Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иван Иванович Христофоров юрăçăн лăпкă та чуна килентерекен сассине пин-пин сасăран уйăрса илме пулать.
 
Вăл 1935 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва (Çĕнĕ Пăва) ялĕнче пысăк çемьере (5 хĕр, 2 ывăл) çуралнă.
-Эпĕ пĕчĕк чухне пирĕн яла Шупашкартан паллă артистсем – Виктор Родионов, Николай Комиссаров... килнĕччĕ. Манăн вĕсем пекех пултаруллă пулас килетчĕ. Çав вăхăтрах мана шофер профессийĕ те илĕртетчĕ. Каярах çар хĕсметĕнче пурĕпĕр шофера вĕренсе тухрăм,- аса илет паллă юрăç.
Артист е юрăç пулма вăл пач ĕмĕтленмен. Пĕррехинче хĕлле Ваççа тетĕшĕ вĕсем патне купăспа килнĕ те ăна кăмака çине хурса хăварнă. Икĕ кун выртнă вăл унта. Пилĕк-ултă çулхи Ваня ун çинчен куçне илмен. Çавăн чух пуçласа аллине купăс тытса курнă та пулас юрăç. Хуçи килсен: «Мана калама вĕрент-ха»,- тесе йăлăннă. Лешĕ ăçта пускаламаллине кăтартса хăварнă. Ыттине хăй тĕллĕн вĕреннĕ.
-Ваççа тете кĕтӳçĕччĕ. Çулла унпа çӳренĕ чух хытă кăшкăрса юрлаттăм. Манăн юрăсене итлекенсем - ĕнесемпе сурăхсем пулнă, -тет вăл асаливĕнче.
Çар служби хыççăн Иван Украинăри Мариуполь (Жданов) хулине лекет, музыка училищине вĕренме кĕрет. Пĕр вăхăт шоферта та ĕçлет. Çавăн чухне ун ячĕпе Шупашкартан телеграмма килет: Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме чĕнеççĕ. Вĕсене пĕрремĕш тенор кирлĕ иккен. Вăл çав конкурса хутшăнать. Унăн сасси жюри членĕсене килĕшет, çапла ăна ансамбле йышăнаççĕ.
Иван Христофоров репертуарĕнче 350 яхăн юрă. Вăл шутра чăваш, вырăс, украин, тутар, итальян юррисем. Поэтсенчен вăл Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи, композиторсенчен – Герман Лебедев, Аристарх Орлов-Шуçăм, Филипп Лукин, Юрий Кудаков ячĕсене асăнать. Унăн репертуарĕнчи пĕрремĕш юрă – «Савниçĕм».
Иван Иванович юрăç çеç мар, композитор та, музыка инструменчĕсемпе те аван калать. Вĕсене музыкçă çывăх юлташĕсемпех танлаштарать.
Вăл çемьеллĕ, малтанхи арăмĕнчен – икĕ хĕр, иккĕмĕшĕнчен - Ваня ывăл.
Иртнĕ çул 80 тултарнă Чăваш халăх артисчĕ итлекенсене çĕнĕ юрăсемпе савăнтарма тăрăшать, репертуара çулсерен çĕнĕ юрăсемпе пуянлатать.
Чăваш культурине аталантарас ĕçре сулмаклă ĕçсем тунăшăн ăна 2014 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе уйăхсерен ĕмĕр тăршшипех пособи тӳлесе тăма йышăннă.
 
: 274, Хаçат: 2 (1351), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: