Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ăнăçу, уçăлăх, тăнăçлăх ĕç вырăнĕнчи тирпейлĕхрен, йĕркелĕхрен нумай килет. Çав вăхăтрах специалистсем сĕнекен хăш-пĕр саманта шута илмелле. Сĕтеле тăхăр пая пайласа кашнин пĕлтерĕшне, уйрăмлăхне палăртăпăр.
1. Карьера пайĕ – сирĕн умăрта. Ĕçлеме хăтлă пултăр тесен вăл ялан пушă пулмалла. Çакă сире ӳсĕм картлашкипе çӳлелле хăпарма çул уçса парĕ.
2. Ăсталăх пайĕ – сылтăм енче. Унта хатĕр хутсем выртмалла.
3. Сывлăх пайĕ – сулахайра. Кунта пурнăçламалли ĕçсем. Вĕсем сылтăмринчен ытларах пулсан аван.
4. Сĕтел варрине нихăçан та нимĕн те ан хурăр.
5. Мухтав лаптăкĕнче фирмăн логотипĕ е сирĕн ăнтăлăвăн, ĕмĕтĕн палли вырăн туптăр.
6. Сĕтелĕн сылтăм енчи аялти пайĕнче пулăшу лаптăкĕ вырнаçнă. Унта телефон лартсан аван.
7. Пĕлӳ пайĕ – сулахайра аялта. Ку вырăнта ăс-тăн паллиллĕ япаласем пулмалла. Тĕслĕхрен, глобус, хрусталь, тăмана е кĕнеке.
8. Хутшăнусемшĕн яваплă лаптăк – сĕтелĕн сылтăм енчи çӳлти кĕтесĕ. Çемье сăн ӳкерчĕкĕн вырăнĕ.
9. Мул кĕтесĕ – сĕтелĕн сулахайри çӳлти пайĕ. Кунта пуянлăх палли – укçа йывăсси ӳссен е пухмач (копилка) ларсан лайăх.
Тата çапла сăнавсем пур: сĕтеле стенана хирĕç лартмалла мар, сĕтел çинче яланах йĕрке пулмалла.
 
: 773, Хаçат: 42 (1134), Категори: Cамрaксен страници

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: