Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа пĕр уйăх тăршшĕпе Ульяновскра «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн çемье историйĕнче» конкурса сăн ӳкерчĕксем йышăнаççĕ. Конкурс «Отчизны верные сыны» паттăрлăхпа патриотика ĕçĕн уйăхлăхĕн шайĕнче иртет.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем заявка, хăйсем çинчен кĕскен çырнине, сăнӳкерчĕксем (5-рен ытларах мар) тата вĕсем пирки кĕскен çырнине Ульяновск хулин администрацийĕн çамрăксен ĕçĕпе ĕçлекен, физкультурăпа спорт комитетне (Матросов урамĕ, 4-мĕш çурт, 21-мĕш пӳлĕм) илсе пымалла.
Сăнӳкерчĕксен конкурсне Ульяновскра пурăнакан 10-30 çулхи, çарпа патриот клубĕсене, çамрăксен обществăлла организацисене çӳрекенсен хутшăнма ирĕк пур.
Ĕçсене А4 форматпа пичетлесе тата электрон мелĕпе (CD дискпа) памалла.
 
: 593, Хаçат: 2 (1351), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: