Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр çĕрĕ çинче мечĕкпе хоккейла выляма 1920-мĕш çулсенче пуçланă. 1937 çулта Ульяновскра çитĕннисен 12 команда пулнă, çамрăксен – 8 (пурĕ 400 хоккеист). Аслă вăрçă хыççăн Ульяновск спортсменĕ-сем РСФСР чемпионатĕнче выляма пуçлаççĕ. Тата вунă çултан «Динамо» команда СССР чемпионачĕн аслă лигине кĕрет. Пирĕн область – вырăс хоккейĕн ветеранĕ шутланать.
 
1964 çулта Ульяновскри «Волга» команда ют çĕршыв спортсменĕсемпе пуçласа вылять, Швецирен килнĕ клубсен сборнăйĕпе тĕл пулать. 1970 çулсенче пирĕн хоккеистсем пĕрин хыççăн тепри çитĕнӳсем тăваççĕ. «Волга» 1971-72 çулсенчи сезонра СССР чемпионачĕн кĕмĕл медальне тивĕçет. Унтан вара 1975-76 тата 1976-77 çулсенче виççĕмĕш вырăн йышăнать.
Пирĕн тăрăха пысăк ăмăртусем те килсе çитеççĕ. 1970 çулта Ульяновскра Ленин çурални 100 çул çитнине халалласа РСФСР халăхĕсен хĕллехи 4-мĕш спартакиади иртет. Унта пирĕн хоккеистсем Мускавран килнĕ «Динамо» хоккеисчĕсене парăнтарса чемпион пулса тăраççĕ.
1978 çулта вара область центрĕ-нче юниорсен хушшинчи 6-мĕш тĕнче чемпионачĕ иртет. Унта СССР, Швеци, Финлянди, Норвеги çамрăкĕсем хутшăнаççĕ. Пирĕн çĕршыв команди кĕмĕл медаль çĕнсе илет.
1985 çулта Ульяновскра РСФСР халăхĕсен хĕллехи 8-мĕш спартакиадин хоккей турнирĕ пулать, унта Ульяновск облаçĕн спортсменĕсем Горький облаçĕнчен килнисене 6:3 шутпа çĕнтерсе мала тухаççĕ.
Çак çулах Ульяновск çамрăкĕсем 1969-1970 çулсенче çуралнисен хушшинче СССР чемпионатне хутшăнаççĕ, унта çĕнтереççĕ.
1985 çулта СССР командинче тӳрех тăватă ульяновец выляма пуçлать. А.Господчиков тата И.Фасхутдинов ун чухне Мускав командинче пулнă ĕнтĕ, Н.Афанасенко тата С.Наумов вара «Волгăра» вылянă. Ку команда Норвегире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче пурне те çĕнтерсе мала тухнă. Унтан таврăнсан Николай Афанасенкăна СССР тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ ятне панă.
1986 çулта СССР чемпионачĕн картинче «Волга» Мускавран килнĕ «Динамо» командăпа тĕл пулнă. Ун умĕн Ульяновск хоккеисчĕсем çĕршыв чемпионатне хутшăнма тытăнни 30 çул çитнĕ ятпа уяв ирттернĕ. Унта область тата çĕршыв чысне ăнăçлă хӳтĕленĕ хоккеистсен аслă ăрăвĕнчи Н.Гунин, П.Булдаковский, Г.Лосев, В.Монахов, Л.Мухаметзянов тата ыттисем хутшăннă. Вăйă вара пăр хуçисем çĕнтернипе вĕçленнĕ.
Ульяновскри «Волга» 1996-97 çулсенчи сезонра тата бронза медаль çĕнсе илме пултарнă.
Ульяновск хоккеисчĕсем çĕршыв чемпионатне хутшăнма тытăнни кăçал 60 çул çитет. Шăпах çак çул февралĕн 1-мĕшĕнче Ульяновскра тĕнче чемпионачĕ пуçланать, унта тĕнчери чи вăйлă 8 команда хутшăнать: Раççей, Швеци, Финлянди, Казахстан, Норвеги, Латви, Беларуç, АПШ (США).
 
: 592, Хаçат: 4 (1353), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: