Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакцийĕ вулакансем хушшинче кашни çулах тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем йĕркелет.
2016 çулта та çак йăлана тăсма шутларăмăр. Кăçал аслисемпе ачасем хушшинче пултарулăхпа таврапĕлӳ ĕçĕсен (редакцие таврапĕлӳ-пе çыхăннă материалсем нумай килнипе) тата сăнӳкерчĕксен конкурсĕсене ирттерĕпĕр.
Сăнӳкерчĕксен конкурсĕсем:
- «Чăваш тумĕ – чăвашлăх сумĕ» (сăнӳкерчĕк ярса панă чухне автора палăртмалла, ĕçĕ çинчен кĕскен каласа кăтартмалла)*
- «Тăван ялăм – савнă ялăм» (ял урамĕн е пĕр-пĕр илемлĕ вырăнăн сăнӳкерчĕкне ярса панă чухне те автора палăртмалла, вырăнĕ пирки те çырса кăтартма манмалла мар).
Пултарулăх конкурсĕ:
- «Вăй выляççĕ шевлесем» (шкул ачисен тата аслă çулхисен сăвă-калав ăмăртăвĕ – уйрăм).
Таврапĕлӳ конкурсĕ:
- «Еткерлĕх çӳпçи» (хăй пурăнакан вырăнти историпе географи пулăмĕсене, экономикипе пурнăçне тĕпченипе çыхăннă материалсем. Тĕслĕхрен, унта ял е урам, çырма-çатра ячĕ ăçтан пуçланса кайнине, çулçӳреве çырса кăтартма пулать).
Ĕçсене раштав уйăхĕн 20-мĕш числиччен йышăнатпăр.
Викторинăсене хамăр тăрăхри паллă писательсен çуралнă кунĕ тĕлне йĕркелĕпĕр. Кун пирки эпир каярах пĕлтерĕпĕр.
 
: 617, Хаçат: 3 (1352), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: