Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» вулаканĕсене çĕнĕ кĕнекепе паллашнă хыççăн çуралнă хамăрăн шухăшсене васкасах пĕлтерес килчĕ.
 
Çĕнĕ çул умĕн юратнă вĕрентекенĕмĕр Лидия Федоровна Ярославская Ульяновскран пире парне кӳчĕ – Николай Ларионов-Йĕлмелĕн «Вут хӳре» кĕнекине. Ятарласа ачасем валли кăларнă, тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕ-ксемпе илемлетнĕ кĕнекене эпир, пуçламăш классем те, аслăраххисем те хавхаланса вуласа тухрăмăр. Сире хамăр шухăшсене çырса яма шухăшларăмăр. Литература çулталăкĕ хыçала юлни пире хăратмасть – эпир çав тери вулама юрататпăр. Уйрăмах «Вут хӳре» пек аван кĕнекесене.
 
Мария Шкаликова, 2-мĕш класс ачи:
- Ман кăмăла «Сарккка» калав хускатрĕ. Пĕччен юлнă ватă çынсем килти чĕрчунсене питĕ юратаççĕ тенине пĕлетпĕр-ха, анчах йытăпа кушак çакăн пек килĕштерме пултарнине пĕрремĕш хут пĕлтĕм.
Алина Садовникова, 2-мĕш класс:
- Йытă – кăвакалшăн тăшман. Хăй çемйине хăтарасшăн çунакан амăшĕ темле меслет те шыраса тупать. Ман сăмахăм «Аманнă кайăк кăвакал» хайлав çинчен-ха.
Диана Майрина, 3-мĕш класс:
- «Вут хӳре» калав килĕшрĕ, тарăн шухăша ячĕ. Çынна усал тума тăрăшмалла мар çав, усалĕ вăл пурин валли те пур. Усала пулах тилĕ ачисене çухатать.
Ольга Дьяконова, 3-мĕш класс:
Мана «Тимлĕ Тимук» питĕ килĕшрĕ. Тимук пек сăнама пĕлни хăйнеевĕр пултарулăх тесе шухăшлатăп. Пирĕн те Тимук пек пулма тăрăшмалла.
Нина Дьяконова, 4-мĕш класс:
- «Мулкач çури» чĕрене хускатрĕ. Хирте ирĕкре çуралнă чĕрчунсене килте ӳстерме питĕ йывăр çав. Мулкач çурине те çуралсанах амăшĕ пăрахса хăварать. Ăна урăх мулкач тĕл пулсан ĕмĕртет, тĕл пулаймасан хăй тĕллĕн тапаланмалла. Ачасем мулкач çури вылямалли тетте мар иккенне пĕлеймен.
Семен Дьяконов, 4-мĕш класс:
- «Хуралçă кушак» савăнтарчĕ. Кушак тилле ăса кĕртнĕ-ха. Ан вăрлатăр тилĕ чăхсене. Ав хирте шăши тыттăр!
Никита Садовников, 5-мĕш класс:
- Нумай пулать кун пек ăслă кĕнеке вуламанни. Ӳкерчĕкĕсем пурте хăйсем çинчен каласа ăнлантараççĕ. Ку кĕнеке авторĕ Николай Ларионов. Эпир ăна питĕ аван пĕлетпĕр. Вăл пирĕн шкула килкелесех тăрать. Тавтапуç сире – «Вут хӳрешĕн»! Вăл питĕ кирлĕ кĕнеке.
Татьяна Краснова, 8-мĕш класс:
- Автор «Шăтăк» калава пирĕн çинчен çырнă пекех туйăнать. Шăтăксем алтса эпир çынран кулнă пек туятпăр. Чи малтан хамăртан хамăр кулнине ăнланмастпăр.
Кристина Краснова, 8-мĕш класс:
- Эх! Пире шухăшлама пĕлменни мĕн патне кăна илсе çитермест-ши/ Хĕлле сивĕ тимĕр çумне чĕлхене мĕн тума çыпăçтармалла-ха ĕнтĕ/
Александр Шкаликов, 8-мĕш класс:
- «Эрешмен картисем» пурнăçра нумай. Хальхи вăхăтра та серепене, эрешмен картине, кĕрсе ӳкме нумай кирлĕ мар. Унта кĕрсе ӳксен алăсăр-урасăр, пӳрт-çуртсăр, çемьесĕр тăрса юлма та пулать.
Сергей Дьяконов, 8-мĕш класс:
- «Вут хӳре» хулăн кĕнеке мар, шухăшĕн тĕшши - И.Я. Яковлевăн чăваш халăхĕ валли çырнă «Халалĕ» майлах. Хальхи кĕнекесемпе киносенче боевиксене сăнарлама тăрăшаççĕ. Ку кĕнеке пурнăçра лайăххипе усала кăтартса парать, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма вĕрентет. Автора Чӳрекел ачисенчен питĕ пысăк тав!
 
Майна районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 553, Хаçат: 3 (1352), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: