Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулара пурăнакан Ирина Алексеевна Аксенована чăвашсен нумай мероприятийĕнче курма пулать. Çамрăк чăваш хĕрарăмĕ яланах чăваш тумĕпе капăрланать: пуçĕнче хушпу, çийĕнче чăваш кĕпи, кăкăрĕ çинче – ама, хулпуççи урлă – тевет.
 
-Эп Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ача чухне асанне-кукамайсем ялта чăваш кĕпипе çӳретчĕç. Эпир ӳсрĕмĕр те – йăла пĕтрĕ. Хулара ахаль чухне чăвашла тăхăнса çӳрейместĕн, ĕçе те кун пек каяймастăн. Хамăр халăхăн йăлине вара тытса пырас килет. Чăваш тум-юмĕ питĕ килĕшет мана, халăхăмăра хисеплетĕп, çавăнпа уява чăвашла тăхăнатăп. Çакăн валли ятарласа Элшел хĕрарăмне Надежда Серебрякована хушпупа ытти капăрлăхсене саккас парса хатĕрлеттертĕм, кĕпине хамăн пĕрремĕш вĕрентекен Раиса Леонидовна Козлова парнелерĕ. Унччен урана çăпата сыраттăмччĕ. Анчах мана çăпата чăвашăн мар терĕç. Нумаях пулмасть вара асаннен арчинчен хăй тăхăннă 12 тӳмеллĕ сăран пушмакне кăлартăм. Пушмакăн историйĕ пуян. Ăна асанне 90 çул каялла туяннă. Питĕ тирпейлĕ тытнă, çиелтен калуш тăхăнса çӳренĕ. Хăй пурăннă чухне, 90-мĕш çулсенче, асаннерен пушмака ыйтрăм – памарĕ. Питĕ хаклă пулнă уншăн вăл! Халь ĕнтĕ асанне çут тĕнчерен уйрăлнă. Пушмака арчаран илтĕм, тăхăнса пăхрăм та – шăп та ман размер. Мастерскоя парса кăшт майлаттартăм та халĕ хаваспах уявсене тăхăнатăп. Ытти чухне тирпейлĕ пуçтарса хуратăп. Асанне пекех шеллетĕп пушмака, - каласа парать вăл.
Ирина Аксенова чăваш йăлине çирĕп пăхăнса пурăннине тепĕр пулăм та çирĕплетет: вăл кашни уява сăра вĕретсе килет. Сăри тăхăрьялсенни пек çăра та хăмлаллă унăн.
Иринăн мăшăрĕ вырăс, апла пулин те вăл арăмне мĕншĕн капла тăхăнтăн тесе нихăçан та ӳпкелешсе калаçмасть. Иринăн пуçарăвĕсене ырласах тăрать арçын, май килнĕ таран пулăшать, пĕрле чăваш уявĕсене çӳрет. Вунпĕр çулхи ывăлĕ те амăшĕ чăвашла капăрлансан савăнать, унпа мухтанать. Чăваш культурине курса, хисеплесе ӳсет ача.
-Хамăрăн халăхăмăрăн йăли-йĕркине хисеплеменни – хамăра çут тĕнче парнеленĕ çынсене сума суманнипе тан тесе шутлатăп. Эп сцена çинчен чăвашлăх пирки илемлĕ сăмахсем каласа курман, чăвашлăха сӳнме парас мар тесе хамăр йăлана тытса пыратăп, çапла чăвашлăх туйăмне ачара аталантаратăп. Ман ывăл нихăçан та чăвашсем пирки начар каламĕ, мĕншĕн тесен культура пуянлăхне курса ӳсет, - тет Ирина Аксенова.
 
: 618, Хаçат: 3 (1352), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: