Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пурнăçăн пăрăнчăкĕсем нумай теççĕ. Т.Ф.Козлова (Ярмушова) пурнăçĕнче те ун пеккисем пĕрре мар пулнă. Вăл пурĕпĕр çĕнĕлĕхрен шикленмен, пуçне йăтса малалла утнă.
 
Вăл Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу ялĕнче 1959 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче çуралнă. Çакăнта пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн ăна ашшĕпе амăшĕ Çĕнĕ Йĕлмелне ватă кукашшĕпе кукашшĕне пăхма яраççĕ. Куна пĕрремĕш пăрăнчăк теме пулать.Татьяна кунта виçĕ çул пурăнать, çакăнти сакăр класлă шкултан «5» паллăсемпе çеç вĕренсе тухать.
Малалла – професси илмелле. Хĕр Канаш хулинчи педучилищĕне кайса экзамен парать, ăна вĕренме илеççĕ. Каялла килнĕ чухне вăл Кивĕ Çĕпрелне тăванĕ патне каç выртма кĕрет. Иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ – Людмила Алексеевна Патрина – хăй медсестрара ĕçлекенскер, хĕре медицина çулĕпе ярасшăн пулать. Вĕсем иккĕшĕ ирех Канаша тухса каяççĕ, документсене аппăшĕ çине тăнипе каялла аран-аран илеççĕ. Хĕр музыка экзаменне аван панă, ăна шкулпа пионерсен уйрăмне илнĕ пулнă. Çав кунах вара докуменчĕсене çак хулари медучилищĕне кайса параççĕ.
Татьяна Федоровна кунтан 1976 çулта ăнăçлă вĕренсе тухать, ăна Шупашкара ĕçлеме кайма направлени параççĕ. Кунта вăл икĕ çул ача-пăча поликлиникинче вăй хурать. Участокра – çулталăка çитмен 170 ача ытла. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла, ялан килĕсене çӳремелле.
-Миçе мăшăр атă-пушмак çĕтмен-ши участокра чупса/- аса илет вăл ун пирки.
1978 çулта хĕр Шăмăршă районĕнчи Палтиел çамрăкне качча каять. Упăшки шкулта физкультура вĕрентет, хăй вара Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи участок пульницине ĕçе кĕрет. Кайран çемье Карапай Шăмăршăра пурăнать, Татьяна район центрĕнчи ача çураттаракан пульницара ĕçлет. 1981 çулта вара Карапай Шăмăршăра ача сачĕ уçăлать, çамрăк специалиста унта аслă медсестра вырăнне илеççĕ.
Тепĕр çул Козловсене романтика туйăмĕ илĕртет, вĕсем Тольятти хулине куçса каяççĕ. Виçĕ çул пурăнаççĕ кунта: упăшки ВАЗра вăй хурать, арăмĕ – ача садĕнче. Çапах та тăван çĕршыва çывăхарах пултăр тесе çемье 1985 çулта Ульяновскри Çĕнĕ хулана килсе тĕпленет. Татьяна Федоровнана тăванĕ – Ираида Михайловна Антонова – медсестра, çар госпитальне инфекци уйрăмне ĕçе вырнаçма пулăшать. 1987 çулта госпитальте çĕнĕ шатат расписанине тунă хыççăн диета сестри должноçĕ пулать. Анчах ун вырăнне йышăнас тесен ятарласа вĕренме каймалла, никам та каясшăн пулмасть. Татьяна Федоровна вара килĕшет, вĕренсе килет. Ку вырăнта вăл 1991 çулччен вăй хурать.
Унтан тепĕр пăрăнчăк – чăваш хĕрарăмĕ туберкулез диспансерне куçать. Кунта вăл чĕрĕк ĕмĕр диета сестринче ĕçлет. Халĕ – ача-пăча уйрăмĕнче.
-Чирлисем тав туни пуринчен те хаклă пирĕн ĕçре. Килти пек тутлă апат çиетпĕр тени савăнтарать. Тав сăмахĕсем çырса миçе тетрадь тултарман пуль кунта сывалнисем! Апла эпир ăста алăллă поварсемпе пĕрле тăрăшни сая каймасть. Туберкулезпа чирлĕ çынсен, çар çыннисен пекех, апат – пĕрремĕш вырăнта. Çар генералĕсене те пĕçерсе çитерсе юранă, - тет вăл хăйĕн ĕçĕ пирки.
Туберкулез пульницинче ĕçленине кура Т.Ф.Козлована час-часах санаторие канма яраççĕ. Унта та вăл пĕр вырăнта ларма юратмасть, тĕнче курса çӳреме кăмăл тăвать. Ленинград облаçĕнче Выборгра каннă вăхăтра вăл Финляндие, Швецие çитсе килет, Балтика тинĕсĕ урлă паромпа каçать. Пĕлтĕр Калининградра каннă чухне вара Польша, Германи, Чехи çĕршывĕсене çитсе курать. Уйрăмах ăна Прага хули, Дрезденри галерея кăмăла каять. Польшăра Анна Герман пурăннă хулара пулни асра юлнă.
Çапла вара Т.Ф.Козлова медицинăра 40 çул тăрăшать: 17 çулта ĕçлеме тытăннă та – часах 57 çул тултарать. Мăшăрĕпе – Анатолий Никандровичпа ывăлпа хĕр (Наталия, Александр) çуратса çын çине кăларнă вĕсем. Мăнуксем те пур ĕнтĕ – Максим тата Ярослав. Пушă вăхăтра дачăра аппаланма юратаççĕ Козловсем, унта чие йывăççисем, улмуççисем ĕрчетеççĕ.
-Вăхăт мĕнле иртсе пынине те сисместĕп. Ялан ĕçе васкамалла, кил çинчен, çемье çинчен шухăшламалла. Пурнăçра нумай çĕре çитрĕм, чылай çĕрте ĕçлерĕм. Шухăшлатăп та: тăватă теçетке çул сахал мар вĕт. Чи кирли – пурнăçра чыслă пулма тăрăшрăм, ята ямарăм. Малашне, тен, канма та вăхăт çитет пуль, паян вара пурпĕ-рех хăнăхнă сукмакпа ирсерен ĕçе васкатăп-ха,- тет Татьяна Федоровна.
 
: 544, Хаçат: 3 (1352), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: