Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ экономика политики (НЭП) пĕтсе пынă чух пирĕн çĕршыв чухăнлăх авăрне кĕрсе ӳкет. Çакăнпа таса мар алăллă çынсем ăста усă курнă, патшалăх хыснине сĕмсĕррĕн вăрланă, халăхран взятка илнĕ. Анчах Сталин ку пулăма часах тĕпрен кăкланă. Хăшĕсем халĕ те вăл мĕнпур взяточниксене персе пăрахнă тесе шутлаççĕ. Паллах, пурне те персе пăрахаймăн. Сăлтавĕ урăххинче пулнă. Патшалăх пуçлăхĕ коррупцие хирĕç кĕрешме чылай тытăм йĕркеленĕ. Унта чи тĕппи çакă – эсĕ мĕнле пысăк вырăн йышăнсан та, сан мĕнле «çыхăнусем» пулсан та айккинче юлаймастăн. Айăплă пулсан – явап тыт! Коррупципе çыхăннă çынсене çеç мар, вĕсен тăванĕ-сене те айăпланă, мĕншĕн тесен вĕсем пĕлсе тăрсах преступниксене тăрă шыв çине кăларма тăрăшман. Взятка илни е саккуна хирĕç урăх ĕç туни çинчен хăлха хĕррипе илтнĕ çынсене те суда панă – кирлĕ çĕре пĕлтерменшĕн.
Вăл çулсенче министерствăсенче, главксенче, предприятисенче тунă преступленисене нумай уçса панă.
«Хлебное дело» тенине пурте илтнĕ пуль. «Росглавкхлеб» пуçлăхĕ Исаев чылай банда йĕркеленĕ, тăхтаса тăмасăр «дефицит» çырса панă трестсенчен хальхилле каласан «откат» илнĕ. Урăхла каласан вара ĕç вырăнĕпе усă курса хăйне пăхăнса тăракансенчен укçа пуçтарнă, халăх чухăнлăхра пурăннă вăхăтра пылпа çу ăшĕнче ишсе çӳренĕ. Банда пуçлăхне тата унăн çывăх çыннисене 25 çула тĕрмене хупнă, пурлăхне туртса илнĕ.
«Дело ткачей». Кунта ятарлă кĕпе-йĕм çĕлеме уйăрнă 180 пин тенкĕ укçана çук тунă. «Дело музыкантов» – ăна вăрланă материалтан туса хатĕрленĕ пластинкăсем сутнăшăн уçнă.
Сталин ăнланнă: пулă пуçĕнчен çĕрет. Çавăнпа коррупци тымарне Мускавран кăклама пуçланă. Унтан çак хум пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Айăплисене пĕл шелсĕр тĕрмене хупнă. Çавăнпа коррупцие çĕнтернĕ те...
 
: 627, Хаçат: 3 (1352), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: