр. Саккăрти аслă хĕре сылтăм енне кайма хушрăм, хам тепĕр енчен пыратăп. Кĕçех хĕрĕм Алюша тупса килчĕ.
- Атте, вăл урăх çĕртен тухмалли вăрттăн вырăн тупнă, - терĕ хĕр.
-Мĕншĕн пирĕнпе тухасшăн пулман вара/
- Вăл выляса илнĕ вафлине çисе янине, каялла тухнă чухне унăн тавăрса памалли юлманнине хурланса пĕлтерчĕ. Çавăнпа урăх çĕртен тухмалли шыранă-мĕн, - ăнлантарчĕ хĕрĕм. – Эп ăна сан сăмахна веçех итлемелле маррине, эс шӳтленине пĕлтертĕм те çавăтса килтĕм.
Тинех ман чĕре лăпкăн тапма пуçларĕ. Хам ухмах, ара, эпĕ шӳтлеме юратнине килтисем кăна хăнăхнă вĕт-ха, çавăнпа хамăн ачасем хăлхана та чикмеççĕ. Çын ачипе кун пек шӳт тума юраманнине шутламан та.
Çапла çав, кампа шӳтлемеллине пĕлмелле!
 
Ульяновск хули.
 
: 692, Хаçат: 1 (1350), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: