Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мускав телевиденийĕ грипп эпидемийĕ пуçланнă регионсене кăтартрĕ. Вĕсен шутĕнче Ульяновск облаçне те асăнчĕ. Кăçалхи грипп ытти çулхисенчен самай улшăнса тăрать, вăл хăрушăрах, унăн тĕсĕ – А(Н1N1). Тепĕр майлă каласан – сысна грипĕ.
Ун пирки тĕнчере 2009 çулта калаçма пуçларĕç, вăл питĕ хăрушă пулнине палăртрĕç. Гриппа вилнисем те сахал пулмарĕç. Анчах пĕр-ик çултан эпир ун пирки мантăмăр. Çак вăхăтра А(Н1N1) ниçта та кайса çухалман, çынсем хушшинчех çӳренĕ.
Сысна грипĕпе чирлесе вилекенсем Раççейри регионсенче кунсерен нумайланса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, юлашки эрнере Ямалта 75 çын чирленĕ, Саратов облаçĕнче – 9, Калуга облаçĕнче – 24, Санкт-Петербургра – 123. Вун-вун çын вилнĕ.
Облаçри Роспотребнадзор управленийĕн эпиднадзор уйрăмĕн пуçлăхĕн Диляра Хакимован сăмахĕпе, кăçал пирĕн регионта сысна грипĕпе 20 яхăн çын чирленĕ. Çав шутра – икĕ çулхи хĕрача.
Грипа чирлĕ çынпа çывăх тăнă чухне тата сывлăшпа, чирлĕ çын ӳсĕрнĕ е апчху тунă чухне ертме пулать.
Мĕнпе хăрушă кăçалхи грипп/ Ăна мĕнле уйăрса илме пулать/
Сысна грипĕ ыттисенчен ытлашши уйрăлса тăмасть: çын халсăрланать, ӳт температури ӳсет (ытлашши хăпармасса та пултарать), çан-çурăм сурать, пуç тата пыр ыратать, ӳслĕк тапранать, сăмса юхать е питĕрĕнсе ларать, хăш чухне хăстарать тата варвитти ерет. Уйрăм палли - ӳпке шыçни, сывлăш çулĕсем пĕрĕнсе ларни. Çакна флюорографи тусан кăна палăртма пулать.
Çавăнпа та хăвăра начар туйсан, ӳт температури 37,8 градус кăна пулсан та тухтăра чĕнтермелле, мĕншĕн тесен малалла температура питĕ хăвăрт хăпарать. Çыннăн хăй тĕллĕн сипленмелле мар, ку вилĕм патне çитерме пултарать. Грипп паллисем палăрсан иккĕмĕш-виççĕмĕш куннех ӳпке шыçать.
Чир 5 çула çитеймен ачасене, 65 çултан аслăраххисене, çие юлнă хĕрарăмсене, шала кайнă чирпе чирлекенсене хăвăрт ерет.
Вăхăтра тата пĕлсе (пульницара) сиплесен сысна грипĕнчен икĕ эрнере сыватаççĕ.
Ку грипа вируссемпе кĕрешекен препаратсемпе сиплеççĕ. Анчах ăна тухтăр çырса памалла. Ӳт температурине чакарас тĕллевпе ибуклин е парацетамол, нумайрах шыв ĕçмелле.
Эпидеми вăхăтĕнче тухтăрсем нумай çын пухăнакан вырăнсене тухса çӳремелле мар тесе асăрхаттараççĕ, алла час-часах супăньпе çума сĕнеççĕ. Чирленĕ çыннăн урама тухма тăрăшмалла мар, пульницана кайнă чухне маска тăхăнмалла, ӳсĕрнĕ чухне çăвара тата сăмсана тутăрпа хупламалла.
Тата çакна каласа хăварас килет, сысна ашĕнчен грипп ермест, мĕн чухлĕ çиес килет – çийĕр!
 
: 633, Хаçат: 4 (1353), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: