Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстанри Çĕпрел тăрăхĕ паттăрсемпе пуян. Вĕсен çутă сăнарĕсене çитĕнекен ăру валли ĕмĕрлĕхех хăварас тĕллевпе Çĕпрел районĕнчен тухнă Совет Союзĕн тата Социализмла Ĕç Геройĕсен бюсчĕсене тăвасси çинчен тахçантанпах сăмах пынă.
2015 çулăн вĕçĕнче тинех Геройсен аллейинче Çĕпрелĕн чысне республика, çĕршыв шайĕнче чапа кăларнă 17 паттăрăн бюсчĕсене вырнаçтарнă.
Мероприяти Мухтав монуменчĕ умĕнчи нихçан сӳнми çулăм патне чечексем хунипе пуçланнă.
Район пуçлăхĕ Александр Шадриков çĕпрелсене саламласа сăмах каланă. Аллейăна тунă çĕрте вăй хуракансене Тав çырăвĕсем панă.
Хăнасен хушшинче Раççей Геройĕ Газинур Хайруллин та пулнă, тухса калаçнă.
Унтан бюстсен авторне, Чĕмпĕрте пурăнакан Николай Кондрашкин скульптора, сăмах панă. Вăл çак яваплă ĕçе ăна шанса панăшăн тав тунă. Ун хыççăн пухăннисем аллейăпа иртнĕ. Геройсен аллейинче Совет Союзĕн Геройĕсем: Зариф Алимов, Семен Уганин, Нарулла Фазлаев, Исмагил Хакимов, Петр Юхвитов. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем: Зиатдин Арсланов тата Григорий Семенов. Раççей Геройĕ – Газинур Хайруллин. Икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ – Петр Дементьев. Социализмла Ĕç Геройĕсем: Ахметгерей Абдреев, Лазарь Дергунов, Александр Мокшин, Сергей Немасев, Равиль Низаметдинов, Абдулла Сабирзянов. Ĕç Мухтавĕн орденĕн кавалерĕ – Мухарам Абдулханов строитель.
 
: 588, Хаçат: 2 (1351), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: