Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕ-нче январĕн 31-мĕшĕнче мечĕкпе хоккейла выляссипе XXXVI тĕнче чемпионачĕ пуçланнă.
 
Ăна уçассипе çыхăннă савăнăçлă самант Ульяновскри «Волга-Спорт-Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. Чемпионат хăнисене Раççей Президенчĕн пулăшаканĕ Игорь Левитин, регион пуçлăхĕ Сергей Морозов, Раççей спорт министрĕн çумĕ Юрий Нагорных тата пĕтĕм тĕнчери бенди федерацийĕн президенчĕ Борис Скрынник саламланă.
Игорь Левитин йĕркелӳ ĕçĕсен шайне пысăк хак панă.
- Паянхи мероприятие Сочире, Хусанта курнă чыславсемпе пĕр рете тăратма пулать. Паян çынсем Ульяновск облаçĕ питĕ пысăк шайлă спорт пулăмĕсене хăйсем патĕнче йышăнма хатĕррине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Ку чемпионат пысăк спорт тапхăрне – Олимп вăййисен çулталăкне - уçать. Пирĕн спортсменсем Раççей хăватне Бразилире кăтартма хатĕрленеççĕ. Атьăр Ульяновскран Рио-де-Жанейро хулине кĕпер хывар та çĕршывăн пĕрлештернĕ командине çитĕнӳсем сунар, - тенĕ те Игорь Левитин Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн салам сăмахĕсене вуласа панă.
«Хаклă туссем, пĕтĕм тĕнче шайлă ăмăртусем Раççейре виççĕмĕш хут иртеççĕ. Килти чемпионатсем çӳллĕ шайра иртчĕр тесе пур майсемпе тăрăшатпăр. 2014 çулхи тĕнче чемпионатĕнче Германипе Сомали çĕршывĕ-сен командисем хăйсене кăтартма пултарнă, çулталăк каялла – Китай команди. XXXVI тĕнче чемпионачĕ спортпа туслăх тата кĕтмен парнесен уявĕ пуласса шанатăп, спортсменсене пурне те ăнăçусем сунатăп», - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ хăйĕн чĕнĕвĕнче.
Сергей Морозов тĕнче чемпионачĕн пĕлтерĕшĕ сывă пурнăç йĕркине халăх хушшине сарас çĕрте пысăккине палăртнă.
Чемпионата уçас мешехен продюсерĕ – паллă Раççей фигурисчĕ Илья Авербух. Театр евĕр хатĕрленĕ кăтартăва паллă çынсем тата 400 яхăн артист хутшăннă. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ çулсенче Олимп чемпионĕ пулнă çăлтăрсем - Алексей Ягудин,Татьяна Навка, Роман Костомаров, Максим Маринин, Мария Петрова, Алексей Тихонов тата ыттисем. 300 волонтер ĕçленĕ. Савăнăçлă уява 5 пин çын курма пултарнă.
Раççей хоккеисчĕсем пĕрремĕш вăйăра Казахстан командине 9:1 шутпа çĕнтернĕ, иккĕмĕшĕнче – финнсене (10:2).
 
: 685, Хаçат: 5 (1354), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: