Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Крещенке – чиркӳ уявĕ. Анат Тимĕрçенте ăна çулсерен кăрлач (январь) уйăхĕн 19-мĕшĕнче уявланă.
 
Уяв тĕлне килĕрен çурт ăш-чиккине тасатнă, çунă. Кил хуçи хĕрарăмĕсем кăмака хутса тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ, кăпăклă сăрине те вĕретнĕ.
Уявччен пĕр эрне маларах çамрăксем упăтелле, упалла, кашкăрла тата ытти тискер кайăксем пек тăхăнса килĕрен çӳренĕ. Вĕсем пӳртсене кĕрсе ташласа тухса кайнă. Каç пулттипе чӳречерен шаккаса-хăратса çӳрекенсем те пулнă. Каçхине пĕр-пĕр килĕ умĕнчи мунча пурипе е вутă купине салатса урăх çĕререх кӳрши патне купаласа хунă е салатса пăрахнă. Шӳте юратакан ӳркенмен. Упăтелле тăхăнса çӳрекенсенчен пĕрисем Г.А.Разинов, Н.Ф.Савинов пулнă.
Крещенке каç çамрăксем хăйсен шăпи мĕнле пулса тухассине пĕлме тăрăшнă. Сăмахран, карта карнă штакетника (шăтăрнака) сăваççĕ, мăшăрлă тухсан çав çул хĕр качча каять имĕш, хăраххăн тухсан – качча каяймасть, мăшăрсăр юлать.Тепринче кил карти алăкне уçса пăрахаççĕ. Пуç çине кунтăк тăхăнса хăрах ура çинче хăвăрттăн вăр-вар çаврăнаççĕ те кунтăка ывăтаççĕ. Урама тухса кайсан ют яла, тухаймасан ялах качча каять тенĕ. Тата каçхине сурăх картине тухса сурăх урисене çипсем çыхса яраççĕ. Хура сурăха çыхсан упăшка хура çын пулать, шурă сурăха çыхсан упăшки шурă пулать тенĕ. Е карта варринче хĕр пуç тавра çăпатине кантринчен тытса çавăрать те кил карти алăкĕ урлă ывăтса ярать. Ӳкнĕ çăпата пуçĕ хăш еннелле пăхать, хĕр çав еннелле качча каять пулать тата ытти те.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕччен ялти çырмара çулсерен пĕвесем лартнă. Хĕллене пĕвери шыв çутă пăрпа хупланнă. Пĕвери тĕрлĕ арçынсем вакăсем каснă. Вакă касакансенчен пĕрисем – Н.Я.Карасев, С.Я.Карасев. Вакăсенче хĕрарăмсем кĕпе-йĕм çуса чӳхенĕ. Вакăсем çырма тăршшĕпех пулнă: ял варринчи кĕпер тĕлĕнче, О.В.Куйранов патĕнче, О.В.Жидков анкарти хыçĕнче тата ытти çĕрте.
Йăла тăрăх Крещенкере мĕнле сивĕ çанталăкра та çынсем вакăра шыва кĕнĕ. Хывса тăхăнма ăшă мунча хутса янă. Вăл вăхăтра мунчасене çырма хĕрнех лартнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри хальчченех сыхланса юлнă. Сăмахран, ял варринчи кĕпер патĕнче А.Ф.Савиновсен мунчи. Маларах уяв кун çынсем вакă патне пуçтарăннă. Кунта пачăшкă кĕмĕл хĕресне 3 хутчен шыва чиксе кăларнă, кĕлĕ тунă. Кĕлĕ хыççăн çынсем сăваплă шыв илнĕ, шыва кĕнĕ.
Каччăсемпе хĕрсем, Кĕрсăринчи пекех, Крещенке ларнă. Çаплах Крещенке ларнăшăн кил хуçине пĕр-пĕр пысăк ĕç туса панă. Ялта Крещенке ларнă килсем – Т.В.Сетнерова, В.Д.Кутинов, И.П.Разинов, Р.В.Сымкина, В.И.Коннов, П.Т.Ямщиков хуçалăхĕсем тата ыттисем те. Кашни касăра хăйсен купăсçисем пулнă, вĕсенчен чи хастаррисем – П.Г.Гусаров, А.Н.Марзин, С.К.Теби, Н.Т.Ярускин, В.И.Ятманов. Крещенке ларакан хĕрсем – Р.П.Кузнецова, Р.Ф.Мартынова, Р.В.Рябова, Р.Ф.Савинова тата ыттисем.
Крещенке ларнă çĕрте хĕрсемпе каччăсемсĕр пуçне касăри çамрăк мăшăрсем те пулнă. Хĕрсем купăс кĕвви майĕпе такмаксем каланă, каччăсемпе хĕрсем савăнăçлăн ăмăртса ташланă. Кам аван ташлать, юрлать – вĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Каччăсемпе, çамрăк мăшăрсене улах пуçлăхĕсем çуллă пăтăпа, кăпăкланса тăракан тата ӳсĕртекен сăрапа хăналанă. Çакна та каласа хăварас пулать: ӳсĕр йăваланакансем, çапăçу-мĕн уяв вăхăтĕнче пулман. Çамрăксен савăнăçлă вăййи-кулли, купăс кĕвви, такмакĕсемпе ташшисем икĕ куна тăсăлнă.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 249, Хаçат: 3 (1352), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: