Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче çуракине хатĕрленме пуçланă. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр кăçал пĕрремĕш хут ял хуçалăхĕпе промышленность палатин ларăвне ирттернĕ.
Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта 950 пин гектартан кая мар тĕш-тырă акма палăртаççĕ. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем – 543 пин гектар. Вĕсенчен кĕрхи культурăсем 247 пин гектар, çурхисем – 290 пин. Хĕвелçаврăнăшне 204 пин гектар çинче вырнаçтарма тăрăшаççĕ, сахăр чĕкĕнтĕрне – 12, выльăх апачĕ валли ӳстерекен культурăсене – 143, çĕрулми – 1 пин те 598, ытти пахча çимĕçсене – 978. Пурĕ çурхи культурăсене 603 пин гектар акма палăртаççĕ. 229 пин гектар çинче çĕртме сухи тума палăртнă.
Ял хуçалăх хатĕр-хĕтĕрне юсас тата машинăпа трактор паркне хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Кăтартусем тăрăх, паркра 4 пин те 641 трактор, 1 пин те 617 суха, 2 пин те 628 сеялка, 2 пин те 210 культиватор.
Ульяновск облаçĕнчи ялпа вăрман хуçалăхĕ-сен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2016 çулта регионти ял хуçалăх таварне туса илекенсене субсиди тӳлеме федераллă бюджетран 478 миллион та 600 пин тенкĕ куçарĕç. Область хыснинчен ял хуçалăх ĕçченĕсене пулăшма 452 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрĕç. Ку укçа-тенкĕ элита вăрлăхне туса илес, ăратлă выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетес пайсене аталантарма кайĕ.
 
: 225, Хаçат: 4 (1353), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: