Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕлле кайăксем юрламаççĕ, хĕлле вăрман шăпăртах ларать. Çапах та! Кăрлач уйăхĕнче кукăрсăмса юрланине илтме пулать. Нарăсра – пысăк кăсăя юрланине. Çавăнпа та кам та пулин юрламасть-ши тесе тепĕр чух хĕлле те вăрманта итле-итле пăхатăн.
Пĕррехинче манăн çапла йĕлтĕрсем юрланăччĕ. Эпĕ шăннă кӳлĕ çийĕн ярăнса пыраттăм, йĕлтĕрсем вара юрлаççĕ... Питĕ илемлĕ юрлаççĕ, юрă хыççăн юрă! Çав юрăсем юханшыв евĕр янăраса кăна пыраççĕ.
Анчах та чăннипе калас пулсан йĕлтĕ-рсем юрламаççĕ-çке-ха ăна, йывăç ăçтан юрлатăр/ Такам пăр айĕнче юрлать, шăп та лăп манăн ура айĕнче!
Пăрахса кайнă пулсан пăр айĕнчи юррăн вăрттăнлăхне пĕлеймесĕрех юлаттăмччĕ. Анчах та эпĕ каймарăм. Пăр çине выртрăм та пуçа çыран хĕрринчи хура шăтăк патне çывхартрăм. Кӳлĕри шыв нумай чакнă, пăр çавна пула симĕс мачча пек çакăнса тăрать. Пĕр тĕлте çакăнса тăрать, тепĕр çĕрте ишĕлсе аннă, хура шăтăксенчен пăс тухать. Анчах та унта пулăсем кайăк сассипе юрламарĕç-çке-ха/!
Юрри халь те чарăнман, çаплах янăрать. Йĕлтĕрсем те, пулăсем те, пăр хӳрисем те ун пек юрламĕç. Çавнашкал юрлама çĕр çинчи пĕр чĕрĕ чун çеç – кайăк! – пултарать.
Эпĕ пăра йĕлтĕр сырнă урапа тапрăм та – юрă чарăнчĕ. Кăшт тăрсан пăр шăтăкĕнчен пĕчĕк кайăк пăрăлтатса вĕçсе тухрĕ! Пăр айĕнчи кайăк катăлнă пăр хĕррине ларчĕ те, пуç тайнă чухнехи евĕр, виçĕ хутчен пĕшкĕнсе илчĕ.
- Сывă-и, шыв çерçийĕ!
Шыв çерçийĕ, паллах, хирĕç чĕнмерĕ: вăл пуç тайса пĕшкĕнме кăна пĕлет иккен. Тата юрă юрлама. Хĕл кунĕнче, пăр айĕнче!
Вăл каллех пăр айне кĕрсе кайрĕ те – унтан каллех юрă илтĕнме пуçларĕ. Хĕлле пулни мĕн уншăн/ Ним те мар. Çыран хĕрринчи пăр айĕнче çил те вĕрмест, сивĕ те мар, хурчкасем те çук. Хытăрах шăхăр кăна, шыв хӳри çакса тултарнă пăр маччи айĕнче ахрăм янăраса саланать. Мĕншĕн юрлас мар шыв çерçийĕн!
Пирĕн мĕншĕн итлес мар вăл юрланине/
 
: 603, Хаçат: 3 (1352), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: