Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕнчи ял хуçалăх министерстви Ульяновск облаçĕнче вăй хуракан фермерсене хавхалантарас тĕллевпе йышăнакан программăсене ырланă.
 
Субсидисем 2016 çулта федераллă бюджетран килĕç.
«Ĕçе пуçăнакан фермерсем» тата «Хресчен (фермер) хуçалăхĕсен никĕсĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен çемье фермисене аталантарасси» программăсем 2012 çултанпа Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пуçарнипе пурнăçа кĕреççĕ. Ульяновск облаçĕнчи ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствипе фермерсен ассоциацийĕн специалисчĕсем ку тăвăмсене хутшăнас кăмăллă хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсемпе тĕлпулусем тăтăш йĕркелесе çĕнĕлĕхсене сӳтсе яваççĕ. Тăватă çулта 138 фермер 162 миллион та 200 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Услам ĕçне-хĕлне аталантарма фермерсем тата хăйсен укçине – пурĕ 27 миллион та 700 пин тенкĕ - хывнă.
- Регион ял хуçалăх ĕçне пуçăнакан фермерсене хавхалантарассипе йĕркеленĕ патшалăх программине пурнăçа кĕртессине малалла тăсать. 2015 çулта кăна пурĕ 29 çамрăк 41 миллион та 700 пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Ку укçана ĕçе кĕртсе пурĕ 1 пин те 400 пуç мăйракаллă шултра выльăх туяннă, сурăх – 1200 пуç, вăрлăх – 400 тонна ытла, удобренипе наркăмăшлă им-çам – 100 тонна, техникăпа хатĕр-хĕтĕр – 175 единица. 11 миллион тенкипе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли 28 витене тĕпрен юсанă çĕрте усă курнă, - пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕн ялпа вăрман тата çутçантăлăк пуянлăхĕсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Александр Братяков.
Ку программăсене пурнăçа кĕртнĕ хушăра ĕçе пуçăннă тата çĕнĕрен йĕркеленнĕ çемье фермерĕсем тĕш-тырра тата ытти культурăсене пурĕ 29 пин те 400 пин гектар çĕр çинче туса илни паллă. Вĕсенчен 6 пин те 800 гектарĕ усламçăсен харпăрлăхĕ. Ял хуçалăх ведомстви пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенче пурĕ 9 пин пуç выльăх тата кайăк тытаççĕ: вĕсенчен 800 пуçĕ - ĕне тата пушмак пăру, 3 пин те 500 – сурăх, 500 – сысна, 1 пин – чăх-чĕп.
 
: 624, Хаçат: 5 (1354), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: