Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ыран УОЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕ. Ун умĕн эпир область кĕпĕрнаттăрĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçипе, УОЧНКА председателĕпе, Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи представителĕпе, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çыннипе В.И.Сваевпа тĕл пулса калаçрăмăр.
 
-Владимир Ильич, эсир Ульяновск облаçĕ-нчи чăвашсен наципе культура автономине 13 çул каялла ертсе пыма пуçларăр. Мĕнрен тытăнтăр çĕнĕ ĕçе, мĕнле ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме пултартăр/
-2003 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче иртнĕ УОЧНКА конференцийĕнче хамăн кандидатурăна председатель пулма тăратма мана чăваш хастарĕсем тата область правительствинчен сĕннĕччĕ. Конференци делегачĕсем вара мана председателе суйларĕç. Чи малтан чăваш юхăмĕн хастарĕсемпе, автономин ун чухнехи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллашма тӳрĕ килчĕ. Хам çума хастар çынсене пухма тăрăшрăм. Нимле ĕçе те укçа-тенкĕсĕр тума çук. Çакна шута илсе УОЧНКА çумĕнче чăваш усламçисен «Эртел» клубне йĕркелесе ятăмăр. Вĕсем мана пĕрремĕш кунранах пулăшу аллине тăсрĕç, мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕ уйăрма тытăнчĕç. И.Я.Яковлевăн «Моя жизнь» кĕнекине тимлĕн вуласа тухрăм. Ку çын пирĕн халăхăн ячĕ-сумĕ, чысĕ, хăвачĕ. Яковлев – чăвашсен ялавĕ! Вăл хăйĕн «Халалĕнче» пире мĕнлерех пурăнмаллине каласа хăварнă. Вара эп ума тĕллев лартрăм: манăн Иван Яковлевич ĕçĕсене малалла тăсмалла, хамăр халăхшăн çак улăп çын пекех тăрăшса ĕçлемелле.Тӳрех Ульяновскра Яковлева чысласа палăк лартассинчен пуçларăмăр. 2006 çулта çак ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕмĕр. Палăк уçнă кун çынсем тĕрлĕ регионтан килнĕччĕ, çав шутра пирĕн патриархăн тăхăмĕсем Мускавран та çитнĕччĕ. Пухăннисем умĕнче сăмах илсе Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ку палăка уçни облаçшăн пысăк пулăм пулчĕ тесе палăртрĕ. Çапла вара хамăр ырă ĕçсене область пуçлăхĕсене кăтартма пултартăмăр, вĕсем ăна ырларĕç, малашне пире пулăшса пычĕç. Влаçри çынсемпе килĕшӳ тупрăмăр. Çаплах УОЧНКА районти уйрăмĕсене йĕркелес енĕпе нумай вăй хутăмăр, инçетри ялсем тăрăх чылай çӳрерĕмĕр. Халĕ 18 районта УОЧНКА уйрăмĕ пур.
Паллах, чăваш ĕçне малалла яма ачасене тăван чĕлхене вĕрентмелле, вĕсене хамăр çума явăçтармалла. Вĕсем валли лайăх услови пултăр тесе Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта Чăваш культура центрĕ уçрăмăр. Йăла-йĕркене упрас енĕпе Акатуй, Çăварни, Кĕрсăри тата ытти уявсене ирттерсе пытăмăр. Каярах вĕсене инçетри ялсенче те ирттерме тытăнчĕç. Çапла халăх хускалса пычĕ, несĕлсен тымарĕ патнелле туртăнчĕ. Халĕ Ульяновскри кашни Акатуй пирĕншĕн – пысăк уяв. Унта Морозов кĕпĕрнаттăр тата ытти пысăк пуçлăхсем пырса чăваш халăхне саламласси йăлана кĕчĕ.
Автономи пуçлăхĕсем сĕннипе облаçра Национальноçсен канашĕ йĕркелерĕç, ăна кĕпĕрнаттăр хăй ертсе пырать. Ун ларăвĕсенче эпир хамăрăн сĕнӳсене калатпăр, ыйтусене тăрататпăр, ытти халăхсен пĕрлĕхĕсен пуçлăхĕ-семпе пĕрле сӳтсе явса вĕсене татса паратпăр. Икĕ çул каялла ку канашсем кашни районтах ĕçлесе кайрĕç, вĕсене район пуçлăхĕ е ун çумĕ ертсе пырать.
2011 çулта Ульяновскра Раççей шайĕнче Акатуй ирттерсе яма пултартăмăр, унта хăнасем çĕршывăн 30 ытла регионĕнчен, пилĕк ют çĕршывран килнĕччĕ. Ку ыйтăва татса пама пире С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр тата Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев нумай пулăшрĕç. Ун хыççăн Раççей шайĕнчи Акатуй ниçта та пулман-ха. Пирĕн облаçра çуралнă «Сарпике» конкурс та анлă сарăлчĕ, халĕ ун пеккисене Мускавра Раççей шайĕнче ирттереççĕ. Ку конкурс чăваш хĕрĕсене наци ăс-тăнне ăша хывма, анне пулсан ачисене тĕрĕс ăс пама пулăшать. Çак тĕллевпех 3-10 çулхи ачасем валли кашни çул облаçра «Путене» конкурс йĕркелетпĕр, çаплах «Чăваш ачи, сассуна пар» (11-18 çулхисем) тата «Чăваш шăпчăкĕ» (çитĕннисем) конкурс-фестивальсе м иртеççĕ. Сăмахран, пĕлтĕрхи «Путенере» 225 ача хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
-Халĕ вĕренӳре çĕнĕ стандарт. Çак условире тăван чĕлхене вĕрентесси мĕнле шайра/
-Тӳрех каламалла: ку стандарт пирĕн ĕçе йывăрлатать, чăрмавсем кăларса тăратать. Çапах та эпир, автономи пуçлăхĕсем, облаçри вĕренӳ тата ăслăлăх министерствипе тачă çыхăнса вăй хуратпăр. Халĕ 16 шкулта чăваш чĕлхине предмет шайĕнче вĕренеççĕ, ыттисем – факультативсенче тата кружоксенче. Пурĕ чăваш ачисен 35-40 проценчĕ тăван культурăна ăса хывать – 3 пине яхăн. Халиччен пирĕн ачасем валли чăваш чĕлхи учебникĕсем çитместчĕç, юлашки çулсенче Шупашкартан пĕр кĕнеке те илменччĕ. Çак ыйтăва та татса пама пултартăмăр, наци автономийĕ çине тăнипе пĕлтĕр облаçа чăваш чĕлхи учебникĕсем килчĕç. Унччен, паллах, РОНО пуçлăхĕсемпе, шкул директорĕсемпе калаçса вĕсене мĕн кирлине ыйтса пĕлтĕмĕр. Малашне вĕсем хăйсене мĕн кирлине кашни çул заявка парса тăрĕç. Ку ыйтăва министерствăри тĕп специалист – Галина Дмитриевна Юдина тĕрĕслесе тăрĕ.
-Владимир Ильич, эсир область шайĕнчи пуçлăх та пулнă, халĕ вара обществăлла организацие ертсе пыратăр. Вĕсен ĕçĕнче мĕнле уйрăмлăх пур/
-Патшалăх службинче ĕçлеме çăмăлтарах. Унта çирĕпленнĕ йĕрке пур, итлеменнисене, ĕçлеме юратманнисене наказани пама пулать: выговор пани, премисĕр хăварни, ĕçрен кăларса яни... Çапах та эпĕ ку меслетсемпе усă курман, ялан çынна сума суса калаçнă, ăна сăмахпа каласа ĕнентерме тăрăшнă. Сăмахран, миграци управленине 10 çул ытла ертсе пынă хушăра ман урлă 100 пин мигрант, беженец тухнă. Нушана юлнă çынсемпе хутшăнса эпĕ вĕсенчен нумай ырă япала, çынсене тата ытларах хисеплеме вĕрентĕм, вĕсене чунпа ăнланма тăрăшрăм. Хальхи ĕçре мана ку питĕ пулăшать. Паянхи ĕç вара – обществăлла ĕç. Кунта эпĕ те, ыттисем те чун туртăмĕпе килнĕ. Никам та шалу илмест, çавăнпа вĕсене хисеплемелле, хăйĕн ĕçĕнче аталанма май туса памалла, хавхалантармалла, пулăшмалла. Пирĕн тивĕç – тăван халăх культурине аталантарасси. Çапах та ытти халăхсемпе ăмăртăва тухман эпир. Унталла та кунталла сиксе ӳкмелле мар. Хамăр ĕçсем çинчен çын умĕнче кăкăр çапса мухтансан, кашни кĕтесре кăшкăрсан ыттисене кӳрентерме пулать. Пурнăç политикăсăр пулмасть, çапах та наци юхăмĕнчи хастарсен унта тарăн кĕрсе кайма юрамасть.Вăл чăвашлăх ĕçне сиен кӳрет. Нацисен хушшинче килĕшӳ пултăр тесе ăнтăлмалла пирĕн, кашни кун хытă шавламасăр хамăр халăх валли усăллă ĕçсем тумалла. Облаçра пурăнакан 120 ытла халăх çыннисемпе те туслă пулмалла. Наци пĕрлĕхĕсен пуçлăхĕсен облаçри халăхсен культурине аталантарас тесе тăрăшмалла, çакă пурнăçа илемлĕрех, интереслĕрех тума пулăшать. Ку вара çынсене тăрăшса ĕçлеме вăй парать, ун чух пирĕн область экономики те çĕкленет, халăх пурнăçĕ те лайăхланать.
-Владимир Ильич, малашнехи плансем мĕнлерех/
-Малашне те тăван халăха усă кӳресчĕ, тăрăшса ĕçлесчĕ çак вырăнта. Эпир кăçалхи плана кĕпĕрнаттăра çырса панă ĕнтĕ, унта кашни çул ирттерекен уявсене кĕртнĕ. Сергей Иванович алă пуссан пире Акатуй тата ача-пăча уявĕсем валли кăштах укçа-тенкĕ уйăрса пама пултараççĕ. Ку вара пирĕншĕн пысăк пулăшу пулать. Тĕрĕссипе, пирĕн тем шутласа тупмалли çук ĕнтĕ. Ачасене шкулта тăван чĕлхене вĕрентесчĕ, чăваш культурипе паллаштарасчĕ, йăлана кĕнĕ уявсене малалла тăсасчĕ. Чăваш культура центрĕсем, «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм редакцийĕсем йĕркеллĕ ĕçлесе пыччăр. Çаксене пĕр тытăм тесе калама май пур, ку тытăм тахçанах йĕркеленнĕ. Малашне те çапла пултăр. Тĕрĕссипе, председатель пĕр-пĕччен нимĕн те тăваймасть. Кашни хăй вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелле, усăллă ĕçсем тумалла. Хастар чăвашсене пурне те тăрăшуллă ĕçĕсемшĕн тав тăватăп, малашне те çапла пĕрле тачă çыхăнса ĕçлессе шанатăп.
-Тавах калаçушăн.
 
: 573, Хаçат: 4 (1353), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: