Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулара пурăнакан Светлана Борисова юрра-ташша пит ăста. Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар-Шăхаль шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăл хорта юрланă. Çĕнĕ хулана килсе тĕпленсен ăна юлташĕ «Эревет» юрă ушкăнне юрлама чĕнет. Николай Косырев ертсе пыракан ансамблĕн ырă ячĕ ку тĕле облаçра сарăлма ĕлкĕрнĕ пулнă. Ертӳçĕ çĕнĕ çынна хаваспах йышăнать.
 
- Çав вăхăтсене эпĕ час-часах ăшă туйăмпа аса илетĕп. Мĕнле ырă та савăнăçлă вăхăтсемччĕ ун чух. Ушкăн пысăкчĕ, туслăччĕ. Сĕтел тавра ларса чей ĕçеттĕмĕр, чун каниччен юрлаттăмăр. Репетицисем хаваслă иртетчĕç. Концертсемпе облаçри ялсене тухса çӳреттĕмĕр. Ăçта кăна пулман эпир! Пур çĕрте те пире лайăх йышăнатчĕç. Анчах манăн пăрахма тиврĕ. Ачасем пĕчĕкчĕ, вĕсене тимлĕх кирлĕччĕ,- терĕ вăл тарăннăн сывласа.
Вăл икĕ ачаллă арçынпа çĕнĕ çемье çавăрнă. Ачасен амăшĕ рак чирĕпе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пулнă.
- Пулас упăшкапа паллашсан вăл икĕ пĕчĕк хĕрĕпе тăрса юлнине пĕлтĕм. Питĕ шеллерĕм çаксене. Ашшĕ, çемьешĕн тăрăшаканскер, начар йăласемпе туслă мар. Эпĕ унăн мăшăрĕ тата хĕрсен амăшĕ пулма килĕшрĕм. Мана хĕрĕсем пĕрремĕш кунах «анне» терĕç. Вĕсене хам ачасем пекех юратса ӳстертĕм. Упăшкапа пирĕн тепĕр ача - ывăл çуралчĕ. Вăл 29 çулта ĕнтĕ,- каласа парать Светлана Фотиевна.
Малтанхи упăшкинчен хăйĕн те пĕр ывăл пулнă унăн. Ывăлĕ те ют арçынна пĕрремĕш кунтанах «атте» тенĕ. Вăл халĕ хĕрĕхре ĕнтĕ, унăн хăйĕн вунçиччĕри хĕр пур. Тăван мар хĕрĕсем те ӳссе çемьесем чăмăртанă.
- Эпир упăшкапа ачасене «ман ача», «сан ача» тесе уйăрман. Чун ăшшине пурне те пĕрпек пайланă. Çавăнпа та эпир ачасен юратăвне, хисепне куллен туйса тăратпăр,- тет ентешĕмĕр.
Халĕ Светлана Борисова тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вăл ирсерен «Авиастара» васкать. 28 çул вăй хурать вăл кунта.
Чăваш уявĕсене те хаваспах тухса çӳрет чăваш юррисемшĕн тунсăхланăскер. Кану вăхăчĕ тата интереслĕрех пултăр тесе вăл «Канаш» хаçат çырăнчĕ.
 
: 232, Хаçат: 2 (1351), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: