Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Архангельскири ял библиотекинче вырăс писателĕ, пирĕн ентеш С.Т.Аксаков çуралнăранпа 224 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттертĕмĕр.
Вулавăш ĕçченĕ шкул ачисене писателĕн биографийĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, произведенийĕсемпе паллаштарчĕ. З.Н.Абдулахимова биолог, географ, ботаник Сартумкка ял хыçĕнчи çутă кӳллĕн илемĕ çинчен ытарлă каласа пачĕ. Вăл кӳлле акăшсем килессе нумай кĕтнĕ. Пĕррехинче кӳлĕ вĕçĕнче вăрăм мăйлă мăшăр акăш тĕкĕр пек çутă кӳлĕре ишнине курсан вăл питĕ савăннă.
Ăçта-ха вĕсен чĕпписем/ С.Т.Портнов сунарçă экскурсие малалла тăсрĕ.
-Ахăртнех, чĕпписем хăмăш хушшине кĕрсе пытаннă. Хăрушлăх сиксе тухсан вĕсене амăшĕсем вĕтлĕхе пытараççĕ, хăйсем вăхăтлăха вĕçсе каяççĕ. Хăрушлăх иртсен таврăнаççĕ. Ку хутĕнче те çапла пултăрччĕ ĕнтĕ. Вырăнти сунарçăсем вĕсене персе тытма юраманни пирки лайăх пĕлеççĕ,- терĕ вăл.
Сергей Терентьевич пирĕн тăрăхри вĕçен кайăксемпе паллаштарчĕ. Кайăк кăвакал (кряква), сарлака сăмса (широконоска), сăрă кăвакал тата унран икĕ хут пĕчĕкрех шăркалчă (чирок), шыв чăххи (кулик), чăмкăç (нырок), текĕрлĕк (чибис), шур качаки (бекас), шыв чăххи (лысуха) йăва çавăраççĕ. Халĕ Аксаков вăхăчĕпе танлаштарсан кайăксен шучĕ самаях чакнă. Сунарçă Аксаковăн çутçанталăк çинчен çырнă произведенисене вулама сĕнчĕ.
Пире çав пысăк кӳллĕн историйĕ кăсăклантарчĕ. Ун çинчен вырăнти таврапĕлӳçе В.Г. Дырдована каласа пама ыйтрăмăр.
Хăй вăхăтĕнче «Астрадамовский» совхоз директорĕ А.С. Корабельщиков карп ĕрчетес тĕллевпе тăватă кӳлĕ туса хунă. Вĕсем пĕр-пĕринпе сарлака пăрăхпа çыхăнса тăнă. Шыв пĕр кӳлĕрен теприне юхма пултарнă. Перестройка тытăнсан йăлтах путланнă. Икĕ плотина пысăк кӳлле тăватта пайлать. Пĕр çулĕ Сартумккаран Алейкина каять. Ун тăрăх ĕлĕкрех лаша кӳлсе Чукал пасарне çӳренĕ. Ватăсем каланă тăрăх, кунта тыр-пул ӳстернĕ, çаран ешернĕ. Çав шывран эпир музейри «Çутçанталăк» уйрăмне хурапуç, хăмăш, хуртпуççи илсе килсе вырнаçтартăмăр. Кунта пуçтарăнса Аксаковăн çутçанталăк çинчен çырнă калавĕсене вуларăмăр. Сайра тĕл пулакан вĕçен тата тискер кайăксем çинчен каласа пама эпир Майна лесничествин Мăклавăш вăрман пуçлăхне А.В. Кашкарова ыйтрăмăр. Вăл çак вăрманта 20 çул ытла вăй хурать. Вăрманçă пирĕн ыйтусене хуравларĕ.
Тăрна йăвисем пур-и пирĕн тăрăхра/ Ака уйăхĕнче Копылы вăрманĕнче пирĕн çийĕн Александрия ялĕ пулнă еннелле мăшăр тăрна вĕçсе иртрĕ. Çакă пирĕ-ншĕн чăн пулăм. Апла пирĕн патăмăрта вĕсем пурăнаççех! Çакна вăрманçă та çирĕплетрĕ. Вăл Мăклавăш вăрманĕнче 43 вырăнта тĕл пулнă. 28-мĕш кварталта ăмăрткайăксем курăнаççĕ. Унччен йăвисем пушă пулнă. Мĕншĕн тесен 2013 çулта пĕр ăмăрткайăкне персе вĕлернĕ-ччĕ. Вăрманçă аманнă кайăка Чĕмпĕ-рти кайăксем сыхлакан уйрăма леçсе пачĕ. УлППУ зоологи кафедрин аслă преподавателĕ Михаил Корепов вĕçен кайăка Çинкĕлти зоологи заказникне ăсатнă. Тепĕр аманнă ăмăрткайăка Çĕнĕ Чакă ялĕнчен инçех мар тупаççĕ, ăна та çавăнтах ăсатаççĕ.
Палланă çынсем çак ял çумĕн иртсе пынă чух электричество çулĕ çинче ăмăрткайăк (могильник) кураççĕ. Çиме çуккипе çаксем килти кайăк-кĕшĕке тапăнма тытăнса ял çыннисене тарăхтарса çитернĕ. «Могильник» ят çак кайăк çумне XVIII ĕмĕртех çыпçăннă. Вăл хăйĕн тупăшне масар çинчи çӳллĕ вырăнтан сăнаса ларать иккен.
Çак ăмăрткайăк – Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк та илемлĕ вĕçен кайăк. Ăна Раççейĕн тата Ульяновск облаçĕн Хĕрлĕ кĕнекисене кĕртнĕ.
Вăрманçăран çакна пĕлтĕмĕр: çак кайăксем хăйсен йăвисене тыркас тата сăвăр пурăнакан çаран çывăхĕнчи ватă хырсем çинче çавăраççĕ. Могильник этем çывхарсан та вĕçсе каймасть, хăйĕн илемĕпе тата мăнаçлăхĕпе киленме ирĕк парать. Унăн йăвинче икĕ чĕпĕ. Пирĕн вăрмансенче тĕрлĕ сасăллă, тĕрлĕ тĕклĕ, илемлĕ вĕçенкайăксем пурăнаççĕ: ăсан, кăвакарчăн, пăчăр, пилеш кайăкĕ, саркайăк, куккук, улатакка, сульха, тăри тата ыттисем.
Ăсансене карăксенчен ытларах курма пулать. Вĕсем Богдановка ялĕ хыçĕнчи çамрăк вĕтлĕхре пурăнаççĕ.
Юлашки çулсенче яла вăрман чăххисем вĕçсе киле пуçларĕç. Пĕррехинче ир-ирех пӳрт умĕнче 19 вăрман чăххине куртăм. Вĕсен тĕкĕ килти чăххăнни пекех: вырăн-вырăн тĕттĕм чăпар, сарă-хĕрлĕ, хăмăр тата çутă çырă. Тăпăл-тăпăл кӳлеписене пăхса ытарма çук! Эпĕ фотоаппаратпа ӳкерес тесе чупса кăна тухрăм – вĕсем вĕçсе те кайнă.
2010 çулхи пушарсем хыççăн «ют» кайăксем вĕçсе киле пуçларĕç. Апла-тăк пирĕн тавралăх таса. Çирĕктăрри, хирти тăри тата тĕпеклĕ чăхă (тăри евĕрлĕ), чарлан тĕл пулаççĕ. Çăткăн вĕçенкайăксенчен – тăмана, ӳхĕ, çерçи тăмани, ăмăрткайăк. Хамăр пахчасенче эпир шурă пăрчăкана, чĕпчен кайăка куратпăр. Кĕркунне çитсен пахчари пилешпе тата юлнă панулмипе сăйланма пилеш кайăкĕсем вĕçсе килеççĕ.
Вăрман хыçĕнче сăвăрсем пурăнаççĕ. Çуркунне вĕсем вăранса тухаççĕ те хыçалти ури çине тăрса шăхăрма тытăнаççĕ.
В.П.Лакушев вăрманçă пирĕн тăрăхра пăчăр, кăрăпчăк, хыркук, хура тата симĕс улатакка пурăнни пирки пĕлтерчĕ. Усть-Урень тăвĕ çинче – выльăх масарĕ пулнă вырăнта – çынсем ăмăрткайăк (могильник) кураççĕ.
Эпир ирттерекен мероприятисен тĕллевĕ – Аксаков вăхăтĕнчи тискер тата вĕçенкайăксен шутне шайлаштарасси, ачасене çутçанталăка юратма вĕрентесси.
 
: 297, Хаçат: 2 (1351), Категори: Таван тавралах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: