Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(«Пурнăç кукрашкисем» ярăмран)
Манăн пурĕ виçĕ кукка пулнă. Кĕçĕннине, 1904 çулта çуралнине, Кришша кукана, лайăх астăватăп. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланиччен вăл Ульяновск облаçĕнчи Тереньга районĕнчи Патуел ялĕнче пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пĕвĕпе ытла çӳллĕ мар, хыткан пит-куçлăскер йăвашшăн калаçатчĕ вăл çынсемпе. «Арă, арă» - тесе çеç тăратчĕ, калаçма юратакансен сăмахĕсене ăнтарса пырса. Мăшăрĕ вара, çивĕч пит-куçлăскер, йăваш упăшкине хăй аллипе тыткаланă. Çав Еля ятлă хаяр кинĕ çепĕç чунлă кукамая (кукамая эпир пурте ку енчи чăвашсен чĕлхипе «павăшки» тесе чĕнеттĕмĕр) кӳрентерме те вăтанса тăман. Пĕррехинче, тем сăлтавпа кăтăрса кайса, павăшкине чашкăри турăхпа питĕнчен сапнă. Кун çинчен павăшки ватлăх кунра куççуль кăларсах каласа кăтартатчĕ карчăксене.
Çак хире-хирĕç кăмăллă мăшăрсем сакăр ача пăхса ӳстерчĕç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче, мĕнпур вăйпитти арçынсем пекех, Кришша кукка фронтра пулнă. Пирĕн пата вăл Карпат тăвĕсем çинчи çапăçуллă çартан виç кĕтеслĕ çырусем ярса тăратчĕ. Унăн çырăвĕсене эпир савăнса илсе вулаттăмăр. Пĕррехинче Кришша кукка çырупа пĕрле хăйĕн сăн ӳкерчĕкне те ярса панăччĕ. Аллине автомат тытнă, урине пурттенккепе чăркаса пушмак тăхăннă пилоткăллă салтак тухса тăчĕ пирĕн ума. Кăкри çинче пĕр медаль пур.
Çартан Кришша кукка тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕ. Анчах павăшки ăна кĕтсе илеймерĕ, вăл выçлăха пула чире кайса 1944 çулхи çур кунĕсем умĕн çĕре кĕчĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Кришша куккин пысăк çемйи тĕван ене – хăй çуралса ӳснĕ Ялавăр ялне куçса тĕпленчĕ. Павăшкин кивĕ çуртне вăл тĕпрен юсаса тирпейлерĕ. Çуллахи кану кунĕсенче эпир унта хăнана кайса çӳреттĕмĕр. Шел пулин те, ватăлмалăх кунĕнче унăн пысăк çемйи саланса пĕтрĕ. Еля инке хулари пĕр хĕрĕ патне пурăнма куçрĕ. Кришша кукка хăйĕн юлашки кунĕсене ялта пĕчченех ирттерчĕ. Вăл вилсен ачасем çуртне сутса ячĕç. Халĕ унта ют çынсем пурăнаççĕ.
Павăшкин чунне ыраттаракан тĕп хуйхă аслă ывăлĕсен шăпиччĕ. Асли – Митта, вăтамми — Пеття ятлă пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан Миттана фронта илсе кайнă. Унтан таврăнсан Митта çемье çавăрнă. Пурăнасса ашшĕ-амăш çуртĕнчех пурăннă-ха.
Кĕтмен çĕртен çĕршывра граждан вăрçи пуçланса кайнă. Ку тăрăхра хĕрлисемпе шуррисем хушшинче юнлă çапăçусем пынă. Пеття кукка хĕрлисем енче çапăçнă. Митта кукка тек вăрçа каясшăн пулман. Яла хĕрлисен отрячĕ пырса кĕрсен вăл хирти ыраш хушшине тарса пытаннă. Такам систернипе ăна унта шыраса тупнă, çара кайма килĕшменшĕн ăна судсăр-мĕнсĕрех персе вĕлернĕ.
Пеття кукка хĕрлисен отрядĕнче Чĕмпĕр хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура пуçне хунă.
Çав синкерлĕ кунсем павăшки чĕри витĕр иртнĕ. Вĕсем çинчен вăл пире йĕре-йĕре каласа кăтартатчĕ. Кӳршĕ карчăксем вăл каласа кăтартнисене хăлхисене тăратсах итлетчĕç. Хăйсем унашкал лару-тăрăва лексе курманскерсем «Ах» та «ах!» тесе çех ларатчĕç.
Килти сăн ӳкерчĕксен альбомĕнче Миттапа Пеття кукка тата вĕсен çарти юлташĕ пĕрле ӳкерттернĕ сăн ӳкерчĕк упранатчĕ. Хĕрлĕ çăлтăрлă карттус тăхăннă Пеття кукка варринче тенкел çинче ларать, сылтăм енчи – Митта кукка, сулахайри палламан ентеш – салтак, Митта кукки хăрах аллине шăллĕн хулпуççийĕ çине хунă. Митта кукка тăхăннă çар карттусĕ çинчи кивĕ çар коккарди те уçăмлăн курăнса тăрать. Темле унăн сăнĕ япăх, шупка тухнă. Кунта та пулин ăна телей пӳрмен. Çитменнине унăн сăнне такам кăранташпа хĕреслетсе туртса та хунă пулнă. Тен, такам курса репрессие лекесрен хăранă тăвансенчен пĕри? Кил-йышра ăна-кăна шарласа калаçмастчĕç.
Шел, анне вилсен эпир тăлăха юлса ютра пурăннă çулсенче арчари сăн ӳкерчĕксем те, атте-анне япалисем те çухалса пĕтрĕç. Халĕ куккасен сăнарĕ манăн асра çех упранса юлнă.
 
 
 
Аслă Нагаткин.
 
: 858, Хаçат: 42 (1134), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: