Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елена Николаевна Мустаева (Федорова) 1966 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енри Вăрнар районĕнчи Кушлавăш текен ялта çуралнă. Кульцавра вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. «Канаш» хаçатра 1991 çултанпа вăй хурать. Паян вăл информаци пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлать, унпа пĕрлех çырусенне те илсе пырать.
 
Юбилей умĕн ĕçтешĕмĕр ыйтусене хуравларĕ.
-Юбилей тĕлне сирĕншĕн чи пахи мĕн/
-Чи пахи – Çут тĕнче пурри, çĕршывра тăнăçлăх хуçаланни, çакă çутă тĕнчере сывлăхпа пурăнни, юратнă мăшăрпа ачасен, мăнукăмăн сывлăхĕ.
-Шăпана мĕншĕн тав тăватăр/
- Паянхи пурнăçпа киленме пӳрнишĕн.
-Ача чух кам пулас килетчĕ/
- Ача чухне эпĕ вĕрентекен е милици ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Милици ĕçĕ мана атте хăй служби пирки интереслĕ каласа панипе илĕртнĕ пулĕ. Атте салтакран таврăнсан милицие кĕнĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех унта вăй хунă. Ун чухне милиционерсем районта нумай пулман. Участокри милиционер пулнă май вăл районти 17 яла пăхса тăнă. Ĕçре интереслĕ самантсем те сахал пулман-тăр.
Учитель профессийĕ пирки каласан вара - хăш ача учитель пулма ĕмĕтленмен-ши/ Вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Раиса Валентиновна пек вĕрентӳçĕ пулас килетчĕ. Ачаллах уроксене вăл епле йĕркелет, эпĕ те çапла ирттерĕп тесе шутлаттăмччĕ. Тата аннен пурнăçланайман ĕмĕтне пурнăçлас килнĕ. Ман кукаçи çын элекне пула 1939 çулта тĕрмене лекнĕ, унтах пурнăçĕ татăлнă. Аннен вара шкулта «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă пулсан та малалла вĕренме укçи пулман.
-Йăх-несĕлĕрпе паллаштараймăр-ши/
- Аттепе анне питĕ интереслĕ те илемлĕ çынсемччĕ. Вĕсен çемйисен историйĕ питĕ пуян.
Атте, Николай Федорович,1928 çулхиччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хуçалăхри, колхозри мĕнпур йывăрлăх шăпах вĕсем çине тиеннĕ. Ахальтен мар вăл «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулхи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Пурнăçра интереслĕ самантсем нумай пулнă унăн: ачалăхра та, вăрçă вăхăтĕнче те, салтакра та, кайран та. Вăл вĕсем пирки тата хамăрăн йăх-тымар историне питĕ интереслĕ каласа паратчĕ. Аттен аслашшĕ патша çарĕнче 25 çул службăра тăнă. Унăн пурнăçне лайăх пĕлетчĕ. Хĕллехи вăрăм каçсенче аттен калавĕсене нумай итлесе ларнă. Хамăн кĕнекене те çавсенчен хăшĕсене кĕртнĕ.
Анне, Серафима Александровна (1934 çулхи) сăмах ăстиччĕ, каларăшсем нумай пĕлетчĕ. Шел, вăхăтĕнче çырса юлман. Халь нумайăшне астумастăп. Пиллĕкрех ашшĕсĕр тăрса юлнă. Вунпиллĕ-крех фермăна ĕне сума кайнă.1955 çултанпа вăрçăпа арканнă Севастополе çĕнĕрен çĕкленĕ çĕрте вăй хунă. Каялла тăван яла таврăнсан мĕн пенсие тухичченех лавккара ĕçленĕ. Анне йăхĕ пирĕн тăрăхра пуян пулнă, хастарлăхĕ-пе тата илемĕпе уйрăлса тăнă. Ялтан тухнă пĕрремĕш вĕреннĕ çын та аннен йăхĕнчен, кукаçи енчен – Иван Митрофанович Дмитриев. Вăл Санкт-Петербургри патша дворĕ çумĕнчи юрă капеллинчи регентсен класне пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче музыка преподавателĕнче ĕçленĕ, кайран паллă çынсем пулса тăнă Константин Иванова, Степан Максимовпа Федор Павлова, Григорий Лискова вĕрентнĕ. Ун пирки питĕ пултаруллă преподаватель тесе И.Я. Яковлев та çырнă, кĕнекесенче сăнӳкерчĕкĕ чылай. Эп кун пирки нумаях пулмасть пĕлтĕм, пирĕн ялтан тухнă хисеплĕ профессор Виталий Родионов каласа пачĕ. Питĕ пăлхантăм, тăванăм сăнӳкерчĕкне пăхатăп та – чун хăпартланса каять. Анчах вăл нумай пурăнайман.
-Пурнăçри чи савăнăçлă самант.
- Кун пек чи савăнăçлă самант тесе пĕр пулăм пирки калама çук. Савăнăç вăл – пĕрремĕш класа кайни те, университета вĕренме кĕни те, диплом илни те, ача çурални те, хваттер илни те, пĕрремĕш хайлав хаçатра пичетленни те, кĕнеке тухни те... Каласа пĕтерме йывăр.
-Олег Николаевичпа мĕнле лару-тăрура паллашнă/
-Эпир Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ: эпĕ – вырăс чĕлхипе литератури уйрăмĕнче, вăл – чăваш чĕлхипе литератури. Пĕр общежитире пурăннă. Çавăнта ăнсăртран паллашнă. Эпир, хĕрсем, кула-кулах Кивĕ Çĕнĕ çулта юмăç пăхма шутланăччĕ. Пӳлĕмре аппаланнă хыççăн хамăр ушкăн хĕрĕсем пурăнакан пӳлĕме кайрăмăр. Çавăнта тĕл пултăмăр.
-Олег Мустаев Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăвашлăха чĕртсе яракансенчен чи хастарри теме пулать. Ăна пирĕн облаçра çеç мар, кӳршĕ Республикăсенче те аван пĕлеççĕ. Хĕрӳ чĕреллĕ чăваш арĕн арăмĕ пулма çăмăл-и/
- Çăмăл та мар, йывăр та мар. Юратнă çын мăшăрĕ пулма савăнăç кăна. Çынсем пекех пурăнатпăр тесе шутлатăп. Виçĕ ача ӳстеретпĕр, мăнук пур. Иксĕмĕр те пĕр тытăмра – массăллă информаци хатĕрĕсенче – ĕçлени пирĕн пурнăçа интереслĕрех тума пулăшать. Тĕрлĕ мероприятипе уявра пĕрле пулатпăр, командировкăсене пĕрле çӳретпĕр, чăваш уявĕсене пĕрле йĕркелетпĕр, пĕр-пĕрин ĕçне хаклама пултаратпăр. Çутçанталăка час-часах тухатпăр: çулла çырлана, кĕркунне кăмпана çӳретпĕр.
-Юратман ĕçре савăнăç та, çитĕнӳ те çук теççĕ. Журналистикăра сирĕн ятăр çирĕпленсе пырать, хайлавăрсем нумай хаçат-журналта пичетленеççĕ. Сирĕншĕн мĕн вăл ĕç/
-Ĕç вăл кашни çыншăн çур пурнăç пулĕ. «Канаш» хаçатра ĕçлеме тытăнни кăçал çу уйăхĕнче 25 çул çитет. Çак вăхăтра тĕрлĕ должноçра вăй хутăм. Апла пулин те пĕр кун та ĕçе каяс килменни пулман. Эп ĕçе савăнса килетĕп, ĕçрен те киле савăнса каятăп, паллах. Журналистикăпа литературăри ĕçĕмсене ыттисем хак парсан кăмăллăрах. Никамран та пытармалла мар, пултаруллăх ĕçĕпе ĕçлекенсем хушшинче кĕвĕçӳ пысăк. Тен, профессионал пулнипе, ыттисен ĕçĕсенче ытларах кăлтăкпа çитменлĕхе кураççĕ. Çыру ĕçĕнче вара хавхалантарни кирлĕ. Эп мухтани пирки каламастăп. Литературăра сумлă вырăн йышăннă çынсен вара кашни сăмахĕ витĕмлĕ. Мана ку енĕпе «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Василий Кервен питĕ пулăшать: «Елена, çыр, çыр, санăн пулать, санăн çыру ĕçне пăрахмалла мар, çырмалла. Тата мĕнле тема пур-ха сан/» - тет те компьютер умне ларса тепĕр хайлав шăрçалас килет. Пĕр калав хыççăн Валентина Тарават шăнкăравласа ырă сăмах каланишĕн те пит савăнтăм. Кашкăр Махмучĕ ячĕллĕ калавçăсен конкурсне хутшăнса Шупашкарта, тĕрĕк тĕнчинче хам пирки пĕлтертĕм.
Ытларах чухне ĕçĕме ахаль вулакансем хак параççĕ, вăл чи пахи тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен эпир вĕсемшĕн çыратпăр, халăхшăн ĕçлетпĕр. Эпир çырнă кашни сăмах, точка таранччен, пĕлтерĕшлĕ: ăна вулакан чĕри витĕр кăларать, кулмалли пулсан кулать, кулянмалли пулсан – йĕрет, пĕтĕмлетӳ тăвать. Вулакан ырă сăмах каласан, паллах, савăнатăп, хăпартланатăп. Çак туйăм малалла хавхаланса ĕçлеме хистет.
-Çĕнĕрен çуралас пулсан журналист профессине суйласа илнĕ пулăттăр-и/
-Татса калама пултараймастăп. Шăпа мĕнле пулса тухать унта. Тен, журналистикăнах çавăрса килет, эп пĕртте хирĕç мар. Интереслĕ, Интернетра иртнĕ пурнăçра хам кам пулнине шыраса тупнăччĕ (халь унта темĕн те пур вĕт): эпĕ писатель, драматург пулнă иккен. Калав-повесть çырас туртăм, тен, ман иртнĕ пурнăçран вăраннă. Тĕлĕнмелле те, ĕненмелле те...
Журналистика пирки каласан – ача чухне эпĕ журналист пулма ĕмĕтленме хăйман та. Маншăн вĕсем çав тери çӳллĕ шайра тăракан, пысăк пĕлӳ-ллĕ çынсем пулнă. Радиопа тĕрлĕ специалистран интервью илнине итлесен вĕсен пĕлĕвĕн анлăхĕ-нчен тĕлĕнеттĕм. Журналистăн пурнăçри, наукăри пур тытăма та ăнланмалла вĕт-ха. Пĕр-пĕр ĕçе пĕлмесен ыйту параймастăн. Шкул çулĕсенче эпĕ хаçат-журнала заметкăсем çырса тăман, çапла тума никам та сĕнӳ паман. Анчах шкулта та, университетра та манăн сочиненисене е литературăпа çырнă тĕпчев ĕçĕсене педагогсем тĕслĕх вырăнне хурса пурин умĕнче те вуласа паратчĕç.
«Канаш» хаçата корректор пулса вырнаçсан ун чухнеххи тĕп редактор Валериан Федорович Ромашкин хаçата статьясем çырма хавхалантарса тăчĕ. Кайран пĕчĕк калавсем çуралчĕç, вĕсене те редактор сивлемерĕ. Ырă сăмах çурхи кун пек ăшă теççĕ. Çапла çуралчĕ манра журналист.
Пурнăç журналистикăпа çыхăннишĕн ӳкĕнместĕп, савăнатăп çеç. Эппин, ман сăмахăм, шухăш-туйăмăм ĕмĕрлĕхех хут çине çырăнать, историре юлать.
- Тепринче тĕл пулакан çитменлĕхсенчен хăшне тӳсме пултараймастăр/
-Паллах, çитменлĕхсĕр çын çук. Кĕскен каласан - эпĕ суякан, элекçĕсемпе ытлашши кĕвĕç çынсене юратмастăп. Хăшĕсем хăйсем ыттисем умĕнче лайăх курăнассишĕн теприне пылчăкпа варалама, суя айне путармах хатĕр. Эпĕ кун пек çынсене хам çывăха ямастăп. Юлташ суйнине пĕлсен те – туслăха тататăп.
-Паян сирĕн чĕрĕре мĕн ыраттарать/
-Ачасен, мăнуксен пуласлăхĕ канăçсăрлантарать. Тĕнчери лару-тăру йывăрланнăçем йывăрланса пырать. Çамрăксене ура çине тăма халĕ çăмăл мар.
-Юбилей кĕрекинче кама тав тунă пулăттăр/
- Паллах, хама хисеплесе те юратса пухăннă тăванăмсемпе юлташăмсене, ачасене.
-Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăр/
-Ĕмĕтĕмре – тепĕр кĕнеке кăларасси.
-Интервьюшăн пысăк тав.
 
: 273, Хаçат: 4 (1353), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: