Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ача садне çӳрекен ачасенчен кашниех хăйневĕр пултаруллă: юрлаççĕ, ташлаççĕ, тем те пĕр ăсталаççĕ.
Вĕсем уявсенче ашшĕ-амăшне илемлĕ сассипе, артистла хусканăвĕпе савăнтараççĕ, район, область шайлă пултарулăх ăмăртăвĕ-сене тухса çӳресе аслисене тĕлĕнтереççĕ. Шăпăрлансен çӳпçинче Тав хучĕсемпе дипломсем пур.
- Ульяновск облаçĕнчи «Путене - 2015» ăмăртăвне хамăр садикран икĕ ача хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ: пилĕк çулхи Оксана Карсаковапа Ярослав Кирюшин. «Киндяковка» Культура çурчĕн сцени çинче иккĕшĕ те «Ытарлă сăмах» номинацире тупăшрĕç. Хĕрача туслă çемйинче ачасенчен – чи асли, арçын ача йышлă кил-йышра – кĕçĕнни. Иккĕшĕ те кипкерен чăваш чĕлхипе калаçса ӳсеççĕ. Оксана та, Ярослав та юрлама-ташлама, выляма-кулма юратаççĕ. Кĕçĕнреххисемшĕн – тĕслĕх вырăнĕнче. Амăшĕпе ашшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕсем. Юлташĕсем нумай. Кĕнекепе туслă. Чăваш, вырăс çыравçисен сăввисене пăхмасăр калама вĕренесси те хăратмасть вĕсене, - терĕ Кивĕ Улхаш ача сачĕн воспитателĕ Ирина Уба.
 
: 227, Хаçат: 3 (1352), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: