Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Улах сăри юрри
Уçмарăм, хупмарăм, çаклатмарăм,
Тантăш, эс иккенне эп пĕлмерĕм.
 
Хушса юрламалли:
Лар-ха, тантăш,
Лар-ха, тантăш çумма, калаçар-ха.
 
Тантăш, эс иккенне пĕлнĕ пулсан
Ука пĕрнĕ енчĕк,ай, шел марчĕ.
 
Ука кăна марччĕ, ай, пурçăнччĕ,
Пурçăн çине канва, ай, тунăччĕ.
 
Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, ай, айккинче
Хĕрсем чĕнтĕр çыхса, ай, лараççĕ.
 
Савнийĕсем асне, ай, килсессĕн
Çыхнă чĕнтĕрсене, ай, сӳтеççĕ.
 
 
Хĕр сăри такмакĕсем
Хĕр сăри, Хĕр сăри,
Хĕр сăри çапла пулать.
Хĕрне каччи укçа парсан
Хĕр сăри чаплă пулать.
 
Атя, тантăш, иксĕмĕр
Пĕр пуç тура илер-и?
Эсĕ лартăн пĕр эрне,
Эпĕ лартăм ик эрне.
 
Атя, тантăш, иксĕмĕр
Пĕр савнă тус савар-и?
Эсĕ ларăн пĕр эрне,
Эпĕ ларăп ик эрне.
 
Юрлăр савăнса,
Ташлăр савăнса,
Çамрăк ĕмĕр ан ирттерĕр
Йĕрсе, çунса, хуйхăрса.
 
Савни, савни, саватна,
Сар сăмавар лартатна?
Эпĕ асна килмесен
Çимесĕрех тăратна?
 
Сарă, сарă, сап-сарă,
Сарă чечек аврисем.
Нумайăшĕ кăвак куçлă,
Пирĕн ялăн хĕрĕсем.
 
Мана савни каларĕ:
"Веç хура тумлан", - терĕ.
Каçпа иккĕн ларнă чухне
Çын ан паллатăр терĕ.
 
Савелейĕн саккăрăн
Саккăрĕш те хамăрăн.
Ташлăр савăнса,
Гармонисчĕ хамăрăн.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 957, Хаçат: 42 (1134), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: