Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2008 çулта Ульяновск облаçĕнчи çичĕ тĕлĕнтермĕшĕн списокне тунă.
 
Унта çутçанталăкăн çак палăкĕсем кĕнĕ:
1. Тереньга районĕнчи Скрипинские Кучуры – Елшанка лесничествин вăрман фондне кĕрет. Çутçанталăк палăкĕсен шутне 1987 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче кĕртнĕ. Ку вырăнта ĕлĕк-авалхи çĕр сийĕ сыхланса юлнă: палеоген сийĕ. Хăйăр хытнипе пулнă пысăк чулсем аякран пăхсан тĕрлĕ чĕрчуна аса илтереççĕ. Вырăнти халăх каланă тăрăх, çав чулсенчен мĕн ыйтан, çавĕ пулать.
2. «Родина В.И. Ленина» заповедник музейĕ – чи пысăк та хаклă культурăпа истори палăкĕ. Музея 1984 çулта йĕркеленĕ.
3. Инза районĕнчи Юлово пĕви. Вăл шывĕн тасалăхĕпе, таврари тирпейлĕхĕпе, илемĕпе, шывра ӳсекен тĕрлĕ ӳсен-тăранпа уйрăлса тăрать.
4. Сăр районĕнчи Микула тăвĕ Сăр юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Унта кашни çул Николай Угодник çветтуй ячĕпе уяв иртет.
Микула тăвĕ пирки питĕ илемлĕ халап çӳрет. Тахçан авал Сăр поселокĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнин Улатăр уесĕн Промзино ялĕ пулнă. Промзино – чикĕ, сыхлав пункчĕ пулнă, таврара пурăнакан çынсене куçса çӳрекен халăхсемпе Кубань тутарĕсенчен сыхланă. Çав вăхăтсенче халăха Николай Чудотворец турăшĕ курăннă, тăшманран сыхланă. Тутарсем тапăнма хăраса тăнă, мĕншĕн тесен вĕсем тавра тĕтĕмпе хупланă пек тĕтре тăнă, ту тăрринче вара вĕсем çутă курнă. Çутă варринче пĕр аллинче пысăк хĕç, тепринче храм тытса тăракан ватă тăнă. Тутарсем вара пăрахса кайнă.
5. Кузоватово районĕнчи тĕлĕнтермĕш лашасем. Першерон текен йывăр туртакан ăратлă лашасем Раççее 19 ĕмĕрте лекнĕ. Пирĕн облаçа вĕсем 1942 çулта Воронежран эвакуаципе килнĕ. Халĕ Октябрь поселокĕнче çак ăрата ĕрчетекен Раççейри пĕртен-пĕр лаша завочĕ.
6. Пасарлă Сăсканри Дмитрий Солунский храмĕ.
7. Николаевка районĕнчи Белое кӳлĕ. Вăл пăрлăх тăпхăрĕнчех пулса кайнă – 250 пин çул каялла.
 
: 253, Хаçат: 3 (1352), Категори: Таван тавралах

Комментарисем:

Dilly (2016-06-30 21:52:43):
They are pretty coolĕ I love how they look like original sctesuurlpĕ I’/ve never considered putting them on my dashĕ Do you adhere them somehow to keep them in place.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: