Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Сергеевич Прокофьев (1891–1953) композитор, пианист, дирижер. Вăл 1891 çулхи акан 23-мĕшĕнче Донецк облаçĕнчи (Украина) Солнцевка (халĕ Красное) ялĕнче çуралнă. 1904 çулта Петербургри консерваторие вĕренме кĕнĕ. А.К.Лядов тата Н.А.Римский-Корсако в композиторсен кĕввисемпе кăсăкланнă.
 
1909 çулта вăл консерваторирен композитора вĕренсе тухать те çав çулах тепĕр хут вĕренме кĕрет, ку хутĕнче – фортепиано уйрăмне. Композитор дипломĕ темшĕн унăн чунне кантарман. 1914 çулта Прокофьев унтан ăста пианист пулса тухать, «5» паллăсемпе пĕтерсе Антон Рубинштейн премине тивĕçет. Вĕреннĕ çулсенчех вăл фортепиано концерчĕсем çырать, диплом ĕçĕ хӳтĕленĕ чух пиллĕкĕшĕ залра янăрать.
1917 çулта вăл «Классический» ятпа пĕрремĕш симфони çырать, юлашкине – 1952 çулта.
1918-1933 çулсенче Прокофьев Америкăра пурăнать. Чикĕ леш енче концертсемпе çӳрет, кĕвĕсем çырать:1919 çулта «Любовь к трем апельсинам» опера, 1925 çулта – «Стальной скок»,1928 çулта – «Блудный сын», 1936 çулта – «Ромео и Джульетта» балетсем. «Война и мир» оперине (1943 çул) Прокофьев чи ăнăçлă ĕçсенчен пĕри тет. Революци юхăмĕ те ун пултарулăхне пысăк витĕм кӳрет, музыка композицийĕ-сем çырма хавхалантарать.
Композиторăн пултарулăхне чикĕ леш енче те, пирĕн çĕршывра та тивĕçлипех хаклаççĕ. 1946-1947 çулсенче ăна Рим Наци академин тата Швецири король музыка академин членĕсене суйлаççĕ.
Вăл пĕр хутчен çеç мар СССР патшалăх премине тивĕçет, вилнĕ хыççăн – Ленин премине.
Сергей Прокофьев 1953 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче – Сталин вилнĕ кун - вилет. Çавăнпа та ăна юлашки çула ăсатакан сахал пулать. Вăл Мускаври Новодевичье масарĕнче канлĕх тупать.
Сергей Прокофьевăн ячĕпе Ульяновскри Чукун çул районĕнчи пĕр урам хисепленсе тăрать.
 
: 569, Хаçат: 3 (1352), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: