Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи вăтам шкула хаклă хăна, хамăрăн ентеш – Николай Калаков профессор килчĕ, ачасемпе тата вĕрентекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ. Халиччен ун пекки пулманччĕ-ха кунта.
 
Николай Ильич 1960 çулта çак ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă, вăтам пĕлӳ аттестатне вара Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче илнĕ. 1970 çулта Тюменьти çар инженерĕсен тата командирĕ-сен училищине пĕтернĕ, кайран В.В.Куйбышев ячĕллĕ çар инженерĕсен академинчен вĕренсе тухнă. 1996 çулта педагогика наукисен тухтăрĕ пулса тăнă, 1998 çулта – профессор. Унăн çар званийĕ – полковник. Раççейри психологи тата педагогика наукисен академийĕн академикĕ. Инженер, преподаватель тата профессор пулса çарта 32 çул вăй хунă. Вĕсенчен 20 çулне – аслă шкулта. Вăл130 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вĕсенчен 20-шĕ – монографи. Николай Калаков ертсе пынипе виçĕ наука тухтăрĕ тата 28 наука кандидачĕ хăйсен диссертацийĕсене ăнăçлă хӳтĕленĕ. Халĕ вăл харăс темиçе аслă шкулта вăй хурать, çав шутра Ульяновск патшалăх университетĕнче те. Тĕрлĕ хуласенче лекци вуласа çӳрет.
Çак ялта çуралса ӳснĕскер малтан шкул тăрăх курса çӳрерĕ, ачасене вĕрентмелли методика çинчен тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ. Хăй вĕреннĕ вăхăтри лару-тăрăва хальхипе танлаштарса калаçрĕ. Хăна шкула пĕлтĕр тĕпрен юсанине, ачасем лайăх условисенче вĕреннине пĕлсен савăнчĕ. Н.И.Калаковпа пĕрле Ульяновскран çаплах «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Н.Ларионов та килнĕччĕ.
Шкул библиотекинче Н.И.Калаковăн маларах хăй шкула парнеленĕ кĕнекисен куравне йĕркелерĕмĕр, авторĕ вĕсене курсан савăнчĕ, юлашки кĕнекисене те кунта çитерме шантарчĕ.
Пурте пĕрле пухăнса ларсан Николай Калаков 7-11-мĕш классен ачисене хăйĕн профессийĕпе паллаштарчĕ, аслă шкула, çар училищине вĕренме кĕрес тесен ăс-тăн тата кăмăл-сипет енчен мĕнлерех пулмаллине, çакăн патне мĕнлерех пымаллине ăнлантарса пачĕ. Çаплах вăл çамрăксене шкул пĕтерсенех вĕренме кĕмеллине, пурнăçра пысăк тĕллев лартмаллине ăнлантарчĕ. Вăрăм çул пĕрремĕш утăмран пуçланнине асăрхаттарчĕ.
Шкул вĕрентекенĕсем Н.Калаковпа тĕл пулма пĕр класра вĕреннĕ, 55 çул каялла пĕрле вĕренсе тухнă Н.М.Мискина та чĕннĕ. Вăл тăван ялтах пурăнать, ăна Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ ятне панă. Юлташсем тĕл пулса пĕр-пĕрне ăшшăн саламланине хаваспа куртăмăр. Николай Михайлович трибуна умĕнче ача чухне мĕнле вĕреннине, йывăрлăхсене парăнтарнине, çуран е йĕлтĕрпе Кивĕ Улхаша вăтам пĕлӳ илме хир тăрăх куллен çӳренине аса илчĕ, çаплах пурнăçра палăртнисене пурнăçлас тесен ялан малалла ăнтăлмаллине каларĕ.
Хăнасем калаçса пĕтернĕ хыççăн залран панă ыйтусене хуравларĕç.
Юлашкинчен вĕсене шкул директорĕ В.А.Мискин тĕлпулăва килнĕшĕн тав турĕ, асăнмалăх кĕнекесем парнелерĕ, тăван шкул алăкĕсем ялан уççине пĕлтерчĕ.
 
 
Тутарстан,
Çĕпрел районĕ.
 
: 634, Хаçат: 5 (1354), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: