Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вуннăмĕш теçеткепе пыракан П.В.Землемерова Ульяновскра 1962 çултанпа пурăнать, анчах кунта киличчен ун чылай терт-нуша урлă тухма тӳрĕ килнĕ, Çĕпĕрте те чылай пурăннă.
Çураласса вăл 1925 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Çĕпрел ялĕнче (Тутарстан) çуралнă. Вĕсен çемйи колхоза кĕмен. Ун пеккисене вара вăл вăхăтра юратман, тĕрлĕ енĕпе хĕсĕрленĕ.
-Эпир пуян пулман, çапах та хамăра çитнĕ. 1938 çулта 20 сотăй пахчана касса кайрĕç, анчах унпа никам та усă курмарĕ, унта çумкурăк ӳсрĕ. Тепĕр çулхине килтен лашана çавăтса тухрĕç. Пĕтĕм çемйипе кăшкăрса йĕтĕмĕр – усси çук. Атте Чăваш Енрен тепĕр лаша туянса килчĕ, ăна та илсе кайрĕç. Ку лаша хăмласа пачĕ, эпир тихине ӳстернĕччĕ, ăна вара кайран вăрçа илсе кайрĕç. Ĕнене те çавăтса кайрĕç. Вăл киле тарса килчĕ, анчах тепре илсе кайрĕç. Ялти çынсенчен туртса илсе, пуçтарса кайнă япаласем, лаша кӳлмелли хăмăт-йĕвен таврашĕ колхоз территорийĕ-нче тĕллĕ-паллисĕр йăваланса выртатчĕç, вĕсене никам та тирпейлесе хумастчĕ. Ку чуна ыраттаратчĕ. Çакă колхозран тата пистеретчĕ. Ун чухне пуçлăхсем камсем пулнă тетĕр/ Наянсем те куштансем! Хăйсен нимĕн те пулман – çынсенчен туртса илнĕ. Пĕри асаттен кутĕнчен шăлаварне хывса илчĕ те хăй тăхăнса ячĕ. Ак мĕн хăтланнă ку «начальниксем! Халăха мăшкăлланă, халăхран кулнă. Ну иртĕхрĕç те вĕсем! Пĕррехинче 1943 çулта аннепе – Елена Николаевнапа – тата Ваня шăллăмпа вăрмана çăка çулçине кайрăмăр. Михĕсене тултарнăччĕ кăна – лесник лашапа килсе çитрĕ, аннене çапса ӳкерчĕ те тапа-тапа хĕнерĕ! Анне вăрçă вăхăтĕнче окоп чавма та çӳренĕ.1947 çулта налука виçĕ хут ӳстерчĕç. Каллех ĕнене, вунă сурăха тытса кайрĕç. Суда патăмăр. Ун йышăнăвĕпе тавăрса пачĕç, анчах çитернĕшĕн тесе чылай укçа тӳлеттерчĕç, - куççуль витĕр тенĕ пек аса илет çамрăклăхне Паçюк акка.
1948 çулта вара Сталин çакăн пек хушу кăларать: çулталăкра колхоз ĕçне 120 кун хутшăнмасан çемьене Çĕпĕре ăсатмалла. Чăваш Çĕпрелĕнчен икĕ çемьене пырса тивет ку: Землемеровсене тата 2-мĕш ушкăнри инвалид çемйине. Вĕсене октябрь уйăхĕнче ялтан кăларса яраççĕ, Хусанта виçĕ талăк тĕрмере тытаççĕ, виçĕ эрнерен вара Çĕпĕре ăсатаççĕ.
-Пире колхоза кĕме хушрĕç. Атте: «Малтан кĕмен, халь унта нимĕн те юлман ĕнтĕ, туснă. Мĕн тумалла унта/ Тухса кайсан авантарах та пулĕ»,- терĕ. Пире 10 талăкран тайга ăшне, Чита облаçĕнчи Могачи станцине, çитерчĕç. Атте – Василий Дмитриевич – Ключевский поселокĕнче хăй аллипе пӳрт пураласа лартрĕ. Ялта асатте – Дмитрий Филиппович, 1875 çулта çуралнăскер – пĕччен юлнăччĕ. Ăна 1914 çулта Германи вăрçине хутшăннăшăн Георгий хĕресĕ панă пулнă. Кайран вăл районти собесра ĕçленĕ, – малалла тăсать калаçăва Прасковья Васильевна.
Землемеровсен çемйине ялтан 8 çула кăларса яраççĕ, анчах1956 çулта срок тулсан та вĕсем таврăнма васкамаççĕ. Ялта кăтартнă мăшкăл асрах-ха. Прасковья Васильевна яла аслашшĕ-не илме килет. Вĕсем иккĕшĕ ун çуртне, мĕнпур пурлăхне сутса Çĕпĕре тухса каяççĕ.
Çул çинче вĕсем пĕр столовăя кĕреççĕ. Мăнукĕ аслашшĕне яшка илсе парать. «Мĕн хак ку/»- тесе ыйтать лешĕ. «4 тенкĕ те 90 пус»,- тет мăнукĕ. «Фу, куна пĕлнĕ пулсан çиместĕм те! Ялта пĕр пăтавкка çĕрулмие 5 тенкĕлле сутса хăвартăмăр – кунта вара икĕ кашăк шӳрпешĕн çавăн чухлĕ тӳлемелле!»- тет ватă çын тарăхса.
Ĕмĕрĕпех ялта пурăннă аслашшĕ 1959 çулта Çĕпĕртех вилсе юлать, ăна çакăнтах пытараççĕ.Тăван ялтан аякка вилме кайнă пекех пулнă ĕнтĕ ку.
Сакăр çула янă çемье вара14 çултан таврăнать, анчах Чăваш Çĕпрелне мар – Ульяновска. Кунта Землемеровсем çурт туянаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн Прасковья икĕ пĕртăванĕпе тата Çĕпĕрте çуралнă хĕрĕпе – Надеждăпа – юлать.
Чăваш хĕрарăмĕ Çĕпĕрте вăрман хуçалăхĕ-нче ĕçленĕ вăхăтра аллине амантнă, çавăнпа ăна Ульяновскра нумай укçа тӳлекен вырăн тупма йывăр пулнă. Вăл автозавода ĕçе вырнаçать, унта 26 çул уборщицăра вăй хурать.
-Çак вăхăтра 26 кун та бюллетеньре пулман эпĕ. Чирленĕ-и, мĕн те пулин ыратать-и – ялан ĕçе утнă. Чирлеме намăс пек туйăнатчĕ. Пĕррехинче мастер эп чирлине сисрĕ те килне кай терĕ. Пурпĕ-рех вăхăтсăр каймарăм, ĕçлесе пĕтертĕм,- тет Прасковья Васильевна.
2007 çултанпа вăл Ульяновск çумĕнчи Луговойра пурăнать – хĕрĕпе тата кĕрĕвĕпе пĕрле. Ку çемьере вулама юратаççĕ, «Канаш» хаçат çырăнса илеççĕ.
-Пирĕн çемье Çĕпĕрте пурăннă чухне те чăвашла журналсем çырăнса илетчĕ: «Капкăн», «Тăван Атăл», «Ялав»... Юратса та тунсăхласа вулаттăмăр тăван чĕлхепе. Эпир çичĕ пĕртăван пулнă, тăваттăшĕ çамрăклах вилнĕ. Турă мана вĕсемшĕн те пурăнтарать пулĕ ĕнтĕ. Çак çула çитĕп тесе шутламан та... Хĕрпе кĕрӳ питĕ лайăх пăхаççĕ мана, хисеплеççĕ.1978 çулхи мăнук Приморье крайĕнче пурăнать, вăл çар çынни, чаç командирĕн çумĕ. Ун ачи – Гриша – Суворов училищинче вĕренет, вăл нумаях пулмасть Владивостокра китай чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра çĕнтернĕ. Çаксем савăнтараççĕ мана, пурăнма вăй параççĕ, - терĕ Паçюк акка уйрăлнă чухне.
 
: 726, Хаçат: 2 (1351), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: