Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕнче облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕн 5-мĕш отчăтпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.
Чи малтанах делегатсемпе хăнасем ура çине тăрса Раççей гимнне итлерĕç.
Конференцие УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев уçрĕ. Вăл пухăва 1 пин чăвашран 1 делегат суйланине пĕлтерчĕ (юлашки халăх çыравĕпе – облаçра 94 пин те 970 чăваш пурăнать) – 105 делегат. Вĕсенчен 91-шĕ килсе çитнĕ.
Делегатсем конференци ĕçне чăваш халăхĕн патриархĕ И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунипе пуçларĕç. Çак чыса УОЧНКАн хисеплĕ председателĕ П.Я.Уфимкин тата çамрăксен канашĕн председателĕ тивĕçрĕç.
Конференцие ертсе пыракан ĕç президиумне Ульяновск Хулин Думин депутатне П.К.Столярова, Чăваш наци конгресĕн вице-президентне В.Л.Клементьева, Чăваш Республикин культура министерствин наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхне С.Д.Казакова, облаçри вĕренӳпе инноваци центрĕн этнокультура вĕренĕвĕн пайĕн тĕп специалистне В.А.Архипована суйларĕç. Çаплах пухăвăн секретариатне, редакцие, шутлав, мандат комиссисене палăртрĕç.
Конференци ĕçне йĕркеллĕ илсе пыма сунса Шупашкар хăнисем сăмах каларĕç. С.Д.Казаков Чăваш Республикинчи культура министерствин ĕçне илсе пыракан К.Яковлевăн салам çырăвне вуласа пачĕ.
В.Л.Клементьев Ульяновск облаçĕ-нче хăватлă чăвашсем пурăннине палăртса малашне те йăла-йĕркене, культурăна, чĕлхене сыхласа хăварассишĕн, аталантарассишĕн тăрăшса, пĕр-пĕрне хисеплесе пĕрле ĕçлеме сунчĕ.
Кун йĕркинче тăракан пĕрремĕш ыйту – УОЧНКА ĕçтăвком председателĕн В.И.Сваевăн отчет доклачĕ пулчĕ.
УОЧНКА отчетпа суйлав конференцие область правительствин председателĕ С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр, Ульяновск хули мэрĕ С.С.Панчин тата искусствăпа культура политикин министрĕ Т.А.Ившина килсе çитрĕç.
С.И.Морозов чăвашсен автономийĕ тĕллевне – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетессине – туллин пурнăçланине, правительство программисене туллин пурнăçланине, тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине, пирĕн регионпа Чăваш Республики хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме пулăшнине палăртрĕ. УОЧНКА председательне В.И.Сваева тав турĕ.
-Облаçра çĕр ытла наци çынни пурăнать. Пирĕн тĕп пуянлăх – вĕсем хушшинче туслăх! Регионти тăнăçлăх, килĕшӳ автономисен ĕçĕнчен килет. Чăвашсем пирки каласан вара – эсир тĕрлĕ пуçарура малта пыратăр. Тĕслĕ-хрен,«Наци ялĕ» проекта тăратсан правительство ларăвĕсенче ку ыйтăва нумай çĕклерĕмĕр. Чи малтан чăвашсем тытăнчĕç, В.А.Федоров тата ывăлĕсем тăрăшнипе чăваш кил-çурчĕ кĕçех савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ. Автономисен ĕçĕнче малашне çамрăксене воспитани парассине, çемьесене пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртасшăн. Юлашки вăхăтра пирĕн облаçра та çынлăхпа çыхăнман хăрушă пулăмсем пулса иртрĕç – коллекторсем укçа илессишĕн çунакан шĕвеке çурта пăрахса ачана çунтарса яма тытăннă, Карсунта хĕрсем пĕр-пĕрне хĕнеççĕ, Мускав çывăхĕнче çулталăк çурăри ачана 9-мĕш хутран кăларса ывăтнă. Обществăри лару-тăру кашни çемьери килĕшӳрен, çын кăмăлĕ мĕнле пулнинчен килет, - терĕ вăл. Çаплах кĕпĕрнаттăр иртнĕ çул Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине палăртнă çĕрте чăвашсем хастар пулнине, патриотла воспитани парас ĕçе хастар хутшăннине каларĕ. «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» асăнмалăх паллăпа Николай Казаковпа Владимир Ярухин таврапĕлӳçĕсене наградăларĕ.
Сергей Панчин чăваш культурипе чĕлхине сыхлас ĕçри автономин тӳпине палăртрĕ. Чукун çул районĕнчи чăваш автономин ертӳçине В.Буяндукова, Е.Краснова, С. Марышева, Г. Прилучных вĕрентӳçĕсене Ульяновск Хулин Думин Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Малалла И.Н. Иванюкова ревизи комиссийĕн отчечĕпе паллаштарчĕ.
- Автономи кассине спонсорсенчен 933 пин те 710 тенкĕ кĕнĕ. Паяна 42 пин тенкĕ юлнă, 891 пин те 710 тенкине расхутланă, - каласа пачĕ вăл.
В.И.Сваев докладне сӳтсе явса В.В.Прохорова (Ишевке, методист), С.А.Марышева (вĕрентӳçĕ), Л.А.Васильева (64 шкулти чăваш культура центрĕн ертӳçи), Н.Д.Розов (таврапĕлӳçĕ), В.И.Чигаков (Мелекесс районĕ), А.Н.Фадеев (Ульяновск, усламçă) сăмах тухса каларĕç, автономи ĕçне юрăхлă тесе хакларĕç.
Н.Д.Розов хăй чăвашлăх ĕçĕнче 90-мĕш çултанпа ĕçленине, малашне те демократиллĕ, улшăнусăр, лăпкă, шавламасăр ĕçлесшĕн пулнине пĕлтерчĕ.
В.И. Чигаков чăвашсен хальхи технологисемпе тан пымаллине, автономи ытти регионсенчи чăвашсемпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ.
А.Н.Фадеев (Ульяновск) автономи ĕçĕнче ытларах çамрăксене курас килет терĕ.
Конференцин кун йĕркин тепĕр пысăк ыйтăвĕ – Устав проектне сӳтсе явасси. РФ 2014-2015 çулсенчи обществăлла организацисем çинчен калакан саккунĕпе килĕшӳллĕн устава мĕнле улшăнусем кĕртнипе Г.Мадюков адвокат паллаштарчĕ. Ăна туллин «Канаш» хаçатра та пичетленĕччĕ. Делегатсем уставăн 8.13 пунктне хушу кĕртме сĕнчĕç – «Председатель автономии избирается Конференцией открытым голосованием простым большинством голосов сроком на 5 лет». Делегатсем «открытым или тайным голосованием» тесе ытларах сасăпа улăштарчĕç.
Конференцин тĕп ыйтăвĕ – УОЧНКА председательне суйласси. Кăçал делегатсем сĕннипе икĕ çын кандидатурине тăратрĕç: В.И.Сваев тата О.Н.Мустаев.
Кандидатсем хăйсен ĕç программипе паллаштарнă хыççăн суйлав иртрĕ.
В.И. Сваев малашне те автономин программипех ĕçлеме шантарчĕ. Вăл тăрăшнипе И.Я.Яковлев палăкĕ лартнине, 64-мĕш шкулта Культура центрĕ уçăлнине, кашни çулах Акатуй, Кĕр- сăри, ачасен уявĕсемпе конкурсĕсене йĕркеленине, «И.Я. Яковлев хваттерĕ» музейра иккĕмĕш хутра çĕнĕ экспозици ĕçлеме тытăннине пĕлтерчĕ. Тепĕр пилĕк çул та уçăмлă та тӳрĕ кăмăлпа ĕçлĕп терĕ.
О.Н. Мустаев програминче: çамрăксен пысăк организацине йĕркелесси, вĕсене грантсем илсе ĕçлеттересси, патриотизм ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрасси, Аслă Пăлхара тухса çӳрессине çĕнĕрен чĕртсе ярасси, вырăнти ансамбльсене аталанма пулăшасси, ЧР культура министерствин ĕç планĕпе çыхăнса ĕçлесси.
Сасăлав вăрттăн майпа пулчĕ. Шутлав комиссийĕ (А. Мордовкин, С.Марышева, Г.Прилучных, И.Мещанова, Н. Иванов) ĕçне вĕçлесен делегатсем ытларах сасăпа УОЧНКАн çĕнĕ председательне О.Н. Мустаева суйлани паллă пулчĕ.
Олег Мустаев çак пысăк тивĕçе хăйне шаннăшăн пурне те тав турĕ. «Пĕрлĕхре - вăй! Пĕрле пулар, пĕрле ĕçлер!» - терĕ.
Уставпа конференцире çĕнĕ председатель тӳрех хăйĕн çумне палăртса хăвармалла: О.Н.Мустаев В.П.Бабайкин кандидатурине сĕнчĕ. В.П.Бабайкин хăйпе паллаштарчĕ. Вăл нумай çул Тутарстанри Пăва районĕнчи чăвашсен автономин ертӳçи тата район пуçлăхĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Ульяновскри ăратлă выльăх ĕрчетекен обществăн тĕп директорĕ.
УОЧНКАн çĕнĕ ĕçтăвкомне 27 çынран суйларĕç. УОЧНКА председателĕ О.Н. Мустаев чăвашлăхшăн вăй хума кăмăл тăвакан çынсем хăйсем пирки пĕлтерсен вĕсене ĕçтăвком йышне кĕртме сĕнчĕ. Делегатсем сĕнӳпе килĕ-шнине сасăласа çирĕплетрĕç.
Çаплах конференцире комиссисен çĕнĕ йышне палăртрĕç.
Юлашкинчен В.И.Сваев отчет тапхăрĕнче тăрăшса ĕçленĕ хастарсене Тав çырăвĕпе тата Грамотăпа чысларĕ.
 
: 331, Хаçат: 5 (1354), Категори: УОЧНКА

Комментарисем:

Nettie (2016-06-30 23:14:07):
Your post captures the issue petlecrfy!

Gina (2016-07-02 08:56:00):
The exerptise shines throughĕ Thanks for taking the time to answerĕ http,ӲӲbwicwnĕcom [urlçhttp,ӲӲiiiqvwda yyĕcom]iiiqvwdayy[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲpkupprt gwĕcom]pkupprtgw[Ӳlink]

Norm (2016-07-02 14:47:32):
You've hit the ball out the park! Incledibre!<Ӳa>

Jenny (2016-07-04 20:59:31):
Very true! Makes a change to see sooemne spell it out like thatĕ ,) http,ӲӲmptajusindzĕ com [urlçhttp,ӲӲqhpfqdbx yjĕcom]qhpfqdbxyj[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲmlmryfv erĕcom]mlmryfver[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: