Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
РФ инвестици лару-тăрăвне лайăх витĕм кӳнĕшĕн Ульяновск облаçĕ наградăна тивĕçнĕ. Ун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр юлашки канашлура пĕлтернĕ.
Регион пуçлăхĕ каланă тăрăх, Мускавра 2015 çулăн пĕтĕмлетĕвне тунă. Преми парассине пуçараканĕ – ЭКОСОС ООН çумĕнчи Пĕтĕм тĕнчери правительствăна пăхăнман организаци.
«Инвестор года» номинацире ылтăн медале «Бриджстоун» компани, «Технологический инвестор года» номинацире – Ульяновскри станоксем туса кăларакан «ДМГ Мори Сейки» завод тивĕçлĕ пулнă.
Регион правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Смекалин каланă тăрăх, пирĕн регион инвестици илĕртессипе малтисен ретĕнче пырать, çулсерен наградăна тивĕçет.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçра юлашки 11 çулта инвестици калăпăшĕ 6,5 хут ӳснине палăртнă.
 
Кĕрхи культурăсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ
 
Ульяновск облаçĕнче кĕрхи культурăсен пахалăхне тĕрĕслес ĕç пырать. Вăл 278 пин гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать.
Облаçри ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем палăртнă тăрăх, август-сентябрь уйăхĕсенче çумăр сахал çунă тата çанталăк ăшă тăнă пулин те калчасен пахалăхĕ начар мар.
-Нумай юр ӳкни çул-йĕр службисене пысăк йывăрлăх кӳрет пулсан ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн кăпăшка юр савăнăç çеç,- тенĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр.
Ял хуçалăх специалисчĕсем облаçăн кăнтăр районĕсенчи (Николаевка, Павловка, Кăлаткăпуç, Радищево, Çĕнĕ Спасск, Кузоватово) кĕрхи культурăсен пахалăхне тишкернĕ. Калчасен çурри ытла начар аталаннине палăртнă.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Братяков сăмахĕпе, тĕрĕслев ĕçĕ малалла пырать.
 
: 248, Хаçат: 2 (1351), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: