Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Мĕн вăл юсман/ Чустаран тунă икерчĕпе çĕрулми нимĕрĕ.
Ку чăвашсен апачĕ, анчах тури енчисем юсман туса çинине курман. Ытларах ăна анат енчи чăвашсем пĕçереççĕ. Çакăн евĕрлĕ çимене ытти халăхсем те хатĕрлеççĕ иккен. Нумаях пулмасть «Путешествие» телеканалпа Бураново кинемейĕсене кăтартрĕç. Вĕсем пĕр çурта пуçтарăнса тележурналиста кыстыбай туса çитерчĕç. Кыстыбай тутарсен те пур. Вĕсем те ăна удмуртсем пекех хатĕрлеççĕ. Нимĕрне удмуртсем çапла турĕç: чукун чӳлмеке çĕрулми, сухан вакласа тата аш авăртса ячĕç те кăмакана лартса пĕçерчĕç. Кайран вĕри сĕт хушса тӳрĕç, турилккене хурса сĕтел варрине лартрĕç. Юсман пекех чустапа хупласа çирĕç.
Йăла тăрăх, чăвашсем юсмана Кивĕ Çĕнĕ çул каç хатĕрлеççĕ (кăрлачăн 13-мĕшĕнче). Рецепчĕ питĕ ансат.
Чуста хатĕрлеме 130 г сĕт, 1 çăмарта, 1 кашăк сахăр песукĕ, çур кашăк тăвар, 250-270 г çăнăх, 50 г ĕне çăвĕ тата икерче сĕрме 50-60 г услам е хур çăвĕ кирлĕ.
Ăшне хатĕрлеме 1 кг çĕрулми, 1 пуç сухан, 200 г сĕт, 50 г услам çу, тăвар кирлĕ.
Малтан чуста çăратпăр. Ун валли пĕр савăта сĕт, çăмарта, ирĕлтернĕ услам çу, сахăр песукĕ тата тăвар хушатпăр та лайăх пăтрататпăр. Çак хутăша ала витĕр кăларнă çăнăх ярса чуста çăратпăр. Чуста «каннă» вăхăтра ăшне хатĕрлетпĕр.
Çĕрулми шуратса пĕçеретпĕр. Унта вĕри сĕт, ирĕлтернĕ услам çу, ăшаланă сухан хушса лайăх тĕветпĕр те витсе лартатпăр.
Чустана пĕрпек касăксем çине пайлатпăр. Кашнине йĕтĕрпе сарса якататпăр, темиçе тĕлтен вилкăпа тирсе шăтаратпăр та хулăн тĕплĕ çатма çинче икĕ енчен ăшалатпăр. Ăна турилкке çине илсе хурсан икĕ енчен çупа сĕретпĕр. Икерчĕсене пĕр-пĕрин çине хурса пыратпăр. Çемье сĕтел тавра вырнаçса ларсан икерчĕн çур пайĕ çине нимĕр хуратпăр, тепĕр пайĕпе хуплатпăр та юсмана хăймапа е шӳ-рпепе çиетпĕр.
Удмурт кинемейĕсем хăнана кăмпа яшкипе çитерчĕç. Кивĕ Çĕнĕ çулта çак апата хатĕрлесе çиме сĕнетĕп. Апачĕ тутлă пултăр!
 
: 260, Хаçат: 1 (1350), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: